Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫемйи (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Упи ялӗнчи Захаров сен ҫемйи ачана усрава илет.

Куҫарса пулӑш

Ӑна ӗҫ ҫӗкленӗ // Елена ХЛЫНОВА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 2 стр.

Корней мӗн пулса иртнине, хӑйӗнсӗр пуҫне, унӑн пӗтӗм ҫемйи хаҫата мӗншӗн лекнине ӑнланса илеймерӗ, тӑрук, ӗнер каҫхине тӑван кил-ҫурчӗ патӗнче ывӑннӑ пекех, ӗшенсе кайрӗ.

Еще не понимая, что происходит, по какому случаю вся его семья, за исключением его самого, оказалась в газете, Корней почувствовал вдруг страшную усталость, как вчера вечером возле родного дома.

21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Малалла тискер куҫпа пӑхса, хӑй ҫемйи валли халӑх хушшинче ҫул уҫса пырса, вӑл парша ҫине кӗрекен кӗпер патнелле ҫӗмӗрсе пынӑ…

С устремленными вперед глазами, нахмуренный, оскалив зубы, Матвей проталкивался сквозь народ, расчищая путь для семьи к баржевому помосту…

II // Михаил Акимов. Николай Телешов. Нуша. Михаил Акимов куҫарнӑ. Хусан, 1906. — 19 с.

Хӑйӗн ҫемйи пулманран ват ҫын кӳршӗсем патӗнче хӳтлӗх тупнӑ.

У нее не было своей семьи, и она приютилась у соседей.

«Вут-ҫулӑмлӑ ҫулсен ахрӑмӗ» // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/4258-vut-ul- ... n-akhr-m-3

Хӑй тусӗн шавлӑ та ҫамрӑк ҫемйи Сергее тӗлӗнтернӗ те, савӑнтарнӑ та.

Сергея и радовало и удивляло то, что у друга было такое большое и шумное семейство.

X сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӑл хутор хӗрринче чи ту айккинчех пурӑнать, пӗтӗм ҫемйи унӑн — амӑшӗ, хӑй тата пӗве ҫитнӗ йӑмӑкӗ ҫеҫ.

Жил тот на отшибе, у самой горы; мать, сам Михаил, сестра-девка да двое братишек — вся семья.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫемйи те вӗсен питӗ тимлӗ ӗҫлекен ҫемье.

И семейство ихнее шибко работящее.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ку килте вӑрӑм алӑллӑ, пысӑк куҫлӑ ҫамрӑк Дуняша, ашшӗн чи юратнӑ хӗрӗ, тата Петр арӑмӗ Дарьйӑпа унӑн пӗчӗк ачи пулнӑ,— акӑ Мелеховсен пӗтӗм ҫемйи те ҫакӑ кӑна.

Дуняшка — отцова слабость — длиннорукий, большеглазый подросток, да Петрова жена Дарья с малым дитем — вот и вся мелеховская семья.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ку килте вӑрӑм алӑллӑ, пысӑк куҫлӑ ҫамрӑк Дуняша, ашшӗн чи юратнӑ хӗрӗ, тата Петр арӑмӗ Дарьйӑпа унӑн пӗчӗк ачи пулнӑ,— акӑ Мелеховсен пӗтӗм ҫемйи те ҫакӑ кӑна.

В этом доме длиннорукая, большеглазая молодая Дуняшка, любимая дочь отца, и жена Петра Дарья со своим маленьким ребенком - вот и вся семья Мелеховых.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Унӑн ҫемйи Ульяновскинчен инҫех мар пурӑнать, Атӑл хӗрринчех, тет.

Семья-то его живет поблизости от Ульяновска, у самой, сказывает, Волги.

XII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Лозневой пуринчен те ытларах Логова ҫемйи ялтан мӗнле тухса тарни ҫинчен интересленсе ыйтрӗ, вӑл ҫакна ӗнер телефон тӑрӑх Серьга Хахайран пӗлнӗ.

Гораздо больше Лозневой интересовался обстоятельствами бегства из деревни семьи Логовых, о котором он узнал вчера по телефону от Серьги Хахая.

XV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

…Логовӑсен ҫемйи отрядра иккӗмӗш кун пурӑнать.

Семья Логовых жила в отряде второй день.

XIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Академи пӗтернӗ хыҫҫӑнах тӑван Ҫӗпӗрне, ниҫта тухмасӑр пурӑнакан ҫемйи патне таврӑнасшӑн тӑрӑшрӗ, анчах вӑрҫӑ пуҫланчӗ те ӑна ҫийӗнчех хӗвеланӑҫне ячӗҫ.

Сразу после окончания академии он надеялся вернуться в родную Сибирь, где безвыездно жила его семья, но началась война, и его немедленно отправили на запад.

II // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Вӑл ҫырчӗ, куҫӗ умне вара пӗтӗм ҫемйи чӗрӗ пекех тухса тӑчӗ: ватӑ пулсан та ҫирӗп амӑшӗ, арӑмӗ, Таня тата Володька ятлӑ ачисем.

Он писал — и перед его глазами стояла, как живая, вся семья: старая, но еще бодрая мать, жена с ребятами — Таней и Володькой.

II // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Кӑмӑлӗ тӑвӑлнӑ Лопухов ҫемйи вара шурӑмпуҫ киличченех тенӗ пек куҫ хупмасӑр ирттерчӗ; вӗсем тем те пӗр каласа Лозневоя ылханчӗҫ, Андрее аса илчӗҫ, вӑл хӑйӗн ҫарӗпе тӑван ялне килтӗрччӗ тесе куҫҫуль юхтарсах ӗмӗтленчӗҫ.

Почти до рассвета взволнованная лопуховская семья не смыкала глаз; на все лады проклинали Лозневого, вспоминали Андрея, со слезами мечтали о возвращении его с армией в родную деревню.

XX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Хӑй ӑшӗнче вӑл айӑпӗ хамра та пур, тесе шутларӗ: вӑрманта чух вӑл, Ярцева тӗл пулсан, хытӑ хӑрани лешне сутӑнчӑкла ӗҫ тӑвасси патне илсе пынине тавҫӑрса илнӗччӗ, анчах ун ҫинчен командирсене каласа пама хӑяймарӗ — ҫул тӑршшӗпех хӑйӗн ҫемйи ҫинчен ӑшшӑн калаҫса пыракан Ярцева хӗрхенчӗ.

Втайне Андрей считал, что на нем лежит доля вины: встретив Ярцева в лесу, он догадался, что страх начинает толкать того к измене, но не решился рассказать об этом командирам — пожалел Ярцева, который всю дорогу тогда проникновенно говорил о своей семье.

XIX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Андрей ҫул тӑршшӗпех шарламасӑр пычӗ, Ярцевӗ вара, унпа юнашар утнӑ май, темшӗн-ҫке, пӗрмаях хӑйӗн ҫемйи ҫинчен калаҫса пычӗ.

Всю дорогу Андрей молчал, а Ярцев, шагая с ним рядом, почему-то все время говорил о своей семье.

XVI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Комиссар ҫемйи Мускавра пурӑнать.

Семья комиссара жила в Москве.

XII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Пӗррехинче вӑл пӗтӗм ҫемйи хӑй хыҫне пуҫтарӑнса тӑнине сисрӗ те, йывӑррӑн сывласа илсе, шанчӑкне ҫухатнӑн аллипе сулчӗ.

Как-то раз он, почуяв что за его спиной собралась вся семья, тяжело вздохнул и махнул рукой, будто потеряв надежду.

I // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫемйи ӗнтӗ тахҫанах колхозра тӑнӑ, анчах Ерофей Кузьмич хӑй хушса хӑварнине итлеменшӗн ҫемйине ӳпкелемен.

Семья давно уже состояла в колхозе, но Ерофей Кузьмич не стал упрекать ее в нарушении его наказа.

III // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех