Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каймаҫҫӗ (тĕпĕ: кай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Тем ку калаҫусем ман кӑмӑла каймаҫҫӗ, — шухӑшларӗ управляющие чӑтӑмлӑ итлесе ларакан Сергей.

«Что-то мне эти рассуждения не нравятся, — подумал Сергей, терпеливо слушая управляющего.

XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Анчах вӑл чи йӗркеллӗ козаксенех ҫавӑрма пӗлет (тӳррипе каласан, асӑрхаттарса хӑварни чӑрмантармӗ: козакӗсем хӑйсем ҫавӑн пекрех, хӗрарӑм хитришӗн хыпсах каймаҫҫӗ ӗнтӗ); ун патне голова та, Осип Никифорович дьяк та (паллах, хӑйӗн арӑмӗ килте ҫук чухне), Корний Чуб козак та, Касьян Свербыгуз козак та ҫӳрекеленӗ.

Однако ж она так умела причаровать к себе самых степенных козаков (которым, не мешает, между прочим, заметить, мало было нужды до красоты), что к ней хаживал и голова, и дьяк Осип Никифорович (конечно, если дьячихи не было дома), и козак Корний Чуб, и козак Касьян Свербыгуз.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Ача-пӑчасӑррисем пӗри те киле каймаҫҫӗ!

Те, что без детей, ни один не идут домой!

XX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Лена шухӑшӗпе халь, ял ҫывӑхра чух, салтаксем малалла, атакӑна каймалла ӗнтӗ, анчах вӗсем унталла каймаҫҫӗ, пӗр ҫӗре кӗпӗрленсе тӑраҫҫӗ, унтан тӗрлӗ еннелле чупса саланаҫҫӗ, темшӗн пӗр вӗҫӗмсӗр хир тӑрӑх хӗвӗшсе ҫӳреҫҫӗ, ӳкеҫҫӗ, хырӑмпа шӑваҫҫӗ…

Солдаты не бежали вперед, в атаку, что нужно было, по мнению Лены, делать сейчас, тем более, что деревня близко, а сходились кучками, затем разбегались в разные стороны, зачем-то без конца метались по полю, падали, ползли…

VIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Озеров ҫийӗнчех чухласа илчӗ: нимӗҫсем атакӑна малтан хӑйсем каймаҫҫӗ, хӑйсем умне вӗсем пирӗннисене, тыткӑна лекнӗ салтаксене кӑларса тӑратаҫҫӗ те хыҫалтан хӑваласа килеҫҫӗ, ун пек вӗсем час-часах тукалаҫҫӗ тенине Озеров пӗрре ҫеҫ мар илтнӗ.

И Озеров мгновенно догадался: немцы гонят перед собой наших пленных, Оезров не раз слышал, что они так делают.

XXV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Килти вак-тӗвек ӗҫсене вӗсем иккӗш те чӗнмесӗр тӑваҫҫӗ, хӑйсем патне килсе кӗнӗ ҫынсем мӗн тунине асӑрхасах каймаҫҫӗ.

Они молча справляли свои дела и редко обращали вимание на то, что делают пришлые люди.

IV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

— Шел, кун пек шӑрша пурте туйсах каймаҫҫӗ ҫав, уйрӑммӑнах инҫетрен… — терӗ вӑл.

— К сожалению, такой запах не все чувствуют, особенно на расстоянии.

XVII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫапла ҫав, йӗрки ҫавӑн пек халь: ашшӗ каланине итлесех каймаҫҫӗ ҫав кучухнехи ывӑлсем, арӑмӗсене ытларах итлеҫҫӗ.

Да вот, порядки нынче такие: сегодняшние сыновья не слушают, что говорят отцы, больше жен слушают.

VI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫав вӑхӑтрах, сӗтел хушшинчен тӑнӑ май: «Ҫапла, манпа кунта пит хисеплешсех каймаҫҫӗ. Мӗн тума кӑна сӗкӗнетӗп пулӗ эпӗ?» — шухӑшларӗ вӑл салхуллӑн.

В то же время, вставая из-за стола, он подумал уныло: «Да, со мной здесь не церемонятся. И только зачем я лезу?»

IV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Пӑлхарсем «карасевда» текен чирпе аптрасах каймаҫҫӗ пулас.

Болгары как будто не страдают присухой.

XXIII. Эмел // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Чимӗр-ха, Кандов господин, — ӑна хирӗҫ тӑчӗ Недкович, — сирӗн шухӑшӑра хисеплетӗп-ха эпӗ, анчах кунта вӗсем вырнаҫсах каймаҫҫӗ.

— Позвольте, господин Кандов, — возразил ему Недкович, — ваши взгляды уважаю и я, но здесь они неприменимы.

XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Петко Базуняк бая тытса каймаҫҫӗ ав.

Ведь не забрали же они Петко Базуняка?

VI. Ҫыру // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ман сӑмахсем сирӗн кӑмӑлӑра каймаҫҫӗ пулсан, каҫарма ыйтатӑп.

Если мои слова будут неприятны, прошу извинить их.

XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Халӗ идилли тенине килӗштерсех каймаҫҫӗ, эпӗ ӑна хам та пачах юратмастӑп, — уҫӑлса ҫӳреме юратман пекех, спаржӑна юратман пекех юратмастӑп эпӗ ӑна, — сахал-и вӑл эпӗ юратман япала, — пӗр ҫын пур тӗрлӗ апата та, пур тӗрлӗ йӑпанмаллисене те килӗштерме пултараймасть-ҫке-ха; анчах ҫав мана килӗшмен япаласем питӗ лайӑх япаласем пулнине, вӗсем нумай ҫынна килӗшнине е килӗшме пултарнине эпӗ пӗлетӗп.

Идиллия нынче не в моде, и я сам вовсе не люблю ее, то есть лично я не люблю, как не люблю гуляний, не люблю спаржи, — мало ли до чего я не охотник? ведь нельзя же одному человеку любить все блюда, все способы развлечений; но я знаю, что эти вещи, которые не по моему личному вкусу, очень хорошие вещи, что они по вкусу, или были бы по вкусу, гораздо большему числу людей.

XVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Е хӑш чухне Верочка ҫине пачах та пӑхмасть, ӑҫта лекнӗ, ҫавӑнталла пӑхать, е хӑш чухне ун ҫине ҫав тери тӳлеккӗн пӑхать, пӗр туйӑм та ҫук, курӑнсах тӑрать: Верочка ҫине вӑл сума сунӑран кӑна пӑхать, хӑй вӑл ҫураҫнӑ хӗрӗн парнисем ҫинчен шухӑшлать, — ун куҫӗсем Михаил Иванычӑнни пек хаваслӑн ҫуталса каймаҫҫӗ.

Или иной раз вовсе не глядит на Верочку, а так куда-нибудь глядит, куда случится, или иной раз глядит на нее, так просто в лицо ей глядит, да так бесчувственно, что сейчас видно: смотрит на нее только из учтивости, а сам думает о невестином приданом, — глаза у него не разгораются, как у Михаила Иваныча.

VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Халӗ ӗнтӗ вӗҫсе каймаҫҫӗ».

Теперь уже не улетят».

XXI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫумӑрпа тата вӑйлӑ ӳкнӗ сывлӑмпа нӳрелнӗ турпассем тивсе каймаҫҫӗ, хӗрарӑмӑн мекӗрленнипе хӗрелнӗ пичӗ ҫинелле тӗтӗм явӑна-явӑна хӑпарать, лапкан-лапкан сӑрӑ кӗл вӗҫет.

Влажные от дождя и обильно выпавшей росы щепки не загорались, в натужно багровое лицо женщины клубами бил дым, серыми хлопьями летела зола.

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Тупатпӑр, вӗсем ҫӗрле инҫете каймаҫҫӗ, — терӗ вӑл, тусанланнипе сӑрӑ тӗслӗ пулса кайнӑ тутӑрне пичӗ ҫинчен сирсе.

Сдвинув с лица серый от пыли платок, она сказала: — Найдем, они далеко не уходят ночью.

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Пӗлсех каймаҫҫӗ те, — калас мар тенӗ ҫӗртен ҫеҫ персе ячӗ Маша.

— Не очень еще знают, — уклончиво ответила Маша.

35-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Пулӑшакансем аптрасах каймаҫҫӗ.

— Да ничего помощники.

17-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех