Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хальхи сăмах пирĕн базăра пур.
Хальхи (тĕпĕ: хальхи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Петӗр Хусанкай ҫырнӑ «Таня» поэмӑн пӗр сыпӑкне пӑхмасӑр вуласа панине хальхи пекех астӑватӑп.

Свое чтение наизусть отрывка из поэмы Петра Хузангая "Таня", как сейчас помню.

Шупашкар калаҫать // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Хальхи вӑхӑтра вӑл иккӗмӗш аслӑ пӗлӳ илет.

Куҫарса пулӑш

«Шикленсен те тӑвайккине хӑпаратчӗ» // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

«Эпир Чӑваш Енри пушар ӗҫӗн йӑли-йӗркине тивӗҫлипе хаклатпӑр тата тӗрлӗ енлӗн аталанма тӑрӑшатпӑр: пушар деповӗсене хальхи йышши техникӑпа пуянлататпӑр, ӑслӑлӑх-техника ҫӗнӗ ӗҫӗсемпе тата технологисемпе пушар сӳнтернӗ чухне усӑ куратпӑр. Сире пурне те уяв ячӗпе саламлатӑп, ӗҫрен киле яланах ырӑ-сывӑ таврӑнма сунатӑп», — терӗ Станислав Юрьевич.

Куҫарса пулӑш

Пушар хуралӗнче — чи хӑюллисем, хастаррисем // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Патриотлӑх тенӗрен, черетлӗ планеркӑн кун йӗркинче унпа ҫыхӑннӑ тепӗр ыйту та пулчӗ: Чӑваш Республикинче шкул ачисемпе ҫамрӑксен общество организацийӗсем хальхи вӑхӑтра еплерех аталанаҫҫӗ-ха? Ҫакӑн ҫинчен Чӑваш Республикин вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов тӗплӗн калаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксене ҫыхӑнтаракан юхӑм кирлех // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Патӑрьел районӗнчи Тӑрӑнта ҫуралса ӳснӗ, хальхи вӑхӑтра Лапсарта пурӑнакан Аркадий Никифорович Петров вӑрҫӑ мӗн иккенне кам та пулин каласа кӑтартнӑ е тӗрлӗ фильмпа литература тӑрӑх мар, хӑй фронтра малти линире пулнӑран питӗ лайӑх пӗлет.

Уроженец Батыревского района деревни Турун, ныне живущий в Лапсарах, Аркадий Никифорович Петров знает хорошо что такое война не понаслышке или по разным фильмам и литературе - он сам был на передовой линии фронта.

Аркадий Петров: Ҫара юрӑхсӑррине ҫирӗплетсен те вӑрҫа кайрӑм // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№

Аса илтеретпӗр, Чӑваш чӗлхи кунне республикӑра чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗн, паллӑ культура ӗҫченӗн, хальхи чӑваш ҫырулӑхне хатӗрлекенӗ Иван Яковлевич Яковлевӑн ҫуралнӑ кунӗнче палӑртаҫҫӗ.

Напомним, что День чувашского языка отмечается в республике в день рождения выдающегося деятеля культуры и просветителя чувашского народа, создателя современной чувашской письменности Ивана Яковлевича Яковлева.

Чӑваш чӗлхи кунне Чӗмпӗрте те палӑртнӑ // Николай Кондрашкин. http://chuvash.org/news/12214.html

Тӗллевӗ — пӗр-пӗрин опычӗпе паллашасси тата сиплевӗн хальхи мелӗсемпе практикӑра усӑ курасси.

Куҫарса пулӑш

Шупашкарта - ача-пӑча хирургӗсем // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Студент ҫулӗсенчех хӑйсен вузӗнчи чӑвашсен ентешлӗхне йӗркеленӗскер хальхи вӑхӑтра — Мускаври чӑвашсен наци-культура автономийӗ ҫумӗнчи ҫамрӑксен организацийӗн ертӳҫи.

