Шырав
Шырав ĕçĕ:
Манӑн йӑмӑкӑм Саня ҫак пӳлӗме пурӑнма куҫать.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
1913 ҫулхи октябрь уйӑхӗнчен пуҫласах пӑрпа пӗрле пӗр вӗҫӗмсӗр ҫурҫӗрелле куҫать».и с октября 1913 года беспрестанно движется на север вместе с полярными льдами».
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Муромски час-часах ҫапла шухӑшланӑ: Иван Петрович вилсессӗн, унӑн мӗн пур пурлӑхӗ Алексей Иванович аллине куҫать; ҫапла вара Алексей Иванович пӗтӗм кӗпӗрнере чи пуян помещик пулса тӑрать; ҫавӑнпа унӑн Лизӑна качча илмелле мар сӑлтавсем ҫуках, тенӗ.
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Ҫакӑн пек шухӑш-кӑмӑл ҫав тери тӗлӗнмелле тата пулма пултарайман сӑмах-хыпарсем ҫуратать, кашни эрнерех вӑрҫӑ хӑҫан пӗтесси пирки ытла та оптимистла калаҫаҫҫӗ, савӑнӑҫлӑ сӑмаха пурте хавасланса йышӑнаҫҫӗ, вӑл пӗринчен теприн патне куҫать, вара тӗрмере ҫӗнӗ тӗлӗнмелле хыпар сарӑлать, — ӑна ҫав тери ӗненес килет.
Подтяжкӑсем // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Троекуров кунсӑр пуҫне тата халал тивӗҫӗпе хӑйне куҫмалла пулнӑ именипе тивӗҫсӗр усӑ курса тупӑш илсе пурӑннӑшӑн Дубровскирен укҫа шыраса илме ыйтать пулин те, ун пирки ҫапла шутламалла: тахҫантанпа ку вырӑнта пурӑнакан ҫынсем каланӑ тӑрӑх ку имени темиҫе ҫул хушши господа Дубровскисен аллинче пулни паллах, ун пирки иккӗленмелли те ҫук, имение тытса тӑрасси енӗпе хирӗҫӳ-мӗн те пулман, суда тӑратнӑ ӗҫре Троекуров господин ку вӑхӑтчен ҫак именипе Дубровскисем тивӗҫсӗр усӑ курса пурӑнни ҫинчен мӗнле те пулин прошени пани курӑнмасть, тата кам та пулин ют ҫӗр ҫине тыр-пул акать, е пӳрт-ҫурт ҫавӑрать пулсан, ҫавӑн ҫинчен тивӗҫсӗрлӗхне кӑтартса, хута кӗме ыйтакан тупӑнсассӑн, ку ӗҫ чӑннипех те ҫавӑн пек иккенне тӗрӗслесе палӑртнӑ хыҫҫӑн — тивӗҫлӗ ҫыннине ҫав ҫӗре акнӑ тыр-пулӗ, ҫурт-йӗрӗ, карти-вӗрли мӗнӗпех илсе памалла, ҫавӑнпа та генерал-аншеф Троекуров — гварди поручикӗнчен Дубровскирен шыракан укҫана илмелле мар тӑвас, мӗншӗн тесен пӗтӗм именийӗ, япалийӗ-мӗнӗпех Дубровскирен ун аллине куҫать.
II сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
6. Приставка загрузка режимӗ ҫине куҫать, загрузчик ҫӗнетӳ программин файлӗсемпе тӗрлӗ операци пурнӑҫлать те ҫӗнетӳ процесӗ пуҫланать.
20 канал – тӳлевсӗр // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. http://www.zp21rus.ru/obshchestvo/6533-2 ... l-t-levs-r
Чӑвашран вырӑс чӗлхиллӗ чӑваша мар, тӳрех вырӑса куҫать.От чуваша переходит не в русскоязычного чуваша, а прямиком в русского.
Чӗлхе Туррин хӳхлевӗ // Сувар. Сувар, 2017.05.12
Вӗсенчен чылайӑшӗ остеопороза куҫать.
«Чӗмсӗр» чир ан сӗмсӗрлентӗр // Валентина Смирнова. Хыпар, 2013,09,06
Атмосфера пусӑмӗ тӑрӑх куҫать.
Ҫиҫӗм Натюш // Людмила Сачкова. Людмила Сачкова
Унтан Ҫӗнӗ Шупашкарти ӳнер музейне куҫать.
Телейлӗ ҫӑлтӑр айӗнче ҫуралнӑ художник // Илемпи Туркай. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№
Юрату парать вӑл ӳсӗм, Вӑл куҫать… йӑхран йӑха, — пулчӗ поэт хуравӗ.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
Унчченхи министр Р.Ф. Шайхелисламов урӑх ӗҫе куҫать.
Ҫӗнӗ министр // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29
Ял хуҫалӑх институчӗн вӗренӳ хуҫалӑхӗ (Учхоз) йӗркеленсен колхоз унта куҫать, А.А. Яичникова управляющи пулма шанаҫҫӗ.
Хӑйӗншӗн мар, кушакшӑн пӑшӑрханнӑ // Тамара Верендеева. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07
Ытла шӑрӑх чухне сулхӑна куҫать.
