Шырав
Шырав ĕçĕ:
Штольц Ольга хыҫҫӑн тусем тӑрӑх ҫӳрерӗ, чӑнкӑ ҫырсене, шывсиккисене сӑнарӗ, пур ҫӗрте те ун куҫӗ умӗнчен Ольга каймарӗ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унӑн чавси питӗ хӑвӑрт ҫаврӑннине курса Обломовӑн куҫӗ шарса кайрӗ.и локоть ее так проворно описывал круги, что у Обломова рябило в глазах.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ниҫта та каймасан, Обломова вӑл ӗҫсене тӗрӗслеме, мужиксен юхӑннӑ пурнӑҫне вырӑнтан хускатма, тупӑшсем мӗн чухлӗ пулнине пӗлме, ҫӗнӗ ҫурт лартассине хӑй куҫӗ умӗнче йӗркелесе яма яла кайма хушать.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Чеелӗхӗн куҫӗ тӗтреллӗ: вӑл инҫетрине мар, сӑмса айӗнчине кӑна лайӑх курать, ҫавна пула та ыттисем валли лартнӑ таппа час-часах хӑй лекет.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ольга хӑй ӑшӗнче пытарма пултарайман туйӑмсене хальхи вӑхӑтра сӑнарланӑ тӗссемпе витнӗн, вӗсем ҫутҫанталӑкра улшӑнмасӑр тӑрасса ӗненнӗ тата таса кӑмӑллӑ та ним шухӑшсӑр юрама тӑрӑшса, хӑй тусӗн куҫӗ умне капӑр тумпа тухса тӑма васканӑ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл Ольга куҫӗ умӗнче чӑмларӗ, калаҫрӗ, ун куҫӗсем хӗвел пекех хӗртнине, шиклентернине, нервсене, юнне хускатнине пӗлсе, туйса ларчӗ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Куҫӗ паралич ҫапнӑ ҫынӑнни пекех курӑнчӗ.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫавнашкал кӑшкӑрни авторсене лекет — ҫак ят унӑн куҫӗ умӗнче нимле хисепе те тивӗҫлӗ мар; вӑл тата, ҫитменнине, ӗлӗк-авалхи ҫынсем евӗрлӗ, писательсене курайман йӑлана та хӑнӑхса ҫитнӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Амӑшӗ вара хӑй умне те, няньки умне те пӗр тӗллев лартать: ачана сывӑ ӳстермелле, вӑл шӑнса пӑсӑласран, унӑн куҫӗ йӑмӑхасран тата тӗрлӗ усал-тӗсел ересрен сыхламалла.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Нӳхрепре пултӑм, батюшка, — тет хӗрарӑм, чарӑнса тӑрса, аллине куҫӗ тӗлне тытса, чӳречерен пӑхса, — апата валли сӗт илме кайнӑччӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Календарь кӑтартнӑ пекех, март уйӑхӗнче ҫуркунне ҫитет, сӑртсем ҫинчен пӑтранчӑк шыв юхма тытӑнать, ҫӗр ӑшӑнса пӑспа мӑкӑрланма пуҫлать; хресчен кӗрӗк пиншакне хывса, кӗпе вӗҫҫӗн урама тухать, вара аллисене куҫӗ тӗлне тытать те чылайччен хӗвел ҫине савӑнса пӑхать, киленсе кайсах хулпуҫҫине сиктеркелет; унтан кулленхи ӗҫе хатӗрленсе, ӳпӗнтерсе хунӑ урапине пӗр туртинчен е тепӗр туртинчен тытса туртать, е сухапуҫне пӑхса тухса, урипе тапса илет.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Эпӗ тин ҫеҫ вара Олеся ҫак хушӑра хӑй те ырханланса кайнине уйӑрса илтӗм, куҫӗ таврашӗсене те унӑнне кӑвакрах сӗм ҫапнӑ.
X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Ун куҫӗ умӗнче пурнӑҫ икӗ пая уйрӑлнӑ: пӗри ӗҫпе кичемлӗхрен тӑнӑ — ӗҫ те, кичемлӗх те уншӑн пӗрех пулнӑ; тепри — канлӗхпе тӳлек савӑнӑҫ пулнӑ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Куҫӗ хупӑ, тути хуп-хура…
IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
1945 ҫулхи октябрӗн 26-мӗшӗнче Алексей Николаевич Крыловӑн куҫӗ яланлӑхах хупӑннӑ.
Вӑтӑр иккӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Хула урамӗсемпе утнӑ май Крылов куҫӗ умне вӑрҫӑ суранӗсем туха-туха тӑнӑ: ӑҫта килчӗ унта арканнӑ ҫуртсем, ишӗлчӗк куписем.Крылов увидел на улицах города еще не залеченные после войны раны.
Вӑтӑр иккӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Крылов куҫӗ умне Титов сӑнарӗ тухса тӑрать.
Вӑтӑр иккӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Парнесене чунтан тав туса йышӑннӑ май Крылов куҫӗ умӗнчен Тинӗс ҫар флочӗн пӗтӗм историйӗ, чапа тухнӑ карапсем, хӑюллӑ та паттӑр командирсемпе салтаксен сӑнӗсем шуса иртнӗ: хӑюллӑ брик «Меркурий», мӑнаҫлӑ «Варяг», тӑшмана парӑнман «Стерегущий», вилӗмсӗр «Потемкин», «Очаков», ҫапӑҫура хӑватлӑ броненосецсене ҫӗнтерме пултарнӑ пысӑках та мар «Константин».
Вӑтӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Крылов куҫӗ умне тӳрех ларма-тӑма пӗлмен, пуринпе те интересленекен талантлӑ инженер тухса тӑнӑ.Перед Крыловым живо встал образ подвижного, всегда всем интересующегося, талантливого инженера.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Ун куҫӗ умне уҫҫӑнах капмар дворец умӗнчи пысӑк площадь, строя тӑрса тухнӑ салтаксем, суранлӑ ҫынсем юн юхтарса выртни тухса тӑнӑ.
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.