Куҫарса пулӑш

Арҫын - тӗрев, мӑшӑрӗ - управҫӑ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Раҫҫей халӑхсен туслӑхӗн университетӗнче вӗреннӗскер хальхи вӑхӑтра асӑннӑ аслӑ шкулта аспирантурӑра ӑс пухать.

Куҫарса пулӑш

Арҫын - тӗрев, мӑшӑрӗ - управҫӑ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

— Спектакльсене хальхи вӑхӑтра драмкружока пӗтернӗ пирки таврапӗлӳ кружокне ҫӳрекен ачасемпе лартатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Арҫын - тӗрев, мӑшӑрӗ - управҫӑ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Хамӑр ялти клубра та лартнӑччӗ, — ҫамрӑклӑхне аса илчӗ ҫулӗпе улттӑмӗш теҫеткене те тултарса пыракан кил хуҫи, хальхи вӑхӑтра Кӑшавӑшри вӑтам шкул директорӗнче вӑй хуракан Геннадий Леонидович.

Куҫарса пулӑш

Арҫын - тӗрев, мӑшӑрӗ - управҫӑ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Хальхи шоу-бизнесра 3 уйӑх каялла палӑртса хунӑ спектакле кӑтартмасан та пултараҫҫӗ: «Манӑн корпоратива каймалла. Ҫӗр хут ытларах укҫа параҫҫӗ».

Теперешняя драная попса может отказаться от спектакля, который был запланирован за три месяца, сказать: «У меня корпоратив намечается. Дают в сто раз больше денег».

Станислав Садальский: «Взятка илекен тухтӑрсене питлеместӗп» // Ольга САБУРОВА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Хальхи пистерет кӑна ачана чӗлхерен.

Куҫарса пулӑш

Атнер ХУСАНКАЙ: Чӑваш пурнӑҫӗн хӑшпӗр моделӗ кивелнӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, ака, 22; 61-62№

«Хресчен сасси» ҫеҫ ан пӗттӗрччӗ, хальхи пекех, малашне те ял халӑхӗпе пӗрле пурӑнтӑрччӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑнӑҫу сана, хаҫатӑм! // Вера САВЕЛЬЕВА. «Хресчен сасси», 2016.04.21, 15№

Хальхи вӑхӑтра Шалти ӗҫсен министерствин Чулхулари академин тата Муркаш район чысне хӳтӗлекен Анатолий Кожевников 3-мӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Спорт хыпарӗсем // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2016.04.20

Нумай хваттерлӗ ҫуртсем таврашӗнче те хальхи вӑхӑтра тасамарлӑх чылай.

Куҫарса пулӑш

Пурте активлӑ хутшӑнар // В. ШАПОШНИКОВ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2016.04.20

Ҫак йышра хальхи вӑхӑтра тӗрлӗ шайра депутат тивӗҫӗсене пурнӑҫлакансем те - Алена Аршинова, Николай Малов, Леонид Черкесов, Ирина Клементьева, Николай Владимиров, Ильяс Калмыков - пур.

Куҫарса пулӑш

Хӑйӗн сӑмахӗшӗн яваплӑ // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Хальхи вӑхӑтра 13,1 млн. тенкӗ суммӑлӑх тепӗр икӗ ҫӗнӗ инвестици проекчӗпе малалла ӗҫлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑйтытӑмлӑх кунӗ иртрӗ // Н.ФЕДОРОВА, А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Хальхи вӑхӑтра коллективра 19 ҫын тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Пушарнӑйсемпе ҫӑлавҫӑсен уявӗнче // В.СМИРНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Хӑнасемпе ветерансем, хальхи вӑхӑтра ҫак канӑҫсӑр ӗҫре тӑрӑшакансем, ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем, шкул ачисем чи малтанах «Елчӗкри пушар чаҫне – 55 ҫул» фильмпа паллашрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пушарнӑйсемпе ҫӑлавҫӑсен уявӗнче // В.СМИРНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех