Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

лайӑхрах (тĕпĕ: лайӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ирпе лайӑхрах майлашса ларсаттӑм кӑна — Чэнь Лао-у кӗрсе тӑчӗ, ирхи апата пӑспа пӗҫернӗ пулӑпа пахча ҫимӗҫ илсе килчӗ.

Утром, только было я спокойно уселся, как вошел Чэнь Пятый; он принес вареную рыбу.

IV // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

— Чӗрӗ йытӑ вилӗ арӑсланран лайӑхрах.

Живая собака лучше мертвого льва.

XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

— Ара вӑл шывне пӗверен ӑсса килнӗ-ҫке-ха, лайӑхрах асӑрхайман пуль ӗнтӗ…

— Да ить он воду в пруду черпал, значит, не доглядел.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Ун вырӑнне эсӗ вӗсене пӗрремӗш бригадӑран пӗр-икӗ плугне илсе парсан лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ.

— Ты бы им лучше два букаря перекинул из первой бригады.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эсир курссенче вӗреннӗ, сире лайӑхрах курӑнать.

Вы курсы проходили, вам виднее.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хӑвах кайса пӑх-ха ҫавӑнта, мӗнле тумаллине лайӑхрах хытарса кӑтартса хӑвар.

Езжай-ка сам туда да прикажи им делать как следует.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эсӗ вӑл мӗншӗн мӑн хырӑмлӑ иккенне лайӑхрах сӑнаса пӑхсам, — вӑйӗ нумайран!

Ты приглядись, отчего она пузатая — от силы!

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ара вӑл, вӑтам хресчен, колхоза кӗрсен те харпӑрлӑхӗнчен хӑпма пултараймасть-ҫке, хӑйӗн выльӑхнех епле те пулин лайӑхрах тӑрантарасчӗ тесе ӑшталанса ҫӳрет, ҫавӑн пек ҫын вӑл вӑтам хресчен!» — тенӗ пулӑттӑм.

Ить он, середняк этот, в колхоз войдет, и то не может отрешиться от собственности, а все прицеляется, как бы свою худобу дюжей подкармывать, вот он какой!»

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Ҫапла, шанмасан лайӑхрах пулӗ.

— Да уж лучше не надейся.

26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Шӑпӑрт пулӑр, тархасшӑн, ҫынна тивӗҫлӗ сӑмах калама парсамӑр! — хӑй Ипполит еннелле ҫаврӑнчӗ те, ҫынсем сисиччен ӑна чышкипе аяккинчен тӗртсе, ҫапла пӑшӑлтатрӗ: — Лайӑхрах сывласа илсе кӑкӑр тулли сывлӑш тултар та яра пар.

Цыцте, пожалуйста, и дайте человеку соответствовать словами! — Повернувшись к Ипполиту и незаметно толкнув его кулаком в бок, шепнул: — Набери дюжей воздуху в грудя и говори.

26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Сӑнран пӑхма хӑй ытлашши шухӑскерех те мар, лутра кӑна ҫын, анчах ӗҫлессе сиртен пуринчен те лайӑхрах ӗҫлет…

Он с виду такой не очень шустренький, конопатенький, небольшой, а работает лучше всех вас.

25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Вӑкӑрсене лайӑхрах пултӑр тесеччӗ те…

— Быкам хотел лучше сделать…

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эс лӑпкани эрехрен те лайӑхрах

Ласки твои лучше вина…

VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

— Мӗн енпе лайӑхрах пулӗ сан савнийӳ ытти арҫынран, савӑк хӗр!

Чем возлюбленный твой лучше других мужчин, милая девушка!

VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Савнийӗм манӑн ытти вунӑ пинрен те лайӑхрах, пуҫӗ ун таса ылттӑн, ҫӳҫӗ унӑн хумлӑ-хумлӑ, ҫӑхан евӗр, тӗм-хура.

Милый мой лучше десяти тысяч других, голова его — чистое золото, волосы его волнистые, черные, как ворон.

VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Половцев катка ҫине лайӑхрах майлашса ларасшӑнччӗ, анчах катка хупӑлчи ун айӗнчен шӑвӑнса кайрӗ те хӑнтӑр-хантӑр кӗмсӗртетсе ҫӗре персе анчӗ.

Половцев хотел устроиться на кадушке половчее, но крышка скользнула из-под него, упала с грохотом.

14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫуркунне ҫавӑн пек ҫӗр чи тарӑн ҫӗртме сухи туса хӑварнӑ ҫӗртен те лайӑхрах.

На весну такая земля лучше самой глубокой зяби.

14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вара пирӗн питӗ хытӑ тӑрӑшса, хамӑр таврари колхозсенчен лайӑхрах ӗҫлеме тивет.

Тогда нам надо будет очень сильно постараться и работать лучше соседних колхозов.

13-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӗсем хӗрлӗ командирсенчен лайӑхрах вӗреннӗ.

Они поученей красных командиров.

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Щукарь мучи санран лайӑхрах витет, — терӗ те, хыттӑн ахӑлтатса кулса ячӗ.

Дед Щукарь лучше тебя кроет, — и громко засмеялась.

5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех