Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тип ҫырмасемпе варсенче шыв витӗр сӑхса сӗлкӗшленнӗ юр выртрӗ; унтан ҫаплах-ха сивӗ варкӑш ҫапса тӑчӗ, анчах ҫырма-ҫатрасенчи юр айӗнче ӗнтӗ куҫа курӑнман чӗл-чӗл ҫурхи шыв ҫинҫе сасӑллӑн шӑнкӑртатса юхрӗ, катасенчи тирек вуллисене кӑшт ҫеҫ палӑракан черченкӗ симӗс тӗс витрӗ.
XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Григорин хӗвелпе ҫил ҫинче ҫӳресе кушӑрханӑ пит-куҫне хӗрлӗрех хӑмӑр тӗс витнӗ, каялла тураса вырттарнӑ ҫӳҫ кӑкӗсем патӗнче ҫеҫ чӑлт-шурӑ ӳт пайӑрки палӑрать.
VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Унӑн пит шӑммисем тӗлӗнчи хӑмӑртарах ӳтне йӑлтӑркка хӗрлӗ тӗс ҫапрӗ, куҫӗсенче ҫутӑ кӗрен шевлеллӗ хӗмсем йӑлкӑшса илсе сӳнчӗҫ.На смуглых скулах ее заиграл румянец, в глазах вспыхнули и погасли рыжеватые искорки.
VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Унӑн сарӑ тӗс ҫапнӑ сивӗ ҫамкине тутипе сӗртӗннӗ май, Аксинья карчӑкӑн шурӑ тутӑрӗ айӗнчен тухса кайнӑ, хӑй пӗрре кӑна мар курнӑ, вырта пӗлми кӑвак ҫӳҫ пайӑркисемпе каснӑ-лартнӑ ҫамрӑк хӗрӗнни пек пӗчӗк те ҫаврака хӑлха ҫунаттине асӑрхарӗ.
III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Карчӑкӑн тӑртанчӑк сӑн-пичӗ лӑпкӑ, тутине ҫӑт ҫыртнӑ, анчах темле сасартӑк ун кӗре пит шӑммисем ҫине чие ҫырли майлӑрах хӗрлӗ тӗс тапса тухрӗ те, куҫ хупанкисем вӗттӗн чӗтреме пуҫларӗҫ.
I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӑл нӳрӗпе хура тӗс ҫапнӑ хурлӑхан тӗмине тӗкӗнсе пӑхасшӑн, ҫӳхе ҫутӑ кӑвак сийпе витӗннӗ улмуҫҫи турачӗ ҫумне питҫӑмартипе тӗршӗнесшӗн пулчӗ; ишӗлсе пӗтнӗ вӗрлӗк урлӑ утса каҫса, ҫулсӑр-мӗнсӗр, пылчӑк ҫӑрса, сарлака шырлан хыҫӗнче, тӗтреллӗ инҫетпе пӗрлешсе, юмахри пек ем-ешӗллӗн сарӑлса выртакан кӗрхи калча уйне тухса курасси килчӗ…
I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Сылтӑм енӗпе ун, шурӑ простынь тӑрӑх, кӗрен тӗс сарӑлнӑҫем сарӑлсах пычӗ.С правой стороны по белой простыне, все расширяясь, ползло алое пятно.
9 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Старикӗн усӑнарах тӑракан янах шӑммине хӗрлӗ мӑй тутрипе ҫыхнӑ та, хӑмач тӗс ҫумӗнче сухалӑн кӑтра кӑвак пӗрчисем пушшех те ҫуттӑн та шуррӑн курӑнаҫҫӗ.
XXVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Кӗтӳ ҫӳретекен пусура ҫеҫкине тӑкнӑ чалкам кӑвак армути тӗмӗсене тӗксӗм шурӑ тӗс ҫапрӗ, Дон леш енчи тирексен тӑррисем сарӑхрӗҫ, садсене антоновка улми шӑрши витерчӗ, инҫетри пӗлӗт хӗррисем кӗркуннехилле ҫуталса тасалчӗҫ, ҫаралса юлнӑ хирсенче кӑнтӑралла вӗҫсе каякан тӑрнасен пирвайхи картисем те курӑнкалама тытӑнчӗҫ.
XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Унӑн кӑштах кӑвакарса темле тӗксӗм сенкертерех тӗс ҫапнӑ шурӑ ӳчӗ ҫинче ҫинҫешке тарӑн шӑйрӑлчӑксем — вӑлта йӗпписен йӗрӗсем палӑраҫҫӗ.
XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Унӑн ҫап-ҫара хырса янӑ пуҫӗ тарпа ҫуталса йӑлтӑртатать, чӑлт-шурӑ катанпир кӗпи хӗп-хӗрлӗ пичӗпе хӗвел ҫинче ҫӳресе хӑмӑр тӗс ҫапнӑ мӑйне пушшех тӗксӗмлетсе кӑтартать.
VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Темиҫе ҫӗрте саплӑк ҫине саплӑк лартнӑ, шӑлавар вӗҫӗсене кунчисем ӑшне ҫавӑрса чикнӗ шурӑ чӑлхисем ҫӗтӗлсе пӗтнӗ; ҫавӑнпа куҫ илми ытараймасӑр пӑхать те казак тӑхӑнса ҫӗтейми хулӑн тӗпӗсемпе, йӑлтӑрти ҫутӑ тӗс пуклешкисемпе илӗртсе ӑмсантаракан акӑлчан ботинкисем ҫине.
V // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Куҫне хупрӗ те, питшӑммисем тӗлӗнчи кӗре ӳтне кӑшт палӑрмалла шупка хӗрлӗ тӗс ҫапрӗ, ҫинҫешке те хыткан мӑйӗ ҫинчи кӑвак юн тымарӗ хӑвӑрттӑн талтлатса тапма пуҫларӗ.
III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Хуллен йынӑшса, лаша ашӗ ҫине выртрӗ, пуҫне ҫӗклеме тӑчӗ, анчах юлашки вӑйӗ пӗтсе ҫитрӗ пулас та, хушӑран ҫеҫ чӗтренкелесе илчӗ, куҫӗсене сӳнӗк тӗс ҫапрӗ, мӑйӗ ҫине пӑчӑр-пӑчӑр тар пӗрчисем тапса тухрӗҫ.
II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Хӑвӑрт каҫ пулнинчен Егор нихҫан та хӑраманччӗ, анчах инҫетри уйсем хыҫӗнче кун ҫути сӳннӗҫем сӳнсе пычӗ, Егор сиссе те юлаймарӗ — юр ӑшне путнӑ ҫара вӗтлӗхсем кӑваккӑн курӑнса кайрӗҫ, ҫеҫен хире хӑмӑр кӑвак тӗс ҫапрӗ, юлашки ҫутӑ йӑрӑмсене ҫӑтса, ҫӗр тӑрӑх каҫхи сӗмлӗх шума тытӑнчӗ.
10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Хальхи вӑхӑта кура, тен, усӑллӑ та пулӗ, влаҫа хӗрлӗ тӗс килӗшет пулсан, эпир те хирӗҫ мар.
3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Тусем хушшинчи чӑрсӑр та вылянчӑк юхан шыв Ксенин тӑван ялӗ патӗнче ҫеҫен хир уҫлӑхне тапса тухсан лӑпланма тытӑнать, кунта вара, тайгара кӗрлесе юхнӑ хыҫҫӑн, авӑрсем тӗлӗнче юлашки сап-сарӑ ҫулҫӑсемпе выляса, йӑвашшӑн та шӑппӑн юхать, ун ҫинче шурӑ пӗлӗтсем, хӑмӑр тӗс ҫапнӑ кӗрхи ҫырансем курӑнаҫҫӗ.
26 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Шыв хӗрринченн паршӑсем ҫине кӗме пӗр начар кӗпер пулнӑ; вӑл кӗпер ҫинче пӗр «переселенный» теекен хушаматлӑ чиновник тӑнӑ, тата тӗс кайнӑ тумтирлӗ студент, тата шурӑ, кӗске тумтирсемпе икӗ матрос тӑнӑ, вӗсенчен пӗрин аллинче хут, тепӗрин аллинче шут пулнӑ.
II // Михаил Акимов. Николай Телешов. Нуша. Михаил Акимов куҫарнӑ. Хусан, 1906. — 19 с.
Ҫамрӑк, анчах тусан ларса тулнипе ватӑ тӗс ҫапнӑ хӑмӑртарах симӗс ҫулҫӑсене ҫумӑр часах ҫӗнетсе ячӗ.
LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Хӑмӑр тӗс ҫапнӑ ҫул хыттипе утрӗҫ.
XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.