Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыйтӑвне (тĕпĕ: ыйту) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шалу хӑйсем ӗмӗтленнӗ пек пысӑк пулмасан та пурӑнмалли вырӑн ыйтӑвне татса пани врачсене хавхалантарасса шанать пуҫлӑх.

Куҫарса пулӑш

Ялсенче кадр ыйтӑвӗ ҫав-ҫавах ҫивӗч // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Кадрсен ыйтӑвне вара татса памаллах — халӑха пахалӑхлӑ медицина пулӑшӑвӗ памалла вӗт.

Куҫарса пулӑш

Ялсенче кадр ыйтӑвӗ ҫав-ҫавах ҫивӗч // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Прокуратурӑна килнӗ пӗр ҫыннӑн ыйтӑвне те тимлемесӗр хӑвармаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫитменнисен прависене хӳтӗлесси те - тӗп вырӑнта // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

Пӑяв-вӗрен те чылай хатӗрленӗ, ял-йыш ыйтӑвне те тивӗҫтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Янаварӑм ман, янаварӑм, Эп сана йӗвентен ямарӑм... // Татьяна Борисова. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21

Граждансен коммерциллӗ мар пӗрлӗхӗнчи дача участокне ял хуҫалӑх ҫыравӗ ирттерме килнӗ Алина Пушкинӑна ӑшшӑн кӗтсе илчӗ вӑл, унӑн кашни ыйтӑвне туллин хуравларӗ тата хӑш ҫимӗҫ ӑҫта ҫитӗннине кӑтартса ҫӳрерӗ.

На даче гражданского некоммерческого общества он радушно встретил Алину Пушкину, проводившую сельскохозяйственную перепись, на каждый вопрос дал развернутый ответ, показал, где какие овощи растут.

Ялти йӗркелӗх - ҫӗршыври тӑнӑҫлӑх // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Халӑх ыйтӑвне туллин тивӗҫтерес тӗллевпе ҫакӑн йышши сывлӑх сыхлавӗн учрежденийӗсене 2017 ҫулччен тата 50 туса лартма йышӑннӑ.

С целью полностью удовлетворить запросы народа, принято до 2017 года построить еще 50 такого рода учреждений здравоохранения.

Элӗксен пысӑк савӑнӑҫӗ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.06.29

Чӑваш Енре тӑлӑхсен ыйтӑвне те ӑнӑҫлӑ татса пама тӑрӑшнине палӑртмалла.

Нужно заметить, что в Чувашии и вопрос сиротства стараются решить успешно.

Ачасен йышӗ ӳсет, тӑлӑхсен шучӗ чакать // Маргарита ИЛЬИНА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№

Вӗсен ыйтӑвне тивӗҫтерсе Мускавпа калаҫусем ирттеретӗп, пирӗн сигнала унта та кабель телекуравӗ урлӑ курмашкӑн ярса партарасшӑн эпӗ.

С желанием разрешить этот вопрос провожу переговоры с Москвой, хочу, чтобы и там люди могли увидеть наш сигнал по кабельному телевидению.

Юрий ГУРЬЯНОВ: Куллен вӗренекен ҫын кӑна ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тӑваять // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

«Праймериз кирлех. Пирӗн, суйлавҫӑсен, халӑх ырлӑхӗшӗн ӗҫлеме пултаракан кандидатшӑн сасӑлама тӑрӑшмалла», — ача садӗнче ӗҫлекен Анна Сабина журналистсен ыйтӑвне хаваспах хуравларӗ.

Куҫарса пулӑш

Малтанхи сасӑлав... // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Вӗсем йывӑрлӑха лекнӗ ҫыннӑн ыйтӑвне социаллӑ ӗҫченсем пек кӑна мар, психолог, педагог, юрист, социолог, медик пулса та уҫӑмлатмашкӑн май тупма пултарни, професси ӗҫӗ-хӗлӗнче ҫаврӑнӑҫулӑх кӑтартни обществӑри кӑткӑслӑха ҫемҫетме, вун-вун ҫыннӑн чӗринче шанчӑк хӗлхемне вӑй илме пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

Ырӑлӑх, чун ӑшши парнелекенсем // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Лешӗ унӑн ыйтӑвне тивӗҫтернӗ.

Он ее просьбу удовлетворил.

Хӗрне ашшӗшӗн тавӑрнӑ // Анна ВЕЛИГЖАНИНА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Черетре тӑракансен ыйтӑвне тивӗҫтерсе патшалӑх программине пурнӑҫласа кӑҫал Урмаелӗнчи, Комсомольскинчи, Тукай Мишерӗнчи ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗрсене ял ҫӗрӗсен шутне куҫарса, вӗсене нумай ачаллӑ ҫемьесене валеҫсе памалла.

Куҫарса пулӑш

Район ҫыннисемпе тӗл пулса ыйтусене уҫӑмлатнӑ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Тӗл пулӑва килнисенчен чылайӑшӗ хӑйӗн ыйтӑвне уҫса пачӗ, вӗсем те ҫитес вӑхӑтрах хуравӗсене тупӗҫ – кашнине ҫынсене майлӑ татса пама пулӑшассине министр хӑйӗн ҫине илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Министр сас-хурана сирчӗ // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА, ВЕРА ШУМИЛОВА, ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Пултаруллӑ почтальон хаҫат валеҫнисӗр пуҫне кашни уйӑхрах 4-мӗш числоран пуҫласа 24-мӗшӗччен тивӗҫлӗ канӑва кайнисене пенси укҫи валеҫет, вӗсен кашни ыйтӑвне ырӑ кӑмӑлпа йышӑнать, кунпа пӗрлех газпа электроэнергишӗн укҫа тӳлесе килсе парать, тӗрлӗрен кирлӗ тавар сутать.

Куҫарса пулӑш

Энтриялӗнчи хастар почтальон // З.РАЗУМОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Раҫҫей Президенчӗ ҫынсем хваттер тӑвас ӗҫе пая кӗнин ыйтӑвне те хускатнӑ, ку сферӑра йывӑрлӑх нумаййине пӗлтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн республика ӑнӑҫлӑ аталаннине палӑртнӑ // Ирина НИКОЛАЕВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Хӑшпӗр хула-районти ҫемьесен ыйтӑвне халичченех татса паманшӑн вырӑнти влаҫа ӳпкелесе пӗр сӑмах та калаймӑн, мӗншӗн тесен черетрисен пӗрремӗш пайӗ муниципалитет сӗннӗ лаптӑка инженери инфратытӑмӗ хывман пирки харпӑрлӑха илме килӗшмест, иккӗмӗшӗ пурӑнакан тӗлтен ҫывӑхра ҫӗр касса пама ыйтать.

Куҫарса пулӑш

Чылайӑшӗ никӗс те яман // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Пӗр муниципалитет йӗркеленӗвӗнчен теприне ҫӗр куҫарса, республика харпӑрлӑхӗнчи лаптӑксене вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсене парса чылай ҫемье ыйтӑвне татнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чылайӑшӗ никӗс те яман // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Хастарсен шухӑшӗпе экономика ыйтӑвне мала хурса Сергей Калашников социаллӑ тата культура ыйтӑвӗсене, наци факторне шута илмест.

По мнению активистов, выводя на передний план экономические вопросы Сергей Калашников не принимает в расчет социальные и культурные вопросы, национальный фактор.

«Ирӗклӗх» республика ертӳҫисене Мускав чиновникӗн сӑмахӗсене хак пама ыйтать // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/12235.html

Музыкант зала пухӑннӑ ентешӗсен нумай ыйтӑвне хаваспах хуравларӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑхӑтсӑр татӑлнӑ кӗвӗ // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Эпир республикӑра паянхи кун ыйтӑвне тивӗҫтерекен 100 фельдшерпа акушер пункчӗ тума сӑмах панӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Вырӑнти влаҫ - ял ҫыннисемшӗн чи ҫывӑххи // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех