Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

курсан (тĕпĕ: кур) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тулта анат енчен ахӑрашса хӑпарнӑ ҫурхи ҫил тулашать, Базки сӑрчӗ ҫинче юлашки юр лӑстӑкӗ шупка хӗрлӗн йӑлтӑртатса ҫуталать; Дон леш енчи тирек тӑррисем ҫилпе тайкаланса хумханниине курсан, Григорие вӗсем шӑпланма пӗлмесӗр ҫӑран кашланӑ шав хӑлхине килсе кӗнӗ пек туйӑнса кайрӗ.

А за окном взлетами бились весенние низовые ветры, на базковском бугре розово сиял и отсвечивал последний снег, вершины тополей за Доном так раскачивались на ветру, что Григорию при взгляде на них чудился басовитый неумолчный гул.

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӑсас килет, сан пек эсреле курсан.

Глядеть на тебя, на черта, тошно!

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫакна вӑл тӑшман вӑйлине курсан е чунӗпе сиссен е тата мӗнле пулсан та ӑна тӳрех, пӗрре кассах вӗлерсе пӑрахас тенӗ чух ӗҫе ярать.

Он прибегал к нему, когда чутьем и взглядом распознавал сильного противника, или тогда, когда хотел сразить наверняка, насмерть, сразить одним ударом, во что бы то ни стало.

XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ватӑ хӑтине курсан, Пантелей Прокофьевичӑн урисем лӑнчӑрах кайрӗҫ: Гришака мучин йӳле янӑ кӗрӗкӗ айӗнчен турккӑ вӑрҫишӗн панӑ мӗнпур хӗресӗсемпе регалийӗсем курӑнаҫҫӗ, авалхи мундирӑн тӑратмалла ҫӗленӗ ҫухи ҫумӗнче хӗрлӗ петлицӑсем хӗмленсе ҫуталаҫҫӗ, пӗҫҫисем тӗлӗнче ватӑ ҫыннӑнни пек усӑнса тӑракан лампаслӑ шӑлаварӗн вӗҫӗсене типтерлӗн шурӑ чӑлха ӑшне ҫавӑрса чикнӗ, пуҫӗнчи кокардӑллӑ карттусне ӑвӑс тӗслӗ пысӑк хӑлхи таран антарса лартнӑ.

Пантелея Прокофьевича с ног шибануло при взгляде на свата: под распахнутой шубой у того виднелись все кресты и регалии за турецкую войну, красные петлички вызывающе сияли на стоячем воротнике старинного мундира, старчески обвисшие шаровары с лампасами были аккуратно заправлены в белые чулки, а на голове по самые восковые крупные уши надвинут картуз с кокардой.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Казаксене курсан — аванмарланчӗ, ҫывӑхри тӑкӑрлӑкалла чӑмрӗ.

Увидел казаков — засовестился, шмыгнул в боковой переулок.

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Мелеховсен килӗнче пурте савӑнӑҫлӑ кулӑпа йӑлкӑшнине курсан, тӗлӗнсех кайрӗ.

В мелеховском курене поразили его сплошь смеющиеся, веселые лица.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӑйне вӑл большевиксем майлӑ пекрех кӑтартрӗ, полк Фоми на ӳстерме пуҫланине курсан, унпа виҫине мансах йӑпӑлтатса калаҫакан пулчӗ.

Подкрашивался под сочувствующего большевикам и неумеренно стал заискивать в Фомине, с тех пор как увидел, что того выдвигает полк.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Эсир, атте, пӑх курсан, ӑна та хӑвармӑттӑр! — ӳпкелешнӗ пек тӗртсе каларӗ те ун чух Даша, Пантелей Прокофьевич ҫилӗллӗн ятлаҫса тӑкрӗ:

И на укоряющее замечание Дарьи: — Вы, батенька, и с г… не расстанетесь! — гневно ответил:

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл Аксинья пӑлханса ӳкӗ тесе кӗтнӗччӗ, анчах хӳме хыттӑн кӑлтӑртатса хапхапа танлашсан, чӗтрене ернӗскер, сылтӑмалла пӑхрӗ те, Аксинйӑн виҫеллӗ хаваслӑхпа ҫуталса кулакан сӑнне курсан, тӗлӗнсех кайрӗ; уншӑн ҫакӑ ӗнси ҫинчен темле йывӑр япала анса ӳкнӗпе пӗрех пулчӗ, вӑл лӑпланчӗ, Аксинйӑна пуҫӗпе хирӗҫ сулса саламларӗ.

Он ждал, что лицо Аксиньи будет отмечено волненьем, но, когда коляска, резво шурша, поравнялась с воротами и он с дрожью в сердце взглянул направо и увидел Аксинью, — его поразило лицо ее, сдержанно-веселое, улыбающееся, у него словно тяжесть свалилась с плеч, он успокоился, кивнул на приветствие.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Мана курсан, вӑл пӑлханса кайрӗ, мӗн пулни пирки ыйтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей ӑслайӗнчи ҫут(ӑ) сӑнар // Леонид Атлай. https://chuvash.org/content/5075-%D0%A0% ... D1%80.html

Салтаксем юратнӑ командирне курсан савӑнса ӳкнӗ, пӗр утӑм та каялла каймӗҫ, пӗр шит ҫӗре те тӑшмана памӗҫ.

Увидели солдаты любимого командира — ни шагу назад, ни пяди земли противнику.

Суворов Кинбурнра тӑни // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Унта та ҫынсем, казаксем асӑрхаттарнипе-тӑр, экспедици лавӗсем ҫывхарнине курсан, пытанса, тӗрлӗ еннелле тарса пӗтрӗҫ.

И там население, очевидно предупрежденное казаками, завидев приближение подвод экспедиции, стало прятаться и разбегаться.

XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑкӑр айӗнчен ӗне тӗрӗс-тӗкеллӗн тухнине курсан ҫеҫ вӑл лавсем патне утса кайрӗ.

Только убедившись в том, что коровенка вынесла из-под быка хребет свой в целости, — пошел к подводам.

XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Туятӑп — вилетӗп эп… — унтан, Бунчук хурлӑхлӑн хирӗҫлесе алӑпа сулкаланине курсан, питне-куҫне пӗркелентерсе хучӗ.

Чувствую — умру… — и сморщилась, увидев горький отрицающий взмах его руки.

XXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Юлан утлӑ ҫынсене курсан, ача самантлӑха чарӑнчӗ те казаксемпе пылчӑкланса пӗтнӗ, хӳрисене ҫыхнӑ утсем ҫине тимлӗн сӑнаса пӑхса тӑчӗ.

Увидев всадников, приостановился, внимательно рассматривая их и забрызганных грязью, с подвязанными хвостами лошадей.

XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Григорий, тайкаланса илсе, куҫне ҫӗклемесӗр халӑх еннелле утнине курсан тин Пантелей Прокофьевичпа Петро ҫӑмӑллӑн сывласа ячӗҫ.

Пантелей Прокофьевич и Петро облегченно вздохнули, когда Григорий качнулся, пошел на толпу, не поднимая глаз.

XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сӑмах та чӗнмерӗ вӑл, пырне хӗҫпе касса татнӑ така ҫинҫе урисемпе тапӑлтатса выртнине курсан ҫеҫ, кӗхлеткелесе, крыльцаран кӗрсе ҫухалчӗ.

Он ничего не говорил, и только тогда, крякнув, пошел на крыльцо, когда валух, с перерезанным шашкой горлом, засучил тонкими ногами.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл, шаль тутрине хулпуҫҫийӗ ҫине уртса, тӗкӗр умӗнче хуҫкаланнине тата хулпуҫҫийӗсене ҫӑмӑллӑн сиктерсе вылятнине курсан, Пантелей Прокофьевич та чӑтӑм ҫитереймерӗ, тарӑхнӑ пек тулхӑрса илчӗ:

Накинула его на плечи, да так повернулась перед зеркалом и повела плечами, что даже Пантелей Прокофьевич вознегодовал:

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хӑйсен хуторӗсене курсан, Григорин усӑнарах тӑракан хура мӑйӑхӗ ҫавӑнтах ӑшӑ кулӑпа чӳхенсе илчӗ.

Григорий увидел хуторян — и вислые воронено-черные усы его дрогнули в улыбке.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сергее курсан, вӑл лашисене чарса кӑшкӑрчӗ:

Увидев Сергея, он остановил лошадей и крикнул:

XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех