Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

утакан (тĕпĕ: ут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сӑнчӑрта тӑнӑскерсем шалчине кӑларса вӗҫерӗнсе тарнӑ та ӗне ҫавӑтса утакан арҫын хыҫҫӑн чупнӑ.

Стоявшие на привязи, вытащив колья, побежали за мужчиной, который вел корову.

«Элек саракансемех пулӑшу ыйтма килеҫҫӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.30, 25 (6118) №

Эпир пирӗн ентеш Мускавра иртекен парадра утакан салтаксем хушшинче пуласса маларах пӗлнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Мускаври Хӗрлӗ пдлощадьри парада хутшӑннӑ ентешсем // П.ЗАЙЦЕВ. «Каҫал Ен», 2016.05.06

12. Ҫавна курсассӑн Петр халӑха каланӑ: эй Израиль арӗсем! мӗншӗн эсир ҫакӑнтан тӗлӗнетӗр? мӗншӗн пирӗн ҫине эпир ӑна хамӑр хӑватпа е хамӑр таса пурӑннипе утакан тунӑ пек пӑхса тӑратӑр?

12. Увидев это, Петр сказал народу: мужи Израильские! что дивитесь сему, или что смотрите на нас, как будто бы мы своею силою или благочестием сделали то, что он ходит?

Ап ӗҫс 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Вӗсене патша ҫуралнӑ кун кашни уйӑхрах пусахласа-ирӗксӗрлесе йӗрӗхсене чӳк кӳнӗ ҫӗре иле-иле кайнӑ, Дионис уявӗнче вара иудейсене, плющ пуҫкӑшӑль тӑхӑнтартса, Дионис ячӗпелен савӑнӑҫлӑн утакан халӑхпа пӗрле пыма хистенӗ.

7. С тяжким принуждением водили их каждый месяц в день рождения царя на идольские жертвы, а на празднике Диониса принуждали Иудеев в плющевых венках идти в торжественном ходе в честь Диониса.

2 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Мана виҫӗ япала тӗлӗнтерет, тӑваттӑмӗшне те ӑнланмастӑп: 19. тӳпери ӑмӑрткайӑк ҫулне, ту хысакӗ ҫинчи ҫӗлен ҫулне, тинӗс варринчи карап ҫулне, хӗр патне утакан арҫын ҫулне.

18. Три вещи непостижимы для меня, и четырех я не понимаю: 19. пути орла на небе, пути змея на скале, пути корабля среди моря и пути мужчины к девице.

Ытар 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Сисместӗн те, ача малтан ӳкерчӗксене курса йӑл кулать, унтан юнашарах утакан аппӑш-тетӗшӗ ӑнлантарнипе кӗнеке содержанийӗпе, унӑн кӑсӑклӑхӗпе лайӑхлӑхӗ енне сулӑнать.

Куҫарса пулӑш

Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Паян вӑл —самана таппинчен юлмасӑр, малашлӑха шанчӑклӑн утакан кӗнекеҫӗ те.

Куҫарса пулӑш

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех