Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Кала сăмах пирĕн базăра пур.
Кала (тĕпĕ: кала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кала пурне те: малашне акӑ мӗн пулать, пуласлӑх ҫутӑ та илемлӗ, те.

Говори же всем: вот что в будущем, будущее светло и прекрасно.

11 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Кашни сӑмаха ирӗккӗн, шухӑшласа тӑмасӑр кала, пӗрмаях ӑшшӑн та тӳрех пӑхмалла, ҫавӑ анчах.

Ни одного слова, которое не было бы совершенно свободно и беззаботно, ни одного взгляда, который не был бы хорош и прост, прям и дружествен, и только.

XXIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ан кала, калама та кирлӗ мар.

И не сказывай, не нужно.

XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Ах, чунӑм, кала: мӗне пӗлтерет вӑл «хӗрарӑм пек мар» тени?

— Ах, мой милый, скажи: что это значит эта «женственность»?

XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Тусӑм, Верочка, ху мӗнле пурӑнас тени ҫинчен ху кала эсӗ: тен, манӑн: чунӑмҫӑм!

Друг мой, Верочка, да ты сама скажи, как ты думаешь жить: моя милая!

XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Кала эсӗ, каласан ӑнланатӑп.

— Да ты скажи, я и пойму.

XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Тепӗр темиҫе минутран сывмар Марья Алексевна Федьӑна кӑшкӑрчӗ: «Кала аппуна, вӗсен калаҫӑвӗ мана ҫывӑрма памасть, — ан чӑрмантарӑр мана, кайччӑр ӑҫта та пулин аяккарах. Тата ҫепӗҫрех кала, Дмитрий Сергеича ан кӳрентер: куратӑн-и, епле тӑрӑшать вӑл саншӑн».

Через несколько минут больная Марья Алексевна кликнула Федю: «Скажи сестре, что их разговор не дает мне уснуть; пусть уйдут куда подальше, чтоб не мешали. Да скажи хорошенько, чтобы не обидеть Дмитрия Сергеича: видишь, он какой заботливый о тебе».

VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Ҫук, эсӗ чипер кала, мӗн ахаль тӗветӗн!

— Нет, ты говори толком, чего впустую языком мелешь!

VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Эсӗ ретлӗрех кала

— Ты говори толком!

VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эпӗ сана мӗн хушнине никама та ан кала — аннӳне те, тӗнчере никама та.

Об чем я тебе сказал, никому не говори — ни матери, никому на свете.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кала, Христос ячӗпе ыйтатӑп, кала, пӗлес килет: манӑн кама вилӗм сунса кӗл тумалла!»

Скажи, ради Христа, чтобы я знала, за чью погибель мне молиться!»

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кала, эпир ӑна…»

Скажи, а мы…»

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эсӗ юптарса мар, чипертерех кала.

— А ты без притчей, попроще.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Ӗҫ ҫинчен кала!

— Ты ближе к делу!

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кала, шуйттан илесшӗ!..

Отвечай же, черт тебя возьми!..

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кала!

Куҫарса пулӑш

II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кала, тархасшӑн, — килӗшрӗ вӑл, тӳрех ман паталла ҫаврӑнчӗ те пуҫне усрӗ.

— Говори, пожалуйста, — ответил он, быстро обернувшись, и кивнул головой.

X // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

— Черетлӗ хурала кала, сана вӑл сыхласа, хуралласа тӑтӑр.

— Скажи очередной страже, чтобы она стерегла тебя.

XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Патша вара ӑна хӑй кӑкӑрӗ ҫумне пӑчӑртаса тытнӑ та: — Нихҫан та ан кала кун пек… Ан кала кун пек, о Суламифь! — пӑшӑлтатнӑ, пӑлханса кайнӑскер.

И, прижимая ее к своей груди, царь прошептал, взволнованный: — Не говори так никогда… Не говори так, о Суламифь!

XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Кала мана, патшамҫӑм, каласам, Соломон: эпӗ, ак, ыран вилес пулсассӑн, аса илӗн-и эсӗ иҫӗм пахчинчи хӑвӑн хура хӗрне, хӑвӑн Суламифьне?

Скажи мне, мой царь, скажи, Соломон: вот, если завтра я умру, будешь ли ты вспоминать свою смуглую девушку из виноградника, свою Суламифь?

XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех