Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

патшалӑх сăмах пирĕн базăра пур.
патшалӑх (тĕпĕ: патшалӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ял хуҫалӑх ӗҫне юратнӑранах шкул хыҫҫӑн Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнче ӑс пухса бухучет дипломне алла илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Юратать вӑл ялта пурӑнма // А. БЕЛОВ. http://www.zp21rus.ru/tvoi-lyudi-rajon/4 ... ta-pur-nma

– 1949 ҫулта шкул пӗтернӗ, халӗ питӗ активлӑ пенсионер, парти органӗсенче ӗҫленӗ, наказанисене пурнӑҫлакан уголовлӑ инспекцинче вӑй хунӑ Петр Соловьев; унӑн шӑллӗ, 1952 ҫулта шкултан тухнӑ Иван Соловьев – «Хисеплӗ сталевар», Ленин орденне, Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденне тивӗҫнӗ, СССР Аслӑ Советне депутата суйланнӑ; 1966 ҫулхи выпускник Георгий Алексеев – Питӗрте аслӑ категориллӗ ҫар врачӗ, полковник; Евгений Алексеев – медицина службин полковникӗ, РФ тава тивӗҫлӗ врачӗ; Владислав Капитонов – Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ строителӗ; Чӑваш патшалӑх университетӗнче ӗҫленӗ Леонид Андреев профессор; Евстафий Владимиров профессор; искусство деятелӗсем – Александр Ильин баритон, Виталий Гордеев, Николай Яковлев художник; хальхи вӑхӑтра пурте пӗлекен хастар пенсионер Зиновий Кутузов, ветерансен вырӑнти канашне ертсе пыракан Геннадий Малинин; паллах, «Ударник» хуҫалӑха 30 ҫул ертсе пынӑ ЧР тата РФ ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Платон Давыдов; паллӑ учительсем, врачсем тата ыттисем те.

Куҫарса пулӑш

Йӳҫкасси шкулӗ 120 ҫулта // Н. НИКОЛАЕВА. http://www.zp21rus.ru/v-rajone/6992-j-ka ... l-120-ulta

Ял хуҫалӑхне аталантарма пӑхнӑ патшалӑх программи шайӗнче чӑх-чӗп валли вакцина ҫителӗклӗ килсе ҫитрӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑк грипӗнчен асӑрханар // Л. БОЯРИНОВА. http://www.zp21rus.ru/v-rajone/6993-kaj- ... as-rkhanar

Патшалӑх тата муниципалитет контракчӗсене алӑ пусса ҫирӗплетнӗ, вӗсен калӑпӑшӗ 3 694,7 млн танлашать.

Государственные и муниципальные контракты заключены на общую сумму 3 694,7 млн рублей.

Чӑваш Енре 2019 ҫулта пурӗ 200 ҫухрӑм ытла ҫул-йӗрсем юсӗҫ, сарӗҫ // М.И. Игнатьев пресс-служби. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=19 ... b4575c9e35

Ҫывӑх вӑхӑтра патшалӑх ҫивӗчлӗхе сирме тивӗҫ утӑмсем тӑвасса шанатпӑр.

Куҫарса пулӑш

«Хӗле йӗркеллӗ кӗтӗмӗр», Анчах «лару-тӑру питӗ ҫивӗч» // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2015.12.18, 241-242 (26903-26904)№№

Комсомольски районӗнчи Асанкасси хӗрӗ Диана Карпова И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн музыка факультетӗнче пӗлӳ илнӗ, халӗ тӗп хулари пӗр ача сачӗнче шӑпӑрлансене кӗвӗ тӗнчипе ҫывӑхланма пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш пики — пуласлӑх хуҫи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2015.12.18, 241-242 (26903-26904)№№

Пучинке шкулне пӗтерсен Мускава ҫул тытнӑ, Раҫҫей патшалӑх социаллӑ университетӑн журналистика факультетӗнче вӗренме пуҫланӑ.

Окончив Пузачинскую школу, поехала в Москву, обучается в Российском государственном социальном университете на факультете журналистики.

Чӑваш пики — пуласлӑх хуҫи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2015.12.18, 241-242 (26903-26904)№№

Конкурса хутшӑнакансене - Диана Сосновӑна /Елчӗк районӗ/, Анжела Анисимовӑна /Йӗпреҫ районӗ/, Карина Григорьевӑна /Тутарстан, Элмет районӗ/, Анна Кирилловӑна /Шупашкар районӗ/, Елизавета Сергеевӑна /Куславкка районӗ/, Ольга Зайцевӑна /Канаш хули/, Анастасия Гурьевӑна /Тӑвай районӗ/, Мария Самделовӑна /Патӑрьел районӗ/, Олеся Никитинӑна /Вӑрнар районӗ/, Диана Карповӑна / Комсомольски районӗ/, Марина Арсентьевӑна /Ҫӗрпӳ районӗ/, Инесса Шашкинӑна /Элӗк районӗ/, Анна Васильевӑна /Красноармейски районӗ/, Ксения Федотовӑна /Сӗнтӗрвӑрри районӗ/, Виктория Тихоновӑна /Муркаш районӗ/, Анастасия Матвеевӑна /Етӗрне районӗ/, Наталья Портновӑна /Чӗмпӗр облаҫӗ, Чӑнлӑ районӗ/, Ирина Романовӑна /Хӗрлӗ Чутай районӗ/ - ӑнӑҫу сунса Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Угаслов тата ЧР культура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Константин Яковлев саламларӗҫ.

Участников конкурса - Диану Соснову /Яльчикский район/, Анжелу Анисимову /Ибресинский район/, Карину Григорьеву /Татарстан, Альметьевский район/, Анну Кириллову /Чебоксарский район/, Елизавету Сергееву /Козловский район/, Ольгу Зайцеву /город Канаш/, Анастасию Гурьеву /Янтиковский район/, Марию Самделову /Батыревский район/, Олесю Никитину /Вурнарский район/, Диану Карпову /Комсомольский район/, Марину Арсентьеву /Цивильский район/, Инессу Шашкину /Аликовский район/, Анну Васильеву /Красноармейский район/, Ксению Федотову /Маринско-Посадский район/, Викторию Тихонову / Моргаушский район/, Анастасию Матвееву /Ядринский район/, Наталью Портнову /Ульяновская область, Покровский район/, Ирину Романову /Красночетайский район/ - желая успехов, поздравили президент Чувашского национального конгресса, депутат Государственного Совета ЧР Николай Угаслов и Константин Яковлев, исполняющий полномочия министра культуры ЧР.

Чӑваш пики — пуласлӑх хуҫи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2015.12.18, 241-242 (26903-26904)№№

Кӑҫалхи, тӑххӑрмӗшӗ, раштавӑн 13-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче иртрӗ.

В этом году, девятый, прошел 13 декабря в Чувашской государственной филармонии.

Чӑваш пики — пуласлӑх хуҫи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2015.12.18, 241-242 (26903-26904)№№

Вӗсене «Ҫеҫпӗл» кинотеатрта, Наци библиотекинче, «Чӑвашкино» патшалӑх киностудийӗнче кӑтартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Йӑх тымарӗ ҫирӗп-ха // Хыпар. «Хыпар», 2017.11.20

Патшалӑх пулӑшать

Куҫарса пулӑш

Йӑх тымарӗ ҫирӗп-ха // Хыпар. «Хыпар», 2017.11.20

Эсир юратса вулакан «Тӑван Атӑл» литературӑпа культура тата искусство журналӗ (асӑрхӑр - тӑван чӑваш чӗлхипе патшалӑх шайӗнче кун ҫути куракан пӗртен-пӗр журнал) малашне те чӑваш ҫыравҫисен, сӑвӑҫисен, публицисчӗсемпе критикӗсен чи лайӑх хайлавӗ-тӗпчевӗсемпе паллаштарӗ.

Куҫарса пулӑш

«Хисеплӗ вулаканӑмӑрсем!..» // Лидия МИХАЙЛОВА. «Хыпар», 2017.11.20

— Мӗскӗн кӑмӑллисем телейле, мӗншен тесен весен… ҫӳлти патшалӑх пулӗ.

Блаженны плачущие, ибо они… ибо они…

4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Кӑтарт хӑвна, пултарулӑхна, патшалӑх пулӑшӑвне ыйт.

Покажи себя, свои умения, обратись за помощью государства.

Юлия Райнвайн: «закон маншӑн усӑллӑ пулчӗ» // Ирина Трифонова. «Сувар», 2019.05.30

Вӑл халӑха патшалӑх пулӑшӑвӗпе тивӗҫтерессипе темиҫе социаллӑ программа ӗҫленине аса илчӗ.

Он напомнил, что работает несколько социальных программ по обеспечению населения государственной поддержкой.

Юлия Райнвайн: «закон маншӑн усӑллӑ пулчӗ» // Ирина Трифонова. «Сувар», 2019.05.30

Патшалӑх харпӑрҫӑсене Пенси фончӗн яваплӑ тӳлевӗсенчен хӑтарнӑ.

— Государство освободило собственников от специальных взносов Пенсионного фонда.

Юлия Райнвайн: «закон маншӑн усӑллӑ пулчӗ» // Ирина Трифонова. «Сувар», 2019.05.30

Патшалӑх власть органӗсемпе харпӑрҫӑсем пӗрле роспотребнадзор валли документ хатӗрлерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Юлия Райнвайн: «закон маншӑн усӑллӑ пулчӗ» // Ирина Трифонова. «Сувар», 2019.05.30

Вӗсем патшалӑх йышӑннӑ мелрен пӑрӑнса пирӗнпе ҫывӑх, тӳрӗ диалог йӗркелерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Юлия Райнвайн: «закон маншӑн усӑллӑ пулчӗ» // Ирина Трифонова. «Сувар», 2019.05.30

Закон кӑларса патшалӑх пире правасемпе тивӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлия Райнвайн: «закон маншӑн усӑллӑ пулчӗ» // Ирина Трифонова. «Сувар», 2019.05.30

Чӑн та, мӗн парать патшалӑх пире?

Куҫарса пулӑш

Юлия Райнвайн: «закон маншӑн усӑллӑ пулчӗ» // Ирина Трифонова. «Сувар», 2019.05.30

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех