Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

куҫать (тĕпĕ: куҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Укҫа кирлӗ пулчӗ; ҫитменнине тата вӑл ҫӗр мужиксене куҫать.

— Деньги были нужны; притом же эта земля отходит к мужикам.

III // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

канлӗх ҫук-мӗн; ҫӑлтӑрсемпе чӑпарланнӑскер, вӑл вӗҫӗм хусканать, куҫать, чӗтрет; эпӗ шыв ҫинелле пӗкӗрӗлтӗм… анчах унта та, ҫак тӗттӗм, сивӗ тарӑнлӑхра, ҫӑлтӑрсем чӗтресе чӳхенеҫҫӗ; пур ҫӗрте те мана канӑҫлӑх ҫук пек туйӑнать — ҫавӑнпа пушшех ӑш вӑрка пуҫларӗ.

не было покоя: испещренное звездами, оно все шевелилось, двигалось, содрогалось; я склонился к реке… но и там, и в этой темной, холодной глубине, тоже колыхались, дрожали звезды; тревожное оживление мне чудилось повсюду — и тревога росла во мне самом.

X // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.

Ку чӗре патне пыман службӑра вӑл нумаях тӑмасть, 1831 ҫулта дворянсен Патриотически институтне истори преподавателӗ пулса ӗҫлеме куҫать.

Куҫарса пулӑш

Н. В. Гоголь ҫырнӑ «Петербург повеҫӗсем» // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 147–158 с.

Кӗске вӑхӑтлӑха ют ҫӗршывсене кайса ҫӳренӗ хыҫҫӑн 1829 ҫулта Гоголь государство хуҫалӑх департаментне службӑна кӗрет, часах удел департаментне ӗҫлеме куҫать, виҫӗ уйӑхран вара столоначальник пулӑшаканӗ пулса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Н. В. Гоголь ҫырнӑ «Петербург повеҫӗсем» // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 147–158 с.

…Хуҫалӑх вара пӗр тавлашусӑр пӗтӗмпех ман ҫине куҫать…»

Хозяйство целехоньким ко мне переплывет, без споров».

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Вӑрманти пӗчӗк разведчиксен хаваслӑ ушкӑнӗ ун хыҫҫӑн куҫать.

Весёлая ватага маленьких лесных разведчиков передвигалась вслед за ним.

Вӑрман разведчикӗсем // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 107–116 с.

Ҫил варкӑшӗпе ҫунатланнӑ пӗлӗт татӑкӗ, чи ҫӳлти вӗҫӗпе парӑс пек йӑлтӑртатаканскер, хӑвӑрт ҫурҫӗрелле куҫать; унӑн сарӑрах шурӑ мӗлки Донӑн инҫетри кукринче тӗкӗр ҫинчи пек витӗр курӑнса пырать.

Окрыленное ветром, с искрящимся белым, как парус, надвершием, оно стремительно плыло на север, и в далекой излучине Дона отражалась его опаловая тень.

LIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пехотӑна хӑйне кӑна илсен, вӑл питӗ майпен куҫать, хӑвӑрт маневрсем тӑваймасть, ҫитменнине тата, казаксенчен нумайӑшӗ юланутсемпе пулнӑ пирки, вӗсем поход йӗркипе куҫакан пехота ҫине кирек хӑш самантра та тапӑнма, вӗсене хӑйсен тӗп задачисене пурнӑҫлама чӑрмантарма пултараҫҫӗ.

Пехота же не могла быть использована для подобного маневра ввиду ее слабой подвижности, неспособности к быстрому маневрированию и потому, что у казаков была преимущественно конница, которая могла в любой момент напасть на пехоту на марше и тем отвлечь ее от основной задачи.

XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫурҫӗр фронтӑн штабӗ те ҫавӑн пекех хыпаланса урӑх вырӑна куҫать.

Столь же поспешно эвакуировался штаб Северного фронта.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хутор хыҫӗнче, хытхура пусса илнӗ кӑвак хӑйӑрлӑ сӑрт тӗмески тӑрӑх, пӗр ҫухрӑмра пулӗ, тӑшман разведки куҫать.

За хутором, по серо-песчаному чернобылистому бугру, в версте расстояния, двигалась неприятельская разведка.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫурҫӗрте Усть-Медведица станици алӑран алла куҫать: малтан ӑна Глазунов, Ново-Александровски, Кумылженски, Скуришенски тата ытти станицӑсенчи хуторсенчен пуҫтарӑннӑ хӗрлӗгвардеец-казаксен отрячӗ йышӑнса илет, тепӗр сехетрен вара ҫав отряда Алексеев офицер ертсе пыракан шурӑ партизансен отрячӗ станицӑран хӗссе кӑларать те, урамсенче отряд кадрӗсем шутланакан гимназистсен, реалистсемпе семинаристсен шинелӗсем мӗлтлетме пуҫлаҫҫӗ.

На севере станица Усть-Медведицкая гуляла из рун в руки: занимал отряд казаков-красноармейцев, стекшихся с хуторов Глазуновской, Ново-Александровской, Кумылженской, Скуришенской и других станиц, а через час выбивал его отряд белых партизан офицера Алексеева, и по улицам мелькали шинели гимназистов, реалистов, семинаристов, составлявших кадры отряда.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Малаллах куҫать Суворов ҫарӗ, хӑвӑрттӑн малалла куҫать.

Движется суворовская армия, совершает стремительный переход.

Куҫни // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Ҫеҫен хир тӑрӑх кӑвак тӗтре упаленсе шӑвать, тип варсенче йӑсӑрланать, тарӑн ҫырмасене кукӑрӑлса кӗрет, чӑнкӑ ҫырансен хӗррисене ҫуласа куҫать.

Туман пенился в степи, клубился в балках, ник в падинах, лизал отроги яров.

XXXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫак самантра вӑл Корнилов Мускава пырса ҫитнӗ куна аса илет, унтан хаваслансах ҫав кунхи аса илӳсем ҫине куҫать.

В эту минуту он вспомнил приезд Корнилова в Москву и с радостью перешел на воспоминания того дня.

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пуҫару ревком аллине куҫать.

Инициатива перешла в руки ревкома.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тӗрӗссипе илсен, ҫав чаҫсене ертсе пырасси пӗтӗмпех халь Голубов аллине куҫать.

Командование всеми силами по существу перешло к Голубову.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— «Дон ҫинчи Ҫар Облаҫӗн ҫар чаҫӗсемпе вӑрҫӑллӑ операцисем туса ирттерес тӗлӗшӗнчи пӗтӗм влаҫе, паянтан, 1918 ҫулхи январӗн 10-мӗшӗнчен тытӑнса, Ҫар атаманӗ аллинчен Дон казакӗсен Ҫарпа революци комитечӗн аллине куҫать.

— «Вся власть в Области Войска Донского над войсковыми частями в ведении военных операций от сего 10 января 1918 года переходит от войскового атамана к Донскому казачьему военно-революционному комитету.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Урамсенче халӑх нихҫанхинчен те йышлӑн вӗркӗшсе куҫать.

На улицах замечалось небывало оживленное движение.

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Чукун ҫул хӗррипе, тӑпра купаласа хывнӑ ҫулӑн икӗ енӗпе; Алексеев офицерӗсен отрячӗ сапаланса куҫать.

Вдоль линии железной дороги, по обе стороны насыпи, шли жидкие цепи офицерского алексеевского отряда.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тӗрлӗ халӑх ҫыннисен ула-чӑла ушкӑнӗ, — кӑнтӑр тинӗсӗ хӗрринчи хуласенче нумай ҫӗрте ҫапла вӑл, — майӗпен вӗркӗшсе куҫать, татти-сыпписӗр сӗрлет.

Разноплеменная толпа, обычная для большинства южных приморских городов, медленно движется, гудит.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех