Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӑрахут ураписен хупӑлчисем, пӑрахут урапи пристань еннелле пӑтранчӑк шыв сирпӗтсе ҫаврӑнни курӑнса кайнӑ; кӗпӗрленсе тӑракан халӑхӑн пичӗсене кӗҫех тӗтӗм хупланӑ, унтан хӑранӑ Катеринӑн макӑракан пит-куҫӗ вӗлтлетсе иртнӗ, тепӗр минутран вара пристаньпе пӑрахут хушшинчи пӑтранчӑк шыв лаптӑкӗ 2 — З чалӑша та ҫитнӗ.
II // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Вӗсенчен пӗри комбайн ҫывӑхӗнче ҫурӑлнӑ, унта ҫулӑм, тӗтӗм тата хура тӑпрана ҫӳлелле сирпӗтсе сиктернӗ.Одна из них разорвалась возле комбайна, взметнула там султан огня, дыма и чернозема.
Паня-Ганя // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Ку ҫӑлтӑрсем пӑсӑлнӑ, ҫавӑнпа вӗсене йӑваран кӑларса пӑрахаҫҫӗ тет джим пӗр-ик хут эпир ҫӗрле пӑрахут мӑрйи хӗлхем кӗлтисем сирпӗтсе кӑларнине куртӑмӑр, ҫав хӗлхем пӗрчисем шыва вутлӑ ҫумӑр пек ӳкеҫҫӗ — шутсӑр илемлӗ; пӑрахут шыв кукрине пӑрӑнса курӑнми пуличченех ҫапла хӗлхем акӑнса тӑрать, майӗпен пӑрахут сасси те илтӗнми пулать; юханшыв каллех шӑпланать; чылай вӑхӑтран тин пӑрахут хумӗ ҫитсе пирӗн сулла чӳхентерсе илет, кун хыҫҫӑн каллех шапа кӑваклатнисӗр пуҫне нимӗнле сас-чӳ те илтӗнмест.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Вӗсем вырӑнне снарядсем вут-хӗм сирпӗтсе ҫурӑлни ҫеҫ курӑнать, хамӑр пылчӑклӑ ҫӗр ҫумне пӑчӑрӑннӑ.А были огонь разрывов, и мы, приникшие к вязкой скользкой земле.
1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Эппин, кӗҫӗр мӗн пулса иртни, дежурствӑра тӑнӑ чух эп мӗн-мӗн курни — пӳрт тӑрринче чӑшлатса, хӗм сирпӗтсе выртнӑ вут тиверткӗҫсем — ҫакӑ ӗнтӗ пӗтӗмпех нимӗҫ авиацийӗн нумай йышлӑ талпӑнӑвӗ пулнӑ!
1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Сире пурсӑра та вагонран кӑларса сирпӗтсе те пулин эпир ӑна лартатпӑр-лартатпӑрах!Он поедет, хотя нам для этого вас всех выкидывать пришлось бы!
Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Сирпӗтсе кӑларнӑ хыҫҫӑн пулса юлнӑ шӑтӑка катмаксемпе кӗреҫесем йӑтнӑ ҫынсем чупса пырса тулчӗҫ.В образовавшееся от взрыва углубление устремились люди с кирками и лопатами.
Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Пӗр-ик минут хушши тимлӗн кӗтсе тӑчӗҫ, вара ҫӗр чӗтренсе кайрӗ, калама ҫук хӑрушӑ вӑй, тӗлӗнмелле пысӑк тӑпра муклашкисем сирпӗтсе, тӗме тӑррине салатса пӑрахрӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
…Аялта, кӗпер айӗнче, паровоз хӑйӗн хӑватлӑ кӑкӑрӗнчен темӗн чухлӗ ылттӑн ҫутӑ пӑнчӑсем сирпӗтсе, ассӑн сывласа ячӗ.…Внизу, под мостом, глубоко вздохнул паровоз, выбросив из могучей груди рой золотых светлячков.
Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Часах вӗсенчен ҫур миль кӑнтӑралла хартлатнисем, мӗкӗрсе ҫухӑрнисем илтӗнме пуҫларӗҫ, ухмаха ернӗ чӗрчунсен темӗн пысӑкӑш кӗтӗвӗ курӑнчӗ, вӗсем меслетсӗр хытӑ ӗрӗхеҫҫӗ; чупнӑ ҫӗртех пӗрне-пӗри сирпӗтсе яраҫҫӗ те, ҫӗре ӳкнисене таптасах каҫса каяҫҫӗ.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Талькавпа иккӗшӗ те вӗсем лашисене тепрер ҫаптарчӗҫ те, темиҫе минут кайнӑ хыҫҫӑн, Паганель ҫул кӑтартса пыракан отряд патне сирпӗтсе те ҫитрӗ.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Тӑваттӑмӗш, улттӑмӗш, вунпӗрмӗш тата вунтӑваттӑмӗш дивизисем пӗрин хыҫҫӑн тепри Умань районне пырса тӑнӑ, вӗсем пирӗн фронт тылӗнче йӗркеленсе, ушкӑнланса пынӑ, татӑклӑ ҫапӑҫусем патне ҫывхарса, Махно бандисене ҫул ҫинчен сирпӗтсе пынӑ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Трактир хуҫи мӑшлата-мӑшлата, сурчӑкӗсене сирпӗтсе, хыттӑн калаҫать:
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Старик Пейсах, кӑшкӑрнӑ сасса илтсе, алӑк енне ыткӑнчӗ, анчах ӑна кӑкӑрӗнчен йывӑррӑн ҫапса, стена патне сирпӗтсе ячӗҫ.Когда старик Пейсах кинулся на крик к двери, тяжелый удар в грудь отбросил его к стене.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
— Ну, эпӗ ӑна часах кунтан сирпӗтсе кӑларатӑп.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Ҫур ҫула яхӑн кухньӑра кӗҫӗн повар пулса ӗҫлерӗ, унтан каллех чашӑк-тирӗк ҫӑвакан ҫӗре сиксе тухрӗ — аслӑ повар сирпӗтсе кӑларчӗ, каланине итлемен ача унӑн кӑмӑлне каймарӗ, ара хӑлха чикки панӑшӑнах ҫӗҫӗпе яшлаттарасса кӗтсех тӑмалла-ҫке унран.
Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Йӗри-тавра хӗлхем сирпӗтсе ташлать.
Юрӑпи // Галина Матвеева. Суслин, Д. Ю. Юрӑпи: этнографи юмахӗ: [кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли] / Дмитрий Суслин. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2014. — 64 с.
Мӗнрен сӑмах пуҫламаллине пӗлмесӗр, ура айне пулнӑ чула вӑл аяккалла урапа тапса сирпӗтсе ячӗ.И, не зная, как начать, он отшвырнул ногою попавшийся камешек.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
Малалла вара динамитпа сирпӗтсе ярӑпӑр.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
Ун ҫине пӑхсан мана ҫакӑн пек туйӑнса кайрӗ: ҫӳлтен парашютсӗр-мӗнсӗр, алӑсене саркаласа кӑна сик — пурӗпӗр пӗтместӗн, ӳксе ҫӗмрӗлместӗн, ҫак шавлӑ, ҫӑра ҫулҫӑсем ӑшне чӑматӑн та, вӗсене изумруд тӗслӗ кӑпӑк пек сирпӗтсе, каллех ҫӳлелле, ачаш хӗвелӗн пайӑркисем айне сиксе тухатӑн.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.