Ҫӗлен сӑхасран асарханӑр! // Елена ЕГОРОВА. «Сывлӑх», 2016.06.29. 25№
Пурнӑҫ малалла шунӑ, 1993 ҫулта пултаруллӑ ҫамрӑк Чӑваш Республикин Шалти ӗҫсен министерствине куҫать.
Яланах малта пыма тӑрӑшать // Л.КУЗНЕЦОВ. «Елчӗк Ен», 2016.06.25
Тоталитаризм йӗрки, импери тытӑмӗ, политика стройӗ, парти арканса кайнӑ чухне социаллӑ институтсем улшӑнаҫҫӗ, наци проблематики те ҫӗнӗ шая куҫать.
Николай ЛУКИАНОВ: «Тӑван халӑх аталанӑвӗ кӑткӑсланса-структурӑланса, саманапа килӗшӳллӗн улшӑнса-тарӑнланса пырать» // В. СТЕПАНОВ. «Самант», 2016, 4№
22. Ӑслӑлӑх вӑл — ӑслӑ, сӑваплӑ сывлӑш, вӑл — пӗртен-пӗрре, нумай тӗрлӗ, черчен, вӑл ҫӑмӑллӑн куҫать, вӑл ҫутӑ, таса, ӑнлануллӑ, сиенсӗр, ырӑлӑхлӑ, вичкӗн, ӑна тытса чараймастӑн, 23. вӑл ырӑ тӑвать, ҫынна юратать, вӑл ҫирӗп, иккӗленӳсӗр, лӑпкӑ, вӑл яланах пӗр пек, вӑл пӗтӗмпех курса тӑрать, ӑслӑ, таса, чи черчен сывлӑшсене пурне те витӗрех кӗрет: 24. ӑслӑлӑх вӑл пур куҫаканнинчен хӑвӑртрах куҫса ҫӳрет, хӑйӗн тасалӑхӗпе мӗнпур япалана витерет, шала кӗрет.
Ӑсл 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Анчах сӑрт-ту та тӳнсе арканать, ту хысакӗ те хӑйӗн вырӑнӗнчен куҫать, 19. шыв чула ҫийӗнтерет; ейӳ ярса тӑпрана юхтарса каять: Эсӗ этем шанчӑкне ҫавӑн пек пӗтеретӗн.
Иов 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иосиф йӑхӗнчен тухнӑ Манассия ывӑлӗн Махирӑн ывӑлӗ — Галаад, ҫав Галаад ӑрӑвӗн килӗ-йышӗн пуҫлӑхӗсем пынӑ та Моисей умӗнче, [Елеазар священник умӗнче] тата аслӑ улпутсем — Израиль ывӑлӗсенӗн тӑхӑмӗсен пуҫлӑхӗсем — умӗнче 2. ҫапла каланӑ: Ҫӳлхуҫа пирӗн хуҫана шӑпа тӑрӑх Израиль ывӑлӗсене еткер ҫӗр валеҫсе пама хушнӑ, Ҫӳлхуҫа пирӗн хуҫана Салпаад тӑванӑмӑр ҫӗрне унӑн хӗрӗсене пама хушнӑ; 3. вӗсем Израиль ывӑлӗсен тепӗр йӑхне качча тухас пулсассӑн, вӗсен ҫӗрӗ пирӗн аттемӗрсен ҫӗрӗнчен тепӗр йӑха, вӗсем [качча] кайнӑ йӑха, куҫать, вара пире шӑпа тӑрӑх панӑ еткерлӗх ҫӗр шутӗнчен тухса ӳкет; 4. Израиль халӑхӗн юбилей ҫитсессӗн те, вӗсен ҫӗрӗ хӑйсем [качча] кайнӑ йӑх ҫӗрӗ ҫумне хушӑнать, ҫапла вара вӗсен ҫӗрӗ пирӗн аттемӗрсен еткерлӗх ҫӗрӗ шутӗнчен тухса ӳкет, тенӗ.
Йыш 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Кам та пулин хӑй ҫӗрӗнчи хирне Ҫӳлхуҫана халалласа парсассӑн, санӑн ӑна акнӑ тыррине кура хак хумалла: пӗр хомер акнӑ урпашӑн аллӑ сикль кӗмӗл памалла; 17. кам хӑйӗн хирне юбилей ҫулӗнчен пуҫласа халалласа парать, унӑн хакӗ эсӗ хунӑ пек пулмалла; 18. кам та пулин хӑйӗн хирне юбилей ҫулӗ хыҫҫӑн халалласа парсассӑн, священник, тепӗр юбилей миҫе ҫултан ҫитессине шутласа, тӳлемелли кӗмӗле ҫав ҫулсен шутне кура эсӗ хунӑ хакран чакармалла; 19. хирне халалласа панӑ ҫын хӑй хирне каялла тӳлесе илесшӗн пулсассӑн, вӑл эсӗ хунӑ кӗмӗл хакӗ ҫумне унӑн пиллӗкмӗш пайне хуштӑр, ҫӗрӗ вара ӑна юлӗ; 20. вӑл хирне каялла тӳлесе илеймесессӗн, хирне урӑх ҫынна сутса ярсассӑн, вара каялла тӳлесе илме юрамасть: 21. юбилей ҫулӗ ҫав хир унӑн аллинчен каять те, тупаланӑ ҫӗр пек, Ҫӳлхуҫанӑн сӑваплӑ япали пулать; вӑл священник аллине куҫать.
Лев 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.