Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑшне (тĕпĕ: ӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Алексей Мышкинӑн вӗлтӗрен, ҫум курӑк ӑшне путнӑ ял хуҫалӑх техники те ҫул хӗрринчен тӳрех куҫа курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Куҫ пурне те курать // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2019/06/19/%d0%ba%d1%8 ... %82%d1%8c/

Анчах мӗн пур ҫын иртсе ҫӳрекен вырӑнти ҫак анасенчи калчасем пит имшеркке ҫитӗнеҫҫӗ, вӗсем ҫум курӑк ӑшне те путнӑ.

Куҫарса пулӑш

Куҫ пурне те курать // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2019/06/19/%d0%ba%d1%8 ... %82%d1%8c/

Янкӑр уйӑхлӑ каҫсенче ҫак тӑкӑрлӑксемпе ҫӳренӗ, ӑшне вӗҫтернӗ…

И томился здесь, в этих переулках, лунными ночами…

Пур енчен те тӗсесе // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 19–28 стр.

Ӑйӑр айккинелле, кӗрт ӑшне, ҫӗмӗрттерсе кӗрсе кайрӗ.

Конь шарахнулся в сторону, в сугроб…

Кашкӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 3–10 стр.

Тӑпра ӑшне алтса чикнӗ укҫа шыраса, ҫавӑн йышши кашни ҫуртрах никӗсне йӑлт салатса тӑкрӗҫ, — ҫавна арҫын ачасем мар, пысӑк арҫынсемех, шухӑшӗсене вылятма юратакансем мар, шанчӑклӑ та ҫирӗп ҫынсемех хӑтланчӗҫ.

Вплоть до фундамента, и даже земля под ними была вся изрыта в поисках клада — и не то что мальчишками, а положительными, солидными людьми, далеко не мечтателями.

35-мӗш сыпӑк. Хисепе тивӗҫлӗ Гек вӑрӑ-хурахсен шайккине кӗрет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӗсем ҫӑра тӗмсем ӑшне кӗрсе кайрӗҫ, асӑрханарах йӗри-тавра пӑхкаларӗҫ, ҫыран хӗрринче никам та ҫуккине курчӗҫ те часах хӑйсен пӗчӗк кимми ҫине ларчӗҫ, ирхи апат турӗҫ, табак та туртрӗҫ.

Скоро они вышли на волю в зарослях сумаха, осторожно огляделись по сторонам, увидели, что никого нет, и уселись в лодке курить и закусывать.

33-мӗш сыпӑк. Джо индеец пурнӑҫӑн юлашки кунӗсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Часах укҫасене михӗсем ӑшне пушатса пӗтерчӗҫ.

Скоро деньги были пересыпаны в мешки.

33-мӗш сыпӑк. Джо индеец пурнӑҫӑн юлашки кунӗсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

— Юлашкинчен тупрӑмӑр! — терӗ Гек, тӗксемленсе кайнӑ укҫа купи ӑшне аллине чиксе.

— Наконец-то добрались! — сказал Гек, роясь в куче потемневших монет.

33-мӗш сыпӑк. Джо индеец пурнӑҫӑн юлашки кунӗсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫав вӑхӑтра ачасем кимӗ ҫинчен пур япалисене те йӑтса пӗтерчӗҫ те ҫӗр айӗнчи шӑтӑк ӑшне кӗрсе кайрӗҫ.

Теперь все было готово, и мальчики полезли в нору.

33-мӗш сыпӑк. Джо индеец пурнӑҫӑн юлашки кунӗсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӗсем халӗ те тумласа тӑраҫҫӗ, малашне те, эпӗ халӗ асӑннӑ ӗҫсем халапсем ӑшне путса пӗтӗмпех манӑҫа тухсан та, ҫав тумламсем тумласа тӑрӗҫ.

Она падает и теперь, и будет падать, когда все это станет вчерашним днем истории, уйдет в сумерки прошлого, а там и в непроглядную ночь забвения.

33-мӗш сыпӑк. Джо индеец пурнӑҫӑн юлашки кунӗсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Сасартӑк инҫетре хӗвел ҫути пек ҫутӑ курах кайнӑ, вӑл кантрана пӑрахнӑ та алӑпа хыпашласах ҫавӑнталла кайма пуҫланӑ, унтан пуҫӗпе хулпуҫҫийӗсене пӗр пысӑках мар шӑтӑк ӑшне чиксе пӑхнӑ та, хӑй умӗнче аслӑ Миссисипи шывӗ юхса выртнине курах кайнӑ.

Как далеко впереди блеснуло что-то похожее на дневной свет; он бросил бечевку и стал пробираться туда ползком, просунув голову и плечи наружу, и увидел, что широкая Миссисипи катит перед ним свои волны!

32-мӗш сыпӑк. «Тухӑр! Тупӑнчӗҫ!» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Хунарне вӑл Гек ҫывӑрса пурӑнакан пичке ӑшне пытарчӗ, вара иккӗшӗ те сыхлама кайрӗҫ.

Он спрятал фонарь в бочку из-под сахара, где ночевал Гек, и стал на стражу.

28-мӗш сыпӑк. Джо индеец шӑтӑкӗнче // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Анчах тулта ӗлӗкхи пекех ҫутӑ тӑчӗ, вуникӗ сехет ҫитнӗ тӗлелле Гек хӑй сыхласа тӑнӑ вырӑна пӑрахрӗ те пушӑ сахӑр пички ӑшне ҫывӑрма кайрӗ.

Но было все так же светло, и Гек, постояв на страже до двенадцати, залег спать в пустую бочку из-под сахара.

28-мӗш сыпӑк. Джо индеец шӑтӑкӗнче // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӑл аллине ещӗк ӑшне чикрӗ те каялла туртса кӑларчӗ.

Он запустил в ящик руку и тут же вытащил ее.

26-мӗш сыпӑк. Каллех Джо индеец // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Киркӑпа кӗреҫене тӗмсем ӑшне пытарӑпӑр.

Давай спрячем лопаты в кустах.

25-мӗш сыпӑк. Тӑпра ӑшне алтса чикнӗ укҫана тупма тӑрӑшни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Анчах вӑрӑ-хурахсем ун пек хӑтланмаҫҫӗ: вӗсем яланах укҫана тӑпра ӑшне пӗр-пӗр улах вырӑна алтса чикеҫҫӗ.

Только разбойники по-другому делают: всегда зароют клад, да так и оставят.

25-мӗш сыпӑк. Тӑпра ӑшне алтса чикнӗ укҫана тупма тӑрӑшни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Пӗр-пӗр пӑхма пынӑ ҫын суд залӗнчен урамалла тухсанах, Том сӗмсӗрленсех кашни сӑмахах итлеме тӑрӑшрӗ, анчах хыпарӗсем хурланмалласкерсем пулчӗҫ: мӗскӗн Поттер суд йӗркин танати ӑшне хытӑрах та хытӑрах кӗрсе ҫыхӑнса пычӗ.

Том настораживал уши, когда из зала суда выходил какой-нибудь зевака, но каждый раз слышал только плохие новости — петля затягивалась все туже и туже вокруг шеи бедного Поттера.

23-мӗш сыпӑк. Мефф Поттера ҫӑлни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫав шуйттан метисӗ мана шыв ӑшне путарма тӑрсан, тен, мана ирӗксӗр калаттарма пултарӗҫ, — ахаллӗн калас ҫук.

Если захочу, чтобы этот индейский дьявол меня утопил, как котенка, тогда, может, и проговорюсь, а так вряд ли.

23-мӗш сыпӑк. Мефф Поттера ҫӑлни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӑл кӗнекине ещӗк ӑшне чикрӗ, ҫӑра ӑшӗнчи уҫҫине пӑрса хучӗ те вӑтаннипе тата тарӑхнипе макӑрса ячӗ.

Она бросила книгу в ящик, повернула ключ в замке и расплакалась от стыда и досады.

20-мӗш сыпӑк. Том паттӑрла хӑтланни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Кунта пӗр-пӗр ҫӗрте тӑпра ӑшне хаклӑ япала таврашӗ те чиксе хунӑ пулӗ.

Где-нибудь здесь, наверно, зарыт клад.

16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех