Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑтартасшӑн (тĕпĕ: кӑтарт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ ҫавӑн ҫинчен каласа кӑтартасшӑн та ӗнтӗ.

О нем я и хочу рассказать.

Ҫынсем тата II-мӗш марионеткӑсем (Панкрац) // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Кӑшт уксахлакан типтерлӗ господин мӗн тери васкама пултарать — эпӗ те ҫавӑн пек (хама юриех уксах господин евӗр кӑтартасшӑн), Елинексем патне, вӗсем ҫӗрле алӑкне питӗрсе лартиччен ҫитме тесе, васкаса утатӑп.

Я тороплюсь, насколько это возможно для почтенного, прихрамывающего господина, которого я изображаю, – тороплюсь, чтобы поспеть к Елйнекам до того, как запрут подъезд на ночь.

I сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Вӑл капитана хӑй тупӑ хыҫҫӑн патронсем епле ҫӗклесе пыни ҫинчен, снарядсен колпачокӗсене епле хывни, ҫывӑхрах мина ӳкнӗ пулсан та хӑраманни ҫинчен каласа кӑтартасшӑн пулчӗ.

Ему хотелось рассказать капитану, как он переносил за пушкой патроны, как он снимал колпачки, как недалеко упала мина, а он не испугался.

25 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

— Пичче, — терӗ Ваня, сассине ҫав тери ӗнентерӳллӗ, ҫав тери йӑваш пек кӑтартасшӑн тӑрӑшса, — пичче, эсир ман ҫине ан кӑшкӑрӑр-ха.

– Дяденька, – сказал Ваня, выбирая самые убедительные, самые нежные оттенки голоса, – дяденька, только вы на меня не кричите.

21 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Эс мана, пӗччен хӗрарӑма, килте никам та ҫуккипе усӑ курса мӑшкӑл кӑтартасшӑн пултӑн.

Это ты хотел воспользоваться беспомощностью одинокой женщины, пришел, хотел надругаться надо мной.

Саккӑрмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Ҫавна май кӑрлач-пуш уйӑхӗсенче тӗрлӗ районти кино залсенче хальхи фестивале хутшӑннӑ фильмсене кӑтартасшӑн.

Куҫарса пулӑш

Йӑх тымарӗ ҫирӗп-ха // Хыпар. «Хыпар», 2017.11.20

Том кӑтартасшӑн мар пек пулчӗ те:.

Том не хотел показывать.

6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Уолтерс мистерӑн савӑнӑҫне пӗтӗмпе тӑрласа ҫитермешкӗн пӗр япала ҫеҫ ҫитеймерӗ: вӑл хӑйӗн чаплӑ хӑнисене тӗлӗнмелле тӑрӑшса вӗренекен ача кӑтартасшӑн ҫунчӗ, чи тивӗҫлӗреххисене библи парасшӑн пулчӗ.

Одного только не хватало мистеру Уолтерсу для полного счастья: возможности вручить наградную Библию и похвастать чудом учености.

4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Том патне ҫывхарсан, Бен урам варрвнче чарӑнса тӑчӗ те хӑй пынине систерсе, ерипен сыхланарах ҫаврӑнма тапратрӗ, мӗншӗн тесен вӑл шыв ӑшӗнче тӑхӑр хут тарӑнӑш пыракан «Аслӑ Миссури» ятлӑ пӑрахут епле ишнине кӑтартасшӑн тӑрӑшрӗ.

Подойдя поближе, он убавил ход, повернул на середину улицы, накренился на правый борт и стал не торопясь заворачивать к берегу, старательно и с надлежащей важностью, потому что изображал «Большую Миссури» и имел осадку в девять футов.

2-мӗш сыпӑк. Пит аван маляр // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

«Кӗрхи ҫеҫке» повеҫре автор геройсен ӑрӑскалне саманапа тачӑ ҫыхӑнтарса кӑтартасшӑн.

Куҫарса пулӑш

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Ҫакна май калав авторӗ сӑнани-курни тата каласа пани ҫумне пӗр пӗчӗк ӳкерчӗк хушса кӑтартасшӑн.

Куҫарса пулӑш

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Кӗтерне патша саманинчи Пугачев вӑрҫи ҫинчен каласа кӑтартасшӑн.

Куҫарса пулӑш

Шурӑ акӑш — ҫӗнтерӳ хӑвачӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Хам ун чухне шкул ачи кӑна пулсаччӗ ӗнтӗ, анчах вӑл вӑхӑтри ҫынсен пурнӑҫӗ ман асра ҫапларах сӑнланса юлнӑччӗ: халӑх хӑйӗн пуянлӑхне кӑтартасшӑн марччӗ.

Да сам тогда был только школьником, но жизнь людей того времени в моей памяти сохранилась примерно так: народ своё богатство не хотел показывать.

«Мы нищеброды что-ли?» // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/blogs/comments/2852.html

Ҫапла май вӑл хӑйне хура халӑхран ҫӳллӗрех пулнине кӑтартасшӑн пулинех.

Таким образом, может быть, она хотела показать, что выше простого народа.

«Мы нищеброды что-ли?» // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/blogs/comments/2852.html

Эпӗ тӗлӗннине курсан: «Нимӗн те тӗлӗнмелли ҫук кунта, этемӗн шалти вӑйне кӑтартакан пӗр тӗслӗх ҫеҫ. Хам мӗн пултарнине ҫынна халех кӑтартасшӑн марччӗ эпӗ, шухӑша кайнӑ та хам сисмесӗрех хӳме витӗр тухма пуҫланӑ», – терӗ ҫеҫ.

Увидев мое удивление, он сказал: "В этом ничего удивительного нет, это пример, который показывает внутреннюю силу человека. Я не хотел показать свое умение другим людям, задумавшись, я незаметно для самого себя начал проходить сквозь забор".

Хӳме витӗр тухма пултаракан // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Вут-ҫулӑмран пӗчӗк ачана хӑтарнӑ ҫамрӑка сӑнарланӑ палӑкра ҫынсене ҫак професси хӑрушӑ, ҫав вӑхӑтрах питӗ пархатарлӑ пулнине кӑтартасшӑн пулнӑ.

Изображенным на памятнике молодым человеком со спасенным из огня малышом хотели показать опасную, но в то же время очень благородную профессию.

Тӗпчевӗпе музей хӑнисем паллашаҫҫӗ // Василий ЦЫФАРКИН. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№

Ҫавӑн пирки сире каласа кӑтартасшӑн та.

Вот об этом и хочу вам рассказать.

Ботаника пахчи — илемлӗ те кӑсӑклӑ вырӑн // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/blogs/comments/2788.html

22. Иуда, — Искариот мар, урӑххи, — калать Ӑна: эй Ҫӳлхуҫамӑр! мӗнле-ха апла Эсӗ Хӑвна тӗнчене мар, пире анчах кӑтартасшӑн? тенӗ.

22. Иуда - не Искариот - говорит Ему: Господи! что это, что Ты хочешь явить Себя нам, а не миру?

Ин 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

35. Ҫакна эпӗ сире мӑйкӑчласшӑн каламастӑп, усӑ кӑтартасшӑн калатӑп: сирӗн ыррӑн пурӑнса, Ҫӳлхуҫана яланах пӗтӗм чун-чӗрепе пӑхӑнса ӗҫлесе тӑмалла пултӑр тетӗп.

35. Говорю это для вашей же пользы, не с тем, чтобы наложить на вас узы, но чтобы вы благочинно и непрестанно служили Господу без развлечения.

1 Кор 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

45. Пӗтӗм халӑх итлесе тӑнӑ чухне Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: 46. кӗнекеҫӗсенчен сыхланӑр: вӗсем вӑрӑм тумтирпе ҫӳреме юратаҫҫӗ, халӑх пухӑвӗсенче хӑйсене саламланине кӑмӑллаҫҫӗ, синагогӑсенче малта ларма, ӗҫкӗ-ҫикӗре кӗрекере ларма юратаҫҫӗ; 47. вӗсем тӑлӑх арӑмсенӗн ҫурчӗсене тӗп тӑваҫҫӗ, ҫынна кӑтартасшӑн нумайччен кӗлтӑваҫҫӗ; ҫавӑншӑн вӗсем пысӑк айӑпа юлӗҫ, тенӗ.

45. И когда слушал весь народ, Он сказал ученикам Своим: 46. остерегайтесь книжников, которые любят ходить в длинных одеждах и любят приветствия в народных собраниях, председания в синагогах и предвозлежания на пиршествах, 47. которые поедают домы вдов и лицемерно долго молятся; они примут тем большее осуждение.

Лк 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех