Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑхнӑ (тĕпĕ: пӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кунсӑр пуҫне тата эпӗ ӗлӗк шуррисем енче пулнӑ ҫынсенчен хӑшне-пӗрне, колхоза тормоз ҫине ларса анаканнисене, хӑраткаласа та пӑхнӑ.

Да из-за того, что пристращал несколько штук бывших белых, какие на тормозах в колхоз спущались.

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кӑлӑхах ҫӑткӑнланса пӑхнӑ халӗ майра-патшан ҫулӑмпа ҫунакан куҫӗсем ним хускалман каркӑҫсем ҫине.

И напрасно пламенные глаза царицы жадно глядели теперь на неподвижные занавески.

X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Каркӑҫа кӑшт сирсе хунӑ та хирӗҫелле, алтарӗн тепӗр еннелле, — унта, ылтӑнпа тыттарнӑ ӗлӗкхи чаршавӑн тӗттӗм хутламӗсем хыҫӗнче, хӑҫан-тӑр Израиль патшин илемлӗ, ҫап-ҫутӑ сӑнӗ курӑна-курӑна кайнӑ, — куҫ илмесӗр пӑхнӑ вӑл.

Слегка отодвинув занавеску, она неотступно глядела напротив, по ту сторону алтаря, где когда-то из-за темных изломов старинных златокованых занавесок показывалось прекрасное, светлое лицо израильского царя.

X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Офир ҫӗршывӗнчи пылак тӗлленӳ паракан мӑкӑньӑн йӳҫӗ шывне пӗррехинче астивсе пӑхнӑ телейсӗрсем унран тек нихӑҫан хӑпайман, типӗтсе хӑврӑлтаракан ӑссӑрлӑх хӑйсен пурнӑҫне мӗн татичченех пӗр ҫавна ҫеҫ хакланӑ, хисепленӗ пекех, кусем те, ӑна тепре тытса чӑмӑртассишӗн, темле-темле ҫылӑха кӗме те, темӗнле-темӗнле мӑшкӑл тӳсме тата усал ӗҫ тума та хатӗр тӑнӑ.

Готовые ради нового обладания ею на всякий грех, на всякое унижение и преступление, они становились похожими на тех несчастных, которые, попробовав однажды горькое маковое питье из страны Офир, дающее сладкие грезы, уже никогда не отстанут от него и только ему одному поклоняются и одно его чтут, пока истощение и безумие не прервут их жизни.

X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Йӗнер ҫинче ларса пыракан Митька пуҫне ун еннелле ҫавӑрчӗ, Макар ҫине нимӗн пулман пек, ют ҫын ҫине, палламан ҫын ҫине пӑхнӑ пек пӑхса илчӗ те малалла юрттарса кайрӗ.

Митька повернулся в седле, посмотрел на Макара равнодушно, как на чужого, незнакомого человека, и поехал рысью.

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Анчах ҫапла шутласа пӑхнӑ хыҫҫӑн ҫынсенче тырӑ юлни курӑнсах тӑрать пулин те, кутӑнлашакан парӑнмасть-ха:

Но и тогда, когда обнаруживалось, что хлеб оставался, упорствующий не сдавался:

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Сайра хутра Половцев патне кӗркелесе пӑхнӑ чухне Яков Лукич лешӗ мӑн ҫамкаллӑ пуҫне пӗчӗк сӗтел умне пӗшкӗнтерсе хытанка тути хӗррисене пӗр сасӑсӑр хускаткаласа вуласа ларнине курать.

Иногда, заглядывая к нему, Яков Лукич видел, как Половцев, склонив над столиком лобастую голову, читает, беззвучно шевелит твердыми губами.

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

«Ҫук ӗнтӗ, кунашкал мандатпа кайиччен, кӑнтӑрлахи апат ҫимесӗрех киле ҫитетӗп», — тесе шутларӗ выҫса ҫитнӗ Давыдов, хут татӑкне вуласа пӑхнӑ хыҫҫӑн Райполеводсоюз еннелле утнӑ май.

«Нет, уж лучше без обеда, чем с таким мандатом», — уныло решил проголодавшийся Давыдов, прочитав записку и направляясь в райполеводсоюз.

20-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫеҫенхирти мӑн ҫулсем пек вӑрӑм каҫсенче нумай-нумай хутчен вӑл тем ҫинчен те шухӑшласа пӑхнӑ.

Много передумал за многие и длинные, как степные шляхи, ночи.

19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кондрат, сӗреке куҫӗсене пӗрерӗн-пӗрерӗн тытса пӑхнӑ пек, хӑйӗн иртнӗ пурнӑҫӗнче мӗн-мӗн пулнисене умлӑн-хыҫлӑн аса илсе выртать.

Лежит Кондрат, как сетную дель, перебирает в памяти прошлое.

19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Суламифӗ вара хӑй ҫине, ҫаппа-ҫараамасскер ҫине, тӗкӗр витӗр пӑхнӑ та: «Пӗтӗмпех сан валли ҫакӑ, ман патшаҫӑм!» — шухӑшланӑ, хӗреле-хӗреле кайса.

Она же, глядя на себя нагую в зеркало, краснела и думала: «Все это для тебя, мой царь!»

VII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Тӗлӗнсе те ӑмсанса пӑхнӑ Суламифь ӳчӗ ҫине хӗрарӑм-чурасем, хывӑнтарса пӗтернӗ хыҫҫӑн ӑна тӗкӗр умне илсе пынӑ.

С восхищением глядели рабыни, раздевавшие Суламифь, на ее тело и, когда раздели, подвели ее к зеркалу.

VII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Пичӗ унӑн чӳрече еннелле пӑхнӑ; аллисене, ача пекрех, чӗркуҫҫийӗсем хушшине хӗстерсе тытнӑ, чӗри пӳлӗм янламаллах хыттӑн тапнӑ.

Лицо ее обращено к окну; руки она, как дитя, зажала между коленями, сердце ее громко бьется в комнате.

VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Кулкаласа та чӗтӗресе, чӳречерен пӑхнӑ вӑл, — унта, решетке хыҫӗнче, пӗр енӗ тӗттӗм те тепӗр енӗ кӗмӗллӗ икӗ тирек курӑннӑ, — хӑй вара ӑшӗнче ҫеҫ шӑппӑн пӑшӑлтатнӑ:

И, улыбаясь и дрожа, глядела она в окно, где за решеткой виднелись два тополя, темные с одной стороны, осеребренные с другой, и шептала про себя:

VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

— Эпӗ, акӑ, шухӑшласа пӑхнӑ: сурӑх хыҫне ҫутҫанталӑк ӳтлентерсе, ҫыпӑҫтарса янӑ ҫав курдюк ӑна мӗн тума кирлӗ-ха?

— А вот я думал: к чему бы овце курюк, приваренный от природы?

15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Хӗрарӑм ҫине эсӗ харпӑрлӑх ҫине пӑхнӑ пек пӑхатӑн.

— У тебя на бабу вид как на собственность.

13-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Харлаттарса ҫывӑран арӑмӗпе юнашар выртакан Майданников, тӗттӗм суккӑрлатнине пула нимӗн те курман куҫӗсемпе маччаналла тинкерсе пӑхнӑ май, шӑпах ҫавӑн ҫинчен шухӑшлать.

Об этом думал Кондрат, лежа рядом с похрапывающей женой, глядя в черные провалы темноты невидящими, ослепленными темнотой глазами.

10-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пирӗн пата йӑх ӗрчетмех ярса панӑ, — кулса ячӗ пӗр хӗрарӑмӗ, ҫап-ҫаврака кӑвак куҫӗсене хӗссе Давыдов ҫине пӑхнӑ май.

К нам для приплоду прислали, — засмеялась одна, щуря на Давыдова круглые серые глаза.

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Хӑвала, хӑвала! — терӗ Нагульнов, Титок ҫине шӑтарасла тимлӗн пӑхнӑ май кӗсйинчи наганне чӑмӑртаса.

— Шевели, шевели! — говорил Нагульнов, напряженно посматривая на Титка, сжимая в кармане наган.

6-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ванея пулнӑ кунта — патшан тахҫанхи пуҫкасанӗ, Иоава, Адоние тата Семее вӗлернӗскер, — халӗ ҫарӑн чи тӗп начальникӗ, кӑвакарнӑ шӗвек те вӑрӑм сухаллӑ, ҫӳллех мар, кӳпшеке старик; тӗсне ҫухатнӑ кӑвакрах куҫӗсем унӑн ватӑлла тӑмпаййӑн пӑхнӑ; ҫӑварӗ уҫӑ та йӗпенчӗк, ашлӑрах аялти хӗрлӗ тути ним тытӑнкисӗр усӑннӑ; пуҫӗ ун яланах сӗнксе тӑрать те кӑштах чӗтӗрет.

Здесь был Ванея — некогда царский палач, убийца Иоава, Адонии и Семея, — теперь главный начальник войска, невысокий, тучный старец с длинной седой бородой; его выцветшие голубоватые глаза, окруженные красными, точно вывороченными веками, глядели по-старчески тупо; рот был открыт и мокр, а мясистая красная нижняя губа бессильно свисала вниз; голова его была всегда потуплена и слегка дрожала.

V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех