Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кунта мӗн пулса иртнине Нагульнов тӳрех ӑнланса илчӗ.
35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӑл ӗнтӗ ӗҫ ытла та шала кӗрсе кайнине, ҫакӑнта тӑраканнисенчен нихӑшӗ те ӑна пулӑшма тухас ҫуккине ӑнланса илчӗ, ҫавӑнпа урӑхла хӑтланса пӑхма шут тытрӗ.
33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Дымок, ӑнланса илнӗн, йӑл кулса, ун хыҫҫӑн пӑхса юлать, малалла иртсе каять.
33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Пӗр ҫакна ҫеҫ ӑнланса илме ыйтатӑп… —
32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Нагульнов райкома пырса кӗнӗ чухнех хӑйӗн ӗҫӗ начаррине, ӑна каҫарас ҫуккине ӑнланса илчӗ.Нагульнов еще с момента прихода в райком понял, что дело его плохо, что снисхождения ему не ждать.
32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Хӑй ӑшӗнче вӑл Макар ҫапла калаҫнӑшӑн, Макар унӑн хуйхи-суйхине ӑнланса ӑна ырӑ сӑмах калас вырӑнне савӑнса ӳкнине кӑтартнӑшӑн тата, Андрей шухӑшӗпе, авланас пирки ниҫта юрӑхсӑр сӑмахсем каласа тултарнӑшӑн, ун ҫине хытӑ кӳренчӗ.
32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ан тив, хӗстермесӗр-тумасӑрах ӑнланса илтӗр.
28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Разметнов йӑл кулса ячӗ, ӑна ӑнланса куҫ хӗсрӗ, Давыдов пуҫне сӗтел ҫинелле пӗкрӗ, Макар шурса кайнӑ сӑмси ҫунаттисене карӑнтарса хучӗ, унӑн тӑрӑ мар куҫӗсенче тилӗрӳ ҫиҫсе ялкӑшрӗ:
28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Нумай япалана ӑнланса илеймен хӗрарӑмсем, хӑйсен йӑлипе, мӗн пулас-килесси пирки яланхи пекех чухласа та тӗшмӗртсе калаҫма тытӑнчӗҫ.Бабы, много недопонимавшие, по своему бабьему обыкновению занялись догадками и выгадками!
28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ӑнланса илӗҫ те, ӳкӗнӗҫ, анчах кая юлӗҫ.
27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Хамӑр хуторти власть ухмахла ӗҫсем туса пӗтернӗ, хӑшне-пӗрне вӑйпах хӑваласа колхоза кӗртнӗ, нумай вӑтам хресченсене кӑлӑхах раскулачить туса хӑтланнӑ, пирӗн власть ҫакна ӑнланса илеймен иккен: ухмахланса хӑтланнипе пӗтӗм халӑха тыткалама ҫук.
27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Час-часах шутлатӑп та, ӑнланса илейместӗп эпӗ: сансӑр пуҫне мӗнле юратмалла-ха кама та пулин урӑххине?Я часто думаю и не могу понять: как можно любить кого-нибудь другого, кроме тебя?
IX сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Ӑнланса илейместӗп!
24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Малалла пӑшӑлтатма тытӑнчӗҫ, Яков Лукич вара, татӑк-кӗсӗкӗн илтӗннӗ калаҫуран нимӗн те ӑнланса юлаймасӑр, ассӑн сывласа ячӗ те колхоз правленине тухса кайрӗ.
23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Стена витӗр пӗчӗк пӳлӗмре кӑшт кӑна илтӗнмелле пӑшӑлтатса калаҫнине ӑнланса илчӗ:
23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Урпи чӑнах та ҫукчӗ ӗнтӗ, анчах Давыдов, ун ҫине Кондратько йӑл кулса, ӑнланса пӑхнине курсан, хӗп-хӗрлех хӗрелсе кайрӗ.Ячменя в самом деле не было, но Давыдов вспыхнул под улыбчивым, понимающим взглядом Кондратько.
22-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫак йӗкӗт вӗсем патне пырса тӑрсанах унран сасартӑк вӑйлӑн та тутлӑн хӗвелҫаврӑнӑш ҫӑвӗн шӑрши мӗншӗн ҫапнине Давыдов каччӑ ҫапла каласан тин ӑнланса илчӗ: йӗкӗтӗн ҫуланса пӗтнӗ сӑран курткине ҫав сирсе сирӗлми тутлӑ шӑршӑ витӗрех витсе илнӗ-мӗн.
21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Пӗри тухса сӑмах калать, ыттисем итлесе лараҫҫӗ, эсир авӑ, пурте пӗр харӑс кӑшкӑратӑр та нимӗн шуйтанне те ӑнланса илме ҫук!Один выступает, остальные слушают, а вы кричите все сразу, и ни черта не поймешь!
21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Кӗҫӗр ҫӗрле эпӗ колхозсем йӗркелесси пирки ӑна-кӑна вулакаласа пӑхрӑм та, хамӑр мӗнле йӑнӑш тунине ӑнланса илтӗм: пирӗн колхоз-ҫке-ха, урӑхла каласан — артель, эпир авӑ тӳрех коммунӑна ҫул тытнӑ.
19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫемен, ашшӗ куҫ хӗснине ӑнланса, Половцев пытанса пурӑнакан пӗчӗк пӳлӗм алӑкне ҫаклатас тесе, алкумне тухрӗ, пӳлӗме уҫса пӑхрӗ те шартах сикрӗ: пӳлӗм пуш-пушах.
14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959