Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Кунта сăмах пирĕн базăра пур.
Кунта (тĕпĕ: кунта) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Моторлӑ бот кунта кирлӗ те мар.

Моторный бот тут, конечно, ни при чём.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ватӑ ненец кунта нартӑ ҫине вырнаҫтарнӑ кимӗ курнӑ.

Здесь старый ненец нашёл лодку, поставленную на нарты.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кунта «Св. Марня шхуни» тесе ҫырнӑ.

Здесь написