Шырав
Шырав ĕçĕ:
Обломов, хӑйӗн те Нева урлӑ каҫӑсем тӑрӑх каҫмалла пуласран хӑраса, Никитӑран пытанчӗ те Ольга патне ҫапла ҫырчӗ: «манӑн кӑштах пыр шыҫрӗ, ҫавӑнпа тухса ҫӳреме шикленетӗп, тискер шӑпа мана тата темиҫе кунлӑха ытарайми Ольгӑран уйӑрать», терӗ.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пӗр сӑмах — тискер этемсем, ирсӗр чуниллисем!
XIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Хаплатса ҫӗкленнӗ тискер ахӑрупа пӗрле ирсӗр, вӑрӑм, хӑрушӑ пуплев ҫакӑнса ларчӗ сывлӑшра.Омерзительная, длинная, ужасная фраза повисла в воздухе вместе со взрывом неистового хохота.
XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Юратура — ӑна тӳреммӗн те тӳрккес пӗлтерӗшпе пӑхсан — кирек хӑҫан та тискер енсем пур, вӗсем вара ҫунат кӑмӑллӑ, нервӑллӑрах ачаш чунсене яланах асаппа намӑслӑх кӳреҫҫӗ.
XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Тепӗр кунне Обломов тӑчӗ те дачӑра тӑхӑнса ҫӳренӗ тискер сюртукне тӑхӑнса ячӗ.На другой день Обломов встал и надел свой дикий сюртучок, что носил на даче.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пӗр-пӗринпе тӗл пулсан вара, тискер кайӑксем пекех, ҫапӑҫса каяҫҫӗ!А сойдутся между собой, перепьются и подерутся, точно дикие!
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Нянька упа сӑмахӗсене салхуллӑ сассипе: «Чӗриклет, чӗриклет, йывӑҫ ура; эпӗ саласем тӑрӑх ҫӳрерӗм, эпӗ ялсем тӑрӑх ҫӳрерӗм, хӗрарӑмсем пурте ҫывӑраҫҫӗ, пӗр карчӑк ҫывӑрмасть, ман тирӗм ҫинче ларать, ман ашӑма пӗҫерет, ман ҫӑма арлать», теме пуҫласан, унтан, упа пӳрте кӗрсе хӑй урине вӑрлакана ярса илме хатӗрленнӗ тӗле ҫитсен, ача чӑтса тӑраймасть: вӑл, ҫӳҫенсе тата йынӑшса, няни аллисем ҫине ӳкет, хӑранипе унӑн куҫҫуль шӑпӑртатса тухать, ҫав хушӑрах ача хӑй тискер кайӑкӑн чӗрнисем хушшинче мар, кутник ҫинче, няни ҫумӗнче пулнипе хавасланса ахӑлтатса кулать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Хӑрушӑ та тӗрӗс мар пулнӑ ун чухне ҫын пурнӑҫӗ; алкумӗ урлӑ ярса пусма та шиклӗ пулнӑ: астусах тӑр, ӑна тискер кайӑк ҫурса пӑрахать, вӑрӑ-хурах пусать, усал тутар пӗтӗм туприне туртса илет, е ҫын пӗр хыпарсӑр-йӗрсӗр ҫухалать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл картишӗнчен те чупса тухать: унӑн хурӑн ращине каяс килет; раща ҫав тери ҫывӑх пек туйӑнать ӑна, тавра ҫулпа мар, канавсемпе ҫатан картасем, шӑтӑксем урлӑ чупса тӳррӗн кайсан, вӑл ун патне пилӗк минутрах ҫитнӗ пулӗччӗ; анчах вӑл хӑрать: унта арҫурисем те, вӑрӑ-хурахсем те, хӑрушӑ тискер кайӑксем те пур, тесе калаҫаҫҫӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӗсем, чӗрнисемпе шӑлӗсене кӑтартса ҫын ҫинелле ыткӑнакан тискер кайӑксем пекех, хаяр та усал; вӗсем пирӗн ҫӗрӗшнӗ несӗле ҫав тери уҫҫӑн аса илтереҫҫӗ тата пирӗн пурнӑҫа хӑрушлӑхра тытса тӑраҫҫӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫутҫанталӑкӑн хаяр шӑв-шавӗ умӗнче тискер кайӑк улани те вӑйсӑр, ҫын сасси те ниме тӑмасть.Бессилен рев зверя перед этими воплями природы, ничтожен и голос человека,
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Мӗне кирлӗ-ха тата ҫав тискер те пысӑк япаласем?
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Чӑнах ӗнтӗ, унта тинӗссем, ҫӳлӗ тусем, чул тусемпе тӗпсӗр ҫырмасем, сӗм вӑрмансем те ҫук — пысӑк, тискер, тӗксӗм япаласем пачах нимӗн те ҫук.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тинӗсре пурнакан тискер кайӑка кӑтартакансем, тӗрлӗрен ҫимӗҫ сутакансем тем тӗрлӗ сасӑпа кӑшкӑрса иртме пуҫларӗҫ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫиелтен пӑхма салху та тискер пулин те, Захар ҫемҫе, ырӑ чӗреллӗ ҫын.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Захар, ҫакна хӑйшӗн пурпӗрех пулмалли чӑн-чӑн тивӗҫ вырӑнне шутласа, хӑй улпучӗшӗн вилнӗ пулӗччӗ, вӗшле йытӑ вӑрманта тискер кайӑка тӗл пулсан, мӗншӗн-ха хуҫин мар, шӑпах унӑн ҫав кайӑкпа тытӑҫмалла пулни ҫинчен шухӑшласа тӑмасӑр, вилӗм ҫине пырса кӗрсе вилнӗ пек, Захар та улпутшӑн ӳксе вилнӗ пулӗччӗ.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Этемсемпе тискер кайӑксен кӗлеткисенчен, ландшафтсенчен, чи тӗлӗнмелле ӳкерчӗклӗ те тӗрлӗ тӗслӗ япаласенчен, сӑмахсемпе пуплевсенчен пулса кайнӑ, — вӗсен пӗлтерӗшне ӳт-пӗвӗн мӗнпур сисӗмӗпе туйса тӑратӑн, — лӑкӑртатса вӗрекен темле ҫавра ҫилччӗ ҫакӑ…
IX сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Олеся хӑй айванла шанӑҫлӑхпа каланӑ вӑрттӑнлӑхсенчен ҫуррине чухлаять-и, ҫук-и те, эпӗ ӑна пӗлместӗп тата калама та пултараймастӑп, анчах хам куҫпа час-часах курнисем мана ҫакна ним иккӗленӳсӗрех ӗнентерме пуҫларӗҫ: тӑнпуҫпа мар, инстинкт урлӑ, ӑнсӑртла сӑнавсенчен кӗнӗ тӗтреллӗ те тӗлӗнтермӗшле пӗлӳсем Олеҫҫӑн пур, пурах, вӗсем, тӗрес наукӑсенчен ҫӗршер ҫул мала иртсе кайнӑскерсем, кулӑшла та тискер ӗненӳсемпе хутӑшса, ҫав тери пысӑк вӑрттӑнлӑх евӗр, ӑруран ӑрӑва куҫса, тӗттӗм те хупӑнчӑк халӑх йышӗсенче пурӑнаҫҫӗ.
VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Ку вӗт, эс калани, тискер, кулӑшла.
VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Пичӗ ҫинче ун тискер кайӑкӑнни евӗр темле канӑҫсӑрлӑхчӗ.
III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.