Шырав
Шырав ĕçĕ:
Челкаш, шартах сиксе, тискер кайӑкӑнни пек шикленнӗ куҫпа пӑхкаласа илчӗ.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Лешӗ, типшӗм, вӑрӑм, малалла ӳпӗнсе ларнӑскер, таҫталла вӗҫсе кайма хатӗрленнӗ кайӑк пек туйӑннӑ, тискер кайӑкӑнни пек курпун сӑмсине пӑркаласа, вӑл кимӗ умӗнчи тӗттӗме хурчка куҫӗпе пӑхнӑ, пӗр аллипе руль авринчен ҫатӑрласа тытнӑ, тепринпе — йӑл кулнӑ майӑн чалӑшакан ҫӳхе тутисем ҫинчи сиккеленекен мӑйӑхӗсене турткаласа пынӑ.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Чӑпарланма пуҫланӑ хура ҫӳҫӗ тӑрмаланса тӑнинчен тата тискер кайӑкӑн пек шӗвӗр пичӗ тӑртанса лӳчӗркеннинчен — вӑл тин ҫеҫ ҫывӑрса тӑни палӑрнӑ.
I сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Юлашки пӑхӑр сасӑ лӑплансан, ӗҫӗн тискер музыки йӑвашланать ӗнтӗ.Когда последний медный звук замер, дикая музыка труда уже звучала тише.
Челкаш // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Икӗ ҫын пӗр-пӗрне хирӗҫ тискер кайӑксем пекех пӑхса тӑраҫҫӗ, хӑйсем иккӗшӗ те питӗ лайӑх, маттур ҫынсем.Стоят два человека и зверями смотрят друг на друга, а оба такие хорошие, удалые люди.
Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.
Лойко тискер кайӑкла пӑхса илчӗ ун ҫине, анчах ним те чӗнмерӗ, — тӳссе ирттерчӗ йӗкӗт, малаллах юрлать.— Зверем посмотрел на нее Лойко, а ничего не сказал — стерпел парень и поет себе:
Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.
Мӗн эпӗ, ай темскерле тискер этем, е турра ӗненместӗп-и?
Хуйхӑ // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 46–55 стр.
Ӑшӑ кӑмӑллӑ мар, нихӑҫан та йӑл-л кулнине курма ҫук сана, ырӑ сӑмах каланине илтеймен санран, ҫынна хӗрхенме пӗлместӗн эс, тискер кайӑк пек…Неприветливый, никогда не улыбнешься, доброго слова не скажешь, немилостивый, словно зверь какой…
Арманта // Василий Алагер. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 34–45 стр.
Сӑн-сӑпачӗ те киревсӗр, ой, каснӑ-лартнӑ тискер кайӑк».
Ҫул ҫинче // Митта Петӗрӗ. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 3–10 стр.
Вӑл, чӗре хаваслӑхне хаклӑ йышши чулсен ялтӑркка ҫуталӑвӗнче, Египетӑн ырӑ шӑршӑллӑ сухӑрӗсен ароматӗнче, ҫӳхе пусмасен ачаш сӗртӗнӗвӗнче, сӗтеклӗ кӗвӗре, нинуансен тӗрӗсемпе эрешленӗ потирӗнчи выляса тӑракан йӑлтӑр-йӑлтӑр хӗрлӗ эрехӗн техӗмӗнче тупма пӗлекенскер, — лӑпкаса ҫупӑрлама юратнӑ вӑл ҫаплах арӑслансен хӑрамалла сивлек ҫилхисене, хура пантерӑсен пархӑтлӑ ҫурӑмӗсене, тумхаллӑ ҫамрӑк леопардсен ҫемҫе ура лапписене; юратнӑ тискер кайӑкссн мӗкӗрӗвне итлеме, вӗсен вӑйлӑ та илемле хусканӑвӗсене курса, вӗсен хаяр та вӗри сывлӑшӗн шӑршине туйса тӑма.
II сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Калама ҫук хӑватлӑ пулнӑ Соломонӑн чун-чӗре хистевлӗхӗ, ҫавна кура тискер кайӑксем те ним турткалашмасӑрах пӑхӑннӑ ӑна: вӑл хӑйсем пурӑнакан ҫурта килсе кӗрсен, арӑслансемпе тигрсем йӑпшӑнса йӑваланнӑ ун ури патӗнче, йӑпӑлтатса тути-ҫӑварӗпе сӑтӑрӑннӑ ун чӗркуҫҫийӗсем ҫумне, хӑйсен катрашкаллӑ чӗлхисемпе ҫуланӑ унӑн аллисене.
II сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
— Хӑнтӑла-пӗчӗк шапа, теҫҫӗ ӑна, ӳсентӑрансен чи тискер тӑшманӗ.
35-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Анчах та старик килӗшмен: выльӑхсене хӗрарӑмсемпе ачасем те хуса кайма пултараҫҫӗ, тесе шухӑшланӑ вӑл, мӗн пулсан та, арҫын-арҫынах, вӑрманти утма ҫулсемпе лаша ҫулӗсене пилӗк пӳрнене пӗлнӗ пекех пӗлсе тӑрать, пӑшалпа та начарах пемест, темиҫе теҫетке тискер нимӗҫе «леш тӗнчене» ӑсатма шухӑшлать.
24-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑрманта кайӑк-кӗшӗксемпе тискер кайӑксем вӑрҫӑчченхинчен ытларах пулни ҫинчен каласа пачӗҫ вӗсем.Дети рассказывали, что птиц и зверей в лесу стало больше, чем до войны.
23-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Тискер тӗттӗм каҫсенче миҫе хутчен кӑна пӗлӗтри ҫӑлтӑрсем пек ҫутатман-ши ҫав ачасен куҫӗсем унӑн ҫулне, миҫе хутчен кӑна ҫӑмӑллатман-ши вӗсем салтакӑн йывӑр ҫулне!
23-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ун патне Захар, карчӑкӗ вилнипе, тискер кайӑк пек пӗр-пӗччен пурӑнни, мӑнукне ҫав тери кӗтсе пурӑнни ҫинчен ҫырса пӗлтернӗччӗ.
7-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Африкӑран пил шӑмми, упӑтесем, турткӑшсемпе антилопсем кӳрсе тӑнӑ вӗсем; Египетран — ҫав тери чаплӑ эрешленӗ урапасем, Месопотамирен — чӗрӗ тигрсемпе арӑслансем, ҫавӑн пекех тискер кайӑк тирӗсем, Кувӑран — юр пек шурӑ лашасем; Парваимӑн ылттӑн хӑйӑрне ҫулталӑка ултҫӗр утмӑл талантлӑх; Офир ҫӗршывӗнчен — хӗрлӗ тата хура йывӑҫпа сандал йывӑҫне; ассурсемпе калахсен тӗлӗнмелле ӳкерчӗксемлӗ ула-чӑла кавирӗсене — Таглат-Пилеазар патшан юлташла парнисем; Ниневипе Нимрудран тата Саргонран — илемлӗ мозаика; Хатуартан — питӗ хитре тӗрӗллӗ пусма-таварсем; Тиртан — ылттӑн куркасам; Сидонран — тӗрлӗ тӗслӗ кӗленчесем; Баб-эль-Мандеб ҫывӑхӗнчи Пунтран — сайра тӗл пулакан ырӑ шӑршӑллӑ нард, алоэ, хӑмӑш, киннамон, шафран, амбра, мускус, стакти, халван, смирнӑпа латӑн, — ҫак хаклӑ япаласене хӑйсен аллине ҫавӑрса илессишӗн пӗр хут кӑна мар юнлӑ вӑрҫӑсем пуҫара-пуҫара янӑ Египет фараонӗсем.
I сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Вӑл ҫакна шута илмерӗ: Обломов Ильинскисен килӗнче ҫак тискер йӑлана маннӑ, тӳрккеслӗхпе сӗмсӗрлӗхрен йӗрӗнекен пулнӑ.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Вӑл калама ҫук юлхав, — каласа хучӗ инкӗшӗ: — ҫитменнине тискер ҫын тата, пирӗн пата виҫҫӗн-тӑваттӑн пухӑнсанах, вӑл тухса каятчӗ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫӗрле сӗм вӑрман варрине лекнӗ пек туйӑнчӗ, кашни йывӑҫ е тем ӑна хурах пек, вилнӗ ҫын пек, тискер кайӑк пек туйӑнса кӑйрӗ.Он очутился будто в лесу, ночью, когда в каждом кусте и дереве чудится разбойник, мертвец, зверь.
XVIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956