Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Ҫук, каҫал халӑх нумаях пулман: ирхине ҫумӑр ҫурӗ те кайран уяртрӗ.— Нет, нынешний год немного было; с утра дождь шел, а после разгулялось.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тен, унӑн йӑлтӑркка ҫути паян ирхине юлашки хут ялкӑшса илчӗ пулӗ, малашне ӗнтӗ вӑл ҫавнашкал ялкӑшса ҫуталмӗ, пурнӑҫа вӑрттӑн ӑшӑтса тӑрӗ; кулленхи пурнӑҫра ҫав юрату палӑрсах та каймӗ, ҫавӑнпа та вӑл, паллах, пурнӑҫра вӑйлӑ та вӑрттӑн пружина пулса тӑрӗ.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл каҫпа чылайччен ҫывӑрмасӑр выртнӑ, ирхине пӗр-пӗчченех аллея тӑрӑх пӑлханса нумайччен ҫӳренӗ, паркран пуҫласа ҫурт патне ҫитиччен тата каялла утса, яланах шухӑшланӑ та шухӑшланӑ, чухласа илеймесӗр аптранӑ е тӗксӗмленнӗ, е сасартӑк хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе темшӗн йӑл кулнӑ, ҫаплах ним те шутласа кӑларма пултарайман.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Мӗне пула эпӗ ҫӗрӗпех ҫывӑрмарӑм, ирхине ҫыртӑм?
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Захар! — кӑшкӑрчӗ вӑл ирхине.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тепӗр ирхине Обломов шурса кайса, салху кӑмӑлпа вӑранчӗ; унӑн сӑнӗнче вӑл ҫывӑраймасӑр ирттерни палӑрать; ҫамки йӑлтах пӗркеленсе пӗтнӗ; куҫӗсенче хӗлхем те, ӗмӗтсем те ҫук.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ыран ирхине сирӗн патра ҫын ямастӑп-и-мӗн?
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Мӗскӗн Обломов е унчченхисене тепӗр хут каласа парать е илемлӗ гравюрӑсемлӗ ҫӗнӗ кӗнекесем илме кӗнеке магазинӗсене чупать, тепӗр чухне, ыран ирхине, ӑнсӑртран тенӗ пек, ӗнерхи ыйту ҫине, маннине аса илнӗн, пӗлсе ответ пама тесе, ҫӗрӗпе куҫ хупмасӑр чакаланать, вулать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломовӑн вара ирхине вӑрансанах асӗнче пӗрремӗш сӑнар — Ольга сӑнарӗ; вӑл пӗтӗм кӗлеткипе курӑнать, аллине сирен ҫеҫки тытнӑ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Катя ҫеҫ вӑл ыйхӑпа аташни ҫинчен ирхине ӑна каласа парать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломов ҫаплах, Ольгӑпа ирхине калаҫнӑ сӑмахсен шухӑшне ӗненсе те ӗненмесӗр, диван ҫинче выртать.Обломов все лежал на диване, веря и не веря смыслу утреннего разговора с Ольгой.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл ирхине вӑрансан унчченхи пек илӗртӳллӗн пӑхнинех курас шанчӑкпа ҫывӑрса каять.Он засыпает с уверенностью, проснувшись, встретить тот же кроткий, симпатичный взгляд.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Ҫакӑн пек кӑмӑл паян ирхине, чӳречесем умӗнче хӑйӑлти шарманка юрлаттарса иртнӗ пулсан, пулатчӗ… — терӗ Ольга ыррӑн калаҫӑва хутшӑнса, куллинчи хаярлӑха пытарса.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пӗр илемлӗ ирхине унӑн япалисене пӗтӗмпех Тарантьев хӑйӗн кумӑшӗ патне, Выборг Енчи тӑкӑрлӑка тиесе кайрӗ, Обломов вара тахҫантанпах пурӑнса курман пек виҫӗ куна яхӑн вырӑнсӑр, дивансӑр ирттерчӗ, Ольга инкӗшӗ патӗнче апатланчӗ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Акӑ ҫапла: ирхине тӑрӑттӑм, — пуҫларӗ Обломов, аллине ӗнси айне хурса; унӑн пит-куҫӗнче канлӗ пурнӑҫӑн йӗрӗсем палӑрчӗҫ: вӑл хӑй асӗнче ялта пулчӗ ӗнтӗ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кунта Пьерпа Мишель князьсем те пулаҫҫӗ; Пьерӗ Андрюшӑна утлӑ ҫарпа ҫуран ҫарта ирхине параппан ҫапса мӗнле вӑратнине, гусарсемпе драгунсем мӗнле шашкӑсемпе, шпорсемпе ҫӳренине, мӗнле полкра мӗн тӗслӗ лашасем пулнине, намӑса юлас мар тесен, вӗренсе пӗтерсен службӑна ӑҫта кӗмеллине каласа парать.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кайран Захарка ун пуҫне турать, куртка тӑхӑнтарать, Илья Ильича ытлашши чӑрмантарас мар тесе, унӑн аллисене асӑрханса ҫанӑ ӑшне чикет, тата Илья Ильичӑн мӗн тумаллине аса илтерет: ирхине тӑрсанах пит-куҫне ҫумалла тата ытти те.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кун пек мар-тӑк урӑхла пулкалать, амӑшӗ тунтикун ирхине ун ҫине тинкерсе пӑхать те: — Санӑн паян куҫусем темле сывӑ мар пек. Чирлемен-и эсӗ? — тесе ыйтать те, пуҫне пӑркаласа илет.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫав ирхине ӑна мӗн ҫитермеллине те пӗлмеҫҫӗ, ун валли тесе булкӑсем, кӗлентӗрсем пӗҫерсе лартаҫҫӗ, ӑна вара тӑварланӑ апат-ҫимӗҫ, печенисем, варенисем, тӗрлӗрен пастиласем, ытти тӗрлӗ типӗ е шӗвек тутлӑ япаласем парса яраҫҫӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тунтикун ирхине вӑранма ҫеҫ ӗлкӗрет, ӑна хуйхӑ пусса илет.Как только он проснется в понедельник, на него уж нападает тоска.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956