Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑшне (тĕпĕ: ӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ сире каласшӑн: хамӑн умра ҫавӑн чухлӗ савӑнӑҫлӑ, тап-таса, пӗчӗк ача пит-куҫӗсене курсан, манӑн кӑмӑл питӗ савӑнать, вӗсем ырра, чӑнлӑха вӗренесшӗн ҫак таса стенасем ӑшне пуҫтарӑннӑ.

Мне хочется сказать вам, как приятно видеть, что столько чистеньких веселых детских лиц собралось здесь для того, чтобы научиться быть хорошими.

4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Каллех ӑна таз ӑшне шыв тултарса пачӗҫ.

В таз опять налили воды.

4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Том, алӑкран тухсан, тазне пӗчӗк сак ҫине лартрӗ, унтан супӑнне шыв ӑшне чиксе кӑларчӗ те малтанхи вырӑнне хучӗ; унтан васкамасӑр ҫаннисене тавӑрчӗ, тазри шыва хуллен ҫӗр ҫинелле тӑкса ячӗ, вара кухньӑна пырса кӗчӗ те алӑк хыҫӗнче ҫакӑнса тӑракан алшӑллипе хӑйӗн питне мӗнпур вӑйӗпе сӑтӑрма пуҫларӗ.

он вышел за дверь и поставил таз на скамейку, потом окунул мыло в воду и опять положил его на место; закатал рукава, осторожно вылил воду на землю, потом вошел в кухню и начал усердно тереть лицо полотенцем, висевшим за дверью.

4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Йывӑррӑн сывласа вӑл мелкене известь ӑшне чиксе, илчӗ те ҫӳлти хӑма тӑрӑх сӑтӑрчӗ, унтан тепӗр хут, татах тепӗр хут сӑтӑрчӗ те чарӑнса тӑчӗ: темӗн сарлакӑш сӑрламан хӳмепе танлаштарсан, шурӑ ярӑм нимӗн чул та мар-ҫке!

Вздыхая, он окунул кисть в ведро и провел ею по верхней доске забора, повторил эту операцию, проделал ее снова, сравнил ничтожную выбеленную полоску с необозримым материком некрашеного забора.

2-мӗш сыпӑк. Пит аван маляр // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ӑна урай варрине лартрӗ те пире кашнинех атӑ ӑшне пӗрер чашӑк юр яма хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Анчах тыткалама хӑтланатпӑр та, пурте юр ӑшне тӑсӑла-тӑсӑла ӳкетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

«Атя кайрӑмӑр, тусӑм, тем чӗре йӑшса илчӗ-ха. Атя киле ҫитер хӑвӑртрах, эмел ӗҫсе ярасчӗ хуть», — терӗ вӑл айванланакан, ӑшне путса килекен сассипе.

Куҫарса пулӑш

Шураҫка // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7331.1.html

Тепӗр каҫхине, лайӑх тӗттӗмленсе ҫитсен, Энтрей амӑшӗ автанпа пӗр чӑххине тытса кӗчӗ те карҫинкка ӑшне чикрӗ.

На следующий вечер, как только хорошо стемнело, мать Андрея поймала петуха и курицу, сунула их в корзину.

Ӳпне ҫӑпан // Вир Мӗтри. Вир Мӗтри. Хӗрлӗ гварди. — Шупашкар, 1980

«Акӑ черкке шаккасах ӗҫсе куртӑм санпа», — каллех асаилӳсем ӑшне пута пуҫларӗ вӑл.

«Вот рюмку выпили с тобой», — подумала она, опять погрузившись в воспоминания.

Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№

Вӑл енӗпе илсен кӗркунне ҫыравҫа хӑйӗн тӗнчине, ӑшне, туйӑмӗсене шӗкӗлчеме пулӑшать.

С этой стороны осень помогает писателю изучать свой мир, свое нутро, свои чувства.

«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Кӑҫалхи хӗл Марье миҫемӗш хут ӗнтӗ пӑлтӑр алӑкне аран-аран уҫкаласа юр купи ӑшне чӑмать.

Который раз Мария за нынешнюю зиму кое-как открывая дверь в сени ныряет в сугроб.

Ахӑрсамана // Валентина Тарават. http://chuvash.org/lib/haylav/3970.html

Спектакльте вылянӑ чухне эпӗ куракан ӑшне сӑнар урлӑ кӗретӗп, унӑн туйӑмӗпе хуҫаланатӑп: савӑнтаратӑп, кулянтаратӑп, йӗртетӗп, туллаштаратӑп...

Во время игры в спектакле я проникаю во внутрь зрителя через образ, управляю его чувствами: радую, огорчаю, заставляю плакать, будораживаю...

Ҫывӑх ҫыннисен шухӑшӗпе — Валера нихӑҫан та йӑнӑшмасть // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

Ҫак вӑхӑтра вӗсен умне снаряд ӳксе пӗтӗм таврана вутпа ҫулӑм ӑшне турӗ...

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Ӑна ҫуралма пулӑшнӑ хыҫҫӑн арҫын тӗпренчӗкне хут курупкана вырнаҫтарса юр ӑшне тухса чикнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем тӗрлӗ еннелле авӑнчӗҫ сасартӑк... // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Ватӑ асатте-асаннесем те ҫамрӑксенчен юлмаҫҫӗ: михӗсем ӑшне тӑрса ӑмӑртмалла сикеҫҫӗ, ӗлӗкхисене аса илсе алшӑлли тытса кӗрешме тухаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Авалхи йӑлапа суха ӗҫӗ вӗҫленсен // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Тир тата кӗҫҫерен ҫӗленӗ пушмаксен ӑшне те хаҫат хурса хаҫатпах чӗркеме тӑрӑшӑр.

Постарайтесь в кожаную и войлочную обувь запихать газету и газетой же обернуть.

Кӗвӗрен менле сыхланмалла? // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Сӑмах та ҫук, личинкӑсемшӗн полиэтилен та чӑрмав мар, ҫапах та лӗпӗш ун ӑшне кӗрсе ҫӑмарта тӑваймасть.

Нет слов, полиэтилен не является препятствием для личинок, но бабочки не могут проникнуть туда для кладки яиц.

Кӗвӗрен менле сыхланмалла? // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

2. Кофтӑсене, ӑшӑ кӗпесене полиэтилен ӑшне чикмелле е хулӑн хутпа чӗркемелле.

2. Кофты, тёплые платья нужно положить в полиэтилен или обернуть плотной бумагой.

Кӗвӗрен менле сыхланмалла? // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Ӑҫтан тупӑнчӗ унӑн ҫак самантра вӑйӗ: урайӗнчен шӑлаварне илсе, ҫурӑм урлӑ пушӑпа туртса ҫапнӑ вӑкӑрла, ҫурт хуҫине аяккалла сирсе ывӑтрӗ, пӳртрен сиксе тухрӗ, такси ӑшне кӗрсе ларчӗ те шӑлаварне тӑхӑнмасӑрах чӗтрекен аллипе мотора хускатрӗ.

Откуда нашлись у него в тот момент силы: взяв брюки с пола, он, толкнув хозяина в сторону, выпрыгнул из дома так, как будто бык, которого ударили плетью, сел в такси и, не одев брюки, трясущими руками завел мотор.

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Икӗ каччӑпа хӗр туххӑмрах, хушасса кӗтмесӗрех машина ӑшне кӗрсе ларчӗҫ.

Двое парней и девушка моментально, не дожитаясь приглашений прошли во внутрь машины.

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех