Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тӑван вӑрман шавӗпе хирте урапа шалтӑртатнине тата лӑпкӑ Хӑва шывӗ хӗрринчи хӑмӑшсем шавланине ҫеҫ илтме хӑнӑхнӑскерсем, пирӗннисем халӗ хӑйсене ҫулӑм ӑшне лекнӗ пекех туйнӑ.
VI // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Ҫапах калаҫура вӑл темӗнле лайӑх илтӗннӗ, темскер янӑранӑ вӑл сӑмахра, ӑна каланӑ чух вара ҫын хӑйне кӑштах ӳснӗ пек, темӗнле паллӑ мар, анчах кӑмӑла каякан япалана аса илнӗ пек туйнӑ…
II // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Леноре фрау пурӑнса курнӑ хӗрарӑм тата амӑшӗ ӗнтӗ, ҫавӑнпа вӑл хӑйне Санина тӗрлӗрен ыйтусем парса пӑхма тивӗҫлӗ тесе шутларӗ; Санин вара ирхине Джеммӑпа тӗл пулма кайнӑ чух ӑна качча илесси ҫинчен аса та илменскер, — чӑнах та, вӑл ун чухне нимӗн ҫинчен те шутламан, Джеммӑна юратнине ҫеҫ туйнӑ, — авланакан мӗн тумаллине питӗ лайӑх тума — ҫав тери хӗрсе кайсах тытӑнчӗ теме те юрать, — кашни ыйту ҫинех тӗпӗ-йӗрӗпех те киленсе ответлерӗ.
XXX // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
— Туясса туйнӑ та, — терӗ Санин; — анчах пӗлмен.
XXVII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Вӑл Гофманӑн поэзи ҫуккине те кӑштах туйнӑ.
XII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Джемма ӑна хакӗсене пӗр кулмасӑр кала-кала пачӗ, анчах ҫав вӑхӑтрах вӗсем иккӗшӗ те, ытла та кулӑшла комедие вылянине туйнӑ пек, ӑшра кулса ларчӗҫ.
XI // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Ӑна вӑл хӑй те туйнӑ, ҫавӑнпа вӗсене туса кӑтартнӑ чух кӑшт тӑрӑхланҫи пулчӗ, — вӑл ҫак хавхаланса тупа тунисемпе вӗри сӑмахсене пит ӗненсех кайман пек туйӑннӑ; автор хӑй те, май килнӗ таран, вӑл сӑмахсене ытлашши нумаях каламан.
VII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Кайран хӑйсем улталаннине туйнӑ пулать те Энӗшкасси ҫыннисем, шӑлӗсене ҫыртнӑ, улпута нимӗн те тӑвайман.
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Эх, Андрей, Андрей, — илемлӗ ҫак хӗвел, ҫак тӳпе, — пурте, пурте пирӗн таврара илемлӗ, эсӗ акӑ хуйхӑратӑн; анчах эсӗ ҫак самантра хӑвӑн аллунта юратнӑ хӗрарӑмӑн аллине тытса тӑнӑ пулсан, ҫав алӑ, ҫав хӗрарӑм пӗтӗмӗшпех санӑн пулнӑ пулсан, эсӗ пӑхасса та ун куҫӗпе пӑхнӑ пулсан, хӑвӑн пӗччен туйӑмупа мар, унӑн туйӑмӗпе туйнӑ пулсан, ҫанталӑк вӑл, Андрей, сан чӗрӳнте салхулӑхпа пӑшӑрхану вӑратман пулӗччӗ, эсӗ унӑн илемне асӑрхаман пулӑттӑн; ун чухне ҫутҫанталӑк хӑй хавасланса юрланӑ пулӗччӗ, вӑл хӑй сан пурнӑҫун юррине ӗнӗрленӗ пулӗччӗ, мӗншӗн тесен ун чухне эсӗ ӑна, чӗлхесӗре, чӗлхеллӗ тунӑ пулӑттӑн!
I // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Эпир ҫапла, хальхи пек, пӗрне-пӗри куҫран пӑхса калаҫасса та малтанах туйнӑ.Мы будем разговаривать с ней так, как сейчас, и смотреть друг на друга.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Унӑн ӑшӑлӑхне эпӗ анненничен нумайрах туйнӑ.
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Ивашка вара старикӗн йывӑр алли чӗтренине туйнӑ.Ивашка почувствовал, что тяжелая ладонь старика вздрагивает.
VI // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 141–146 с.
Вӑл манӑн кӗсьере апат пуррине туйнӑ та ҫиме пама ыйтать иккен.
Вӑрманти тӗтӗм // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 77–104 с.
Шурҫырли витӗр Травка ҫӑкӑр пуррине туйнӑ, унӑн питех те ҫиесси килнӗ, анчах вӑл шурҫырлине урисемпе чавса салатма хӑяйман.
X // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.
Кашкӑрсем ҫывхарсан, лаша вӗсене сасартӑк туйнӑ та малалла вӑйлӑ ыткӑннӑ.Когда волки приблизились, вдруг лошадь их почуяла и как хватит!
Тӗлӗнмелле ещӗк // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 117-120 с.
Ҫӗрле шартлама сивӗ хӑйӗн тилкеписене хытӑрах туртса хытарнӑ, ҫавӑнпа шапа чарӑнса тӑнӑ, унталла-кунталла кайма хӑтланнӑ; унтан хӑйӗн ӑшӑ вырӑнӗ, ҫуркуннене туйнӑ шӑтӑкӗ патнелле пӑрӑннӑ.
Пӗчӗкҫӗ шапа // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 75–77 с.
Одинцовӑна интереслентерме вӑй ҫитменнине туйнӑ вӑл, унпа иккӗшех юлсан, именсе ҫухалса кайнӑ; лешӗ те Аркадие нимӗн калама пӗлмен: Аркади уншӑн ытла ҫамрӑк пулнӑ.
XVII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Вӗсем ку ҫын ҫапах та улпут мар, хӑйсен хӑраххиех пулнине туйнӑ.
X // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Ӑна яланах ҫав таса, чечен, хӑравҫӑллӑн ҫӗкленӗ сӑн-пит курӑннӑ; хӑйӗн алӑ тупанӗсем айӗнче вӑл ҫав ҫемҫе ҫӳҫе туйнӑ, ӑна унӑн айӑпсӑр, кӑштах уҫӑлнӑ нӳрӗ тутисем, вӗсен хушӑкӗнчен ахах пек шӑлсем хӗвел ҫуттинче йӑлтӑртатни курӑннӑ.
VIII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Ҫепӗҫ тӗлпулу хыҫҫӑн килне тавӑрӑнсан, Кирсанов хӑй чӗринче пачах ӑнӑҫсӑр ӗҫ хыҫҫӑн касакан йӳҫӗ кӳренчӗклӗх пуррине пӗр хут кӑна мар туйнӑ.
VII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.