Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑтӑ сăмах пирĕн базăра пур.
пӑтӑ (тĕпĕ: пӑтӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑйӗн ҫав тери пысӑк кашӑкне пӑравус ҫинчи турта пек ҫавӑркалать: унталла-кунталла, унталла-кунталла, чугунтан ҫӑвара, ҫӑвартан чугуна, эпӗ пӑхатӑп та — пӑтӑ тӗпне ҫеҫ тӑрса юлнӑ.

Орудует своей огромадной ложкой, как дышло на паровозе: туда-сюда, туда-сюда, из чугунка в рот, из рота в чугунок, я — глядь, а каши уже на самом донышке.

XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пӑтӑ е тутлӑ чустаран ҫӑмах пӗҫеретпӗр те, вара мӗн пулать-ха?

Наварим каши или галушков из пресного теста, и что же получается?

XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Питӗ йӑнӑшатӑн, мӗншӗн тесен, ватӑлса килнӗ май сан ӑс хӑв халь ҫинӗ пӑтӑ пекех шӗвелнӗ.

— Жестоко ты ошибаешься, а все потому, что умишко у тебя на старости годов стал такой же жидкий, как вот эта каша, какую ты хлебал.

XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хӑвӑн пӑтӑ пӗҫерес ӑсталӑхупа санӑн ҫак услапсем валли мар, Михаил Иваныч Калинин валли апат пӗҫермелле.

С твоим уменьем варить кашу тебе бы не вахлакам стряпать, а самому Михаилу Иванычу Калинину.

XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тӗрӗссипе каласан, бригадӑра мӗншӗн ним яман пӑтӑ ҫимелле-ха е мӗнле те пулин пули-пулми япалана тытасшӑн хурана кашӑкпа пӑтратмалла?

А почему, собственно говоря, в бригаде обязательно должны есть пустую кашу или какую-нибудь паршивую затирку ложками по котлу гонять?

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тӑраниччен ҫывӑратӑп, хамӑн ватӑ шӑмӑсене хӗвел ҫинче хӗртетӗп, вара — Дубцов патне хӑнана, пӑтӑ ҫиме.

Отосплюсь всласть, погрею на солнышке свои древние косточки, а потом — к Дубцову на гости, кашку хлебать.

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑл ҫиесси килмен ҫӗртенех ларса пӑтӑ ҫикелерӗ, вӑкӑрӗсем апат ҫисе пӗтериччен кӗтсе ларчӗ те Кондрата куҫ хӗсрӗ:

Он нехотя похлебал каши, дождавшись, пока поели быки, мигнул Кондрату:

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Любишкин бригадир хӑй те: «Ӗмӗрте те кун пек тутлӑ пӑтӑ ҫисе курманччӗ! Тавтапуҫ сана, мучи, пӗтӗм бригадӑран тав!» — тесех ырланӑ.

А сам бригадир Любишкин даже сказал: «В жизни не ел такого кондера! Благодарность тебе, дедок, от всей бригады!»

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Щукарь вара айӑпа йышӑннӑ: хӑйӗн бригадинчи сухаҫӑсене чӑх какайӗ ярса пӑтӑ пӗҫерсе ҫитерме шухӑшлани ҫинчен каласа панӑ.

И Щукарь повинился: сказал, что хотел угостить пахарей своей бригады кашей с курятиной.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Щукарь мучин планӗ тӗлӗнмелле ансат пулнӑ: ҫакӑнта унӑн пӗр-пӗр чӑх килсе тухасса сыхласа лармалла, ҫав чӑхха хуллен ярса тытмалла та пуҫне пӑрса татмалла, вара чӑх какайӗпе пӑтӑ пӗҫерсе памалла, ҫапла майпа хайхи бригадӑра чыслӑ та хисеплӗ ят илтмелле.

План у деда Щукаря был гениально прост: подстеречь курицу, осторожно схватить ее и обезглавить, чтобы наварить каши с курятиной и тем самым снискать себе в бригаде почет и уважение.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пӑтӑ пирки тапранса кайрӗ…

За кашу дело зашло…

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ӗнер эпир ӑна, вӑл пӳсӗрпе аптранине кура, пӑтӑ пӗҫерекенни туса та пӑхрӑмӑр ӗнтӗ, анчах вӑл унта та юрӑхсӑр, шуйттан!

Мы уже его вчера в кашевары определили, через его грызь, но он и там негожий и вредный!

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Чиркӳре те яланах шӑп пулмасть, — терӗ Ванюшка, яшкапа пӑтӑ ҫисе тӑраннӑскер.

— В церкви тоже не всегда тихо бывает, — сказал Ванюшка, плотно подзакусивший кашей и взваром.

25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Эсир ҫаплах Федя сӑмахӗсене итлетӗр-и-ха вӑрҫӑ ҫинчен, унта купӑста шӳрпипе пӑтӑ мӗнле пӗҫерни ҫинчен каласа панисене итлетӗр-и?

— Все Федю слушаете, про его боевые дела, как он щи да кашу варил?

8-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Агафья Матвеевна хӑйӗн ачисемпе пӗрле ахаль шӳрпепе пӑтӑ ҫирӗ, Илья Ильичпа кӑна икӗ стакан кофе ӗҫрӗ.

Агафья Матвеевна с детьми поела людских щей и каши и только за компанию с Ильей Ильичом выпила две чашки кофе.

V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Тата пӑру ашӗ, ҫатмапа ӑшаланӑ пӑтӑ пур…

Потом телятина, каша на сковороде…

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вӑл мана хӑех пӗр турилкке чӑп-тулли шӗвӗ пӑтӑ хурса пачӗ, — хуратул кӗрпи ҫине ӑш ҫӑвӗ, сухан, ҫӗрулми тата чӑх какайӗ янӑ, — калама ҫук тутлӑ та сӗтеклӗ апат.

Она сама налила мне полную тарелку крупника — похлебки из гречневой крупы с салом, луком, картофелем и курицей — чрезвычайно вкусного и питательного кушанья.

V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Амӑшӗ ирхи апат валли пӗр турилкке пӑтӑ, ҫӑкӑрпа сыр тата чей хатӗрлесе те лартнӑ.

Завтрак, состоящий из тарелки каши, бутерброда с сыром и чая, был уже на столе.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Вара Гаврик пӑтӑ ҫитеймен ҫынсене хисеплӗн пуҫ тайрӗ те: «Каҫарӑр»! — терӗ.

Тогда Гаврик с достоинством поклонился тем, кому не хватило, сказал: «Извиняйте».

XLIII. Парус // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Пӑтӑ илме пыракан хӑшпӗр пулӑҫсене Гаврик пуҫ тайса ҫапла калать:

Некоторым из подходивших за колевом рыбакам Гаврик говорил с поклоном:

XLIII. Парус // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех