Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хуллен сăмах пирĕн базăра пур.
хуллен (тĕпĕ: хуллен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Коридорта Коробинӑн ура сассисем илтӗнми пулнӑ-пулманах Дарья Семеновна пӗр ҫӗклем вутӑ йӑтса кӗчӗ, ӑна кӑмака умӗнчи шуҫ ҫине хуллен хучӗ те чукун алӑка шаклаттарчӗ.

Не успели стихнуть в коридоре шаги Коровина, как Дарья Семеновна внесла охапку дров, осторожно вывалила их на железный лист перед печью, стукнула чугунной дверцей.

16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Урӑхла ӑнланатӑр эсир мана! — ҫамрӑк работниксене кӳрентернӗшӗн каҫару ыйтнӑ пек, хуллен каларӗ Пробатов.

— Вы не так меня поняли! — как бы извиняясь, что огорчил молодого работника, тихо сказал Пробатов.

15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Ӗҫ, Иван Фомич, лекӗрсенче мар, — терӗ Алексей Макарович хуллен, ун тутисем ҫине хурлӑхлӑ кулӑ пекки тухрӗ.

— Дело, Иван Фомич, голубчик, не в лекарях, — тихо отозвался Алексей Макарович, и на губы его пробилось подобие жалостной усмешки.

15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Коробин хуҫлатнӑ пӳрнипе алӑкран шаккарӗ те пӗр минут пек тӑхтарӗ, унтан хуллен алӑк хӑлӑпӗ ҫине пусрӗ.

Постучав согнутым пальцем в дверь, Коробин подождал с минуту, потом осторожно надавил на дверную ручку.

14 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Мӗн эсӗ, Саввушкӑ, сывлӑх та сунмастӑн? — ыйтрӗ Аникей хуллен.

— Ты что ж не здоровкаешься, Саввушка? — негромко спросил Аникей.

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Эсӗ пустуй ан ҫилентер ҫынсене, Никитӑ! — тӑванӗн кӑра чунне лӑплантарса, хуллен канаш пачӗ Аникей.

— Ты зря не зли людей, Никита! — смиряя крутой нрав родича, тихо посоветовал Аникей.

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑл коридор тӑрӑх хуллен иртрӗ те, шаккамасӑрах, айккинчи пӗчӗк пӳлӗме хӗсӗнсе кӗчӗ, кунта правлени хуралҫи пурӑннӑ, вӑлах уборщицӑ пулнӑ, кирлӗ чухне ӑна ҫынсене чӗнме те чуптарнӑ.

Он тихонько прошел по коридору и без стука втиснулся в небольшую комнату-боковушку, где ютилась сторожиха правления, она же уборщица, а при нужде и посыльная.

11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ун хыҫҫӑн темиҫе утӑмра пуҫне усса пиччӗшӗ Никитӑ Ворожнев пырать, ырхан та тӑсланкӑ Сыроваткин кладовщик, шӑнӑрлӑ мӑйне тӑсса, тӗлсӗр хыпаланса вӗттӗн-вӗттӗн ярса пусать, шатра питлӗ, тӗксӗм Шалымов бухгалтер кичеммӗн, никам ҫине пӑхмасӑр утать; Ефим Тырцев бригадир, палӑрмасӑр пыма тӑрӑшнӑ пек, пӗкӗрӗлнӗ те ҫӑварне чышкипе хупласа хуллен ӳсӗре-ӳсӗре илет.

За ним на некотором расстоянии понуро брел брательник, Никита Ворожнев, суетливо семенил, вытягивая жилистую шею, тощий и высокий кладовщик Сыроваткин, угрюмо, ни на кого не глядя, шествовал рябой и сумрачный бухгалтер Шалымов, словно стараясь быть незаметным, горбился и негромко покашливал в кулак бригадир Ефим Тырцев.

11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Спаҫҫипӑ, анне… — терӗ вӑл хуллен, амӑшне хулпуҫҫинчен ытамласа, шӑплӑхра унпа нумайччен, нимӗн чӗнмесӗр тӑчӗ, вара унран хӑпрӗ те, калинккерен тухса, машинӑ патне тухрӗ.

— Спасибо, мама… — тихо проговорил он и, обняв мать за плечи, долго и безмолвно стоял с нею в тишине, прежде чем оторваться от нее и выйти за калитку к машине.

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Малтанхине вӗлерсен, хам та пурӑнмастӑп пуль, теттӗм, — хуллен калаҫать Любушкина.

— Как первого убили, думала, и сама жить не буду, — тихо рассказывала Любушкина.

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑл амӑшӗн кӑвакрах юн тымарӗсем хӑпарса тухнӑ хытанка аллине тытрӗ, унӑн кашни йӗрӗпе, кашни пӗркеленчӗкӗпе тата кӑмӑллӑрах пек туйӑнакан пичӗ ҫине пӑхрӗ, ун чун-чӗрине хуллен ачашлӑх туйӑмӗ тулса пычӗ.

Он держал в своих руках жестковатую руку матери с взбухшими фиолетовыми прожилками, смотрел на родное каждой своей черточкой, каждой морщинкой лицо, и душу его заливала тихая нежность.

9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

«Ҫапла, ку деятель яланах пӗр хӑйӗн хулӑн сассипе ҫеҫ тытӑнса тӑнӑ ӗнтӗ, ҫынсене хӑй хыҫҫӑн ертсе пыма ҫавӑ ҫителӗклӗ тенӗ, ӗнтӗ», — кӑмӑлсӑррӑн шухӑшланӑ Пробатов, хуллен хӗрарӑмсене шӑпланма ыйтса.

«Да, этот деятель держался все годы одним своим зычным голосом и считал, что этого вполне достаточно, чтобы вести за собой людей!» — уже неприязненно подумал Пробатов и тихо попросил доярок успокоиться.

8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Ҫамрӑк чухне пурте хастар та пултаруллӑ пулнӑ, — хӑйӗн куҫӗсене секретарӗн, шӑтарса пӑхакан куҫӗсенчен тартса, хуллен хуравларӗ Корней.

— Смолоду мы все были бравые да удалые, — уводя глаза от проницательного взгляда секретаря, тихо ответил Корней.

7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑл, ҫӑварне ывӑҫ тупанӗпе хупласа, хуллен ӳсӗрчӗ.

Он негромко кашлянул в кулак и сказал:

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— А ну, шо ты за свий… — шӑнса пӑсӑлнӑ хулӑн сасӑпа хуллен ыйтрӗ шурӑ кубанкӑпа кӑвак черкеска тӑхӑннӑ командир ун ҫывӑхне пырса — Якой части?

— А ну шо ты за свий… — негромко, простуженным баском сказал, подъезжая, командир в белой кубанке и синей черкеске, — Якой части?

LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Майӗпентерех калаҫ эсӗ, ҫынсем ав итлесе тӑраҫҫӗ… — унтан хуллен пӑшӑлтатма пуҫларӗ:

А ты потише гутарь, люди, вон, слухают… — и перешел на шепот:

LXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Юнашар ҫӗрпӳртре хуллен юрлани илтӗнет.

В соседней землянке тихо пели.

LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Туртисемпе тышлисене пӗлӗтелле каҫӑртса тӑракан кӳмесем хушшипе хуллен утса пынӑ чух вӑл ӳсер сасӑсене, ҫынсем пӗр-пӗринпе калаҫкаласа кулнине илтрӗ.

Медленно подвигаясь между повозками, мертво протянувшими к небу оглобли и дышла, услышал пьяные голоса, смех.

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Аксинья казака аллипе чышса ячӗ те, тутине хаяррӑн йӗрсе, хуллен темскер каларӗ.

Аксинья резко оттолкнула казака, что-то негромко сказала ему, хищно ощерив рот.

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Аэроплан, хӑрушшӑн кӗрлесе, асар-писер ҫил-тӑвӑл чухнехи пек пӗр уласа та шӑхӑрса, кӗлетрен кӑшт ҫӳлерехрен вӗҫсе иртрӗ, вилес пек сехри хӑпнӑ карчӑкӑн чарса хунӑ куҫӗ тӗлӗнчи шурӑ ҫутта самантлӑха ҫунат мӗлкипе хупласа кӑшт кӑна умран ҫухалчӗ, хутор хыҫӗнчи нӳрӗ ҫереме кустӑрмисемпе хуллен ҫапӑнса, ҫеҫенхир еннелле чупса кайрӗ.

А аэроплан, страшно рыча, с буревым ревом и свистом пронесся чуть повыше амбара, на секунду закрыл своей крылатой тенью белый свет от вытаращенных в смертном ужасе старухиных очей, — пронесся и, мягко ударившись колесами о влажную землю хуторского выгона, побежал в степь.

LIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех