Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫӗ (тĕпĕ: ӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
13. Ҫавӑнпа та Египет ҫыннисем Израиль ывӑлӗсене пӗр хӗрхенмесӗр пусахласа ӗҫлеттернӗ, 14. Египет ҫыннисем Израиль ывӑлӗсене пӗр хӗрхенмесӗр, йывӑр ӗҫ ӗҫлеттерсе — тӑм ӗҫӗ тутарса, кирпӗч ҫаптарса, хирти тӗрлӗ ӗҫе ӗҫлеттерсе, кирек мӗнле ӗҫ тутарнӑ чухне те пӗр хӗрхенмесӗр, пусахласа ӗҫлеттерсе — вӗсен пурӑнӑҫне чӑтмалла мар туса ҫитернӗ.

13. И потому Египтяне с жестокостью принуждали сынов Израилевых к работам 14. и делали жизнь их горькою от тяжкой работы над глиною и кирпичами и от всякой работы полевой, от всякой работы, к которой принуждали их с жестокостью.

Тух 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ӗҫӗ, паллах, статистикӑра мар...

Работа, конечно, не в статистике...

Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Пӗтӗмӗшле илсен вара бюджетра тӗрлӗ строительство ӗҫӗ валли 8,5 млрд тенкӗ пулать.

Куҫарса пулӑш

Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Кун пирки каланӑ май Михаил Игнатьев ҫак укҫана илсе килнине хӑшӗсем хӑйсен тава тивӗҫлӗ ӗҫӗ вырӑнне хурасшӑн пулнине палӑртрӗ, ҫавна май «эпир хирурги корпусне тӑвас енӗпе нумай ӗҫлемен-тӗк укҫа та пулмастчӗ» тени хайхи «мухтанчӑксене» вырӑна лартниех пулчӗ-тӗр.

Куҫарса пулӑш

Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ӗҫӗ унта мар, вӗсене ирттерме укҫа-тенкӗ кирлӗ-ҫке.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫ, киленӗҫ кӳрекенсем // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Кашни коллективӑн — «Ҫамрӑклӑх», «Пилешӗм» ташӑ ансамблӗсен, ачасен «Шӑпчӑк» вокал, «Петрушка» пукане кружокӗсен тата ытти клубӑн — ӗҫӗ ҫинчен те каласа кӑтартмалли пурччӗ.

Куҫарса пулӑш

Ку ҫуртра чӑнах та ӑшӑ // Надежда ГЕОРГИЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Участокра ӗҫлеме мана питӗ килӗшетчӗ, анчах хут ӗҫӗ ҫулран-ҫул нумайланса пыни вӗчӗрхентерме тытӑннӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

«Сывлӑха аптекӑра туянма ҫук» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Аккасем хӑйсен ӗҫӗ, пациентсем ҫинчен нумай каласа кӑтартатчӗҫ.

Тети много рассказывали о своих работах и о пациентах.

«Сывлӑха аптекӑра туянма ҫук» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ҫавӑнпа та ӑна хам енчен пӗтӗм чӑваш журналисчӗсен пӗрлехи ӗҫӗ тесе шутлатӑп.

Куҫарса пулӑш

Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Ырӑ ҫыннӑн ӗҫӗ пархатарлӑ.

Куҫарса пулӑш

Ушкӑнпа ӗҫлеме те, канма та аван // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

— Журналистсен союзне ертсе пыраканӑн ӗҫӗ канӑҫсӑррине чылайӑшӗ чухламасть те.

Куҫарса пулӑш

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Ӗҫӗ ҫапларах пулнӑччӗ.

Дело было примерно так.

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Хӑш чухне вара тытӑннӑ япалана вӗҫлемесӗр те чарӑнмасть, ӗҫӗ мӗнле пулса тухнине хӑвӑртрах курас килет унӑн.

Куҫарса пулӑш

«Мӗншӗн маларах вӑхӑт тупайман-ши?» // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

- Ҫав вӑхӑтрах алӑ ӗҫӗ тума та ӗлкӗретӗр.

— В то же время успеваете заниматься рукоделием.

Юрату та, курайманлӑх та - ташӑра // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Ӗҫӗ ҫителӗклех пулнӑ, укҫине те тӳленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫре телей тупнисем // Лидия САРИНЕ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Тӗрӗссипе, колхозӗнче вӑй хурсан ӗҫӗ ҫителӗклех.

Куҫарса пулӑш

«Пирӗн вӑхӑтра ферма утар пек тасаччӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Аса илтеретпӗр, шавлӑ суд ӗҫӗ Шупашкарти Ленин районӗнче пурӑнакан 83 ҫулти Евгения Ерофеева тӗлӗшпе пулнӑччӗ.

Напоминаем, громкий судебный процесс над 83-летей Евгенией Ерофеевой, жительницей Ленинского района Чебоксар.

Ватӑсенчен укҫа шыраса илнишӗн ятланӑ // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/11813.html

Мӗнех калӑн, ӗҫӗ чӑннипех те пархатарлӑ.

Что скажешь, работа и правда благородная.

Пурнӑҫпа тан утаҫҫӗ // Юрий КОРНИЛОВ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Канат туртасси хӗрарӑмсен ӗҫӗ мар пек туйӑнать пулин те ҫак ӑмӑртӑва пӑхса тӑма пит килӗшет куракансене.

Куҫарса пулӑш

Кубок - Елчӗк ял тӑрӑхӗнче // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Выльӑх-чӗрлӗх усрать, алӑ ӗҫӗ тӑвать - тӗрӗ тӗрлет, алса-чӑлха ҫыхса сутать, хур мамӑкӗнчен утиялсем ҫӗлет.

Домашних животных держит, занимается рукоделием — вышивает, продает связанные носки и рукавички, из гусиного пуха шьет одеяла.

Вӗренмелли унран нумай // З.ПОРТНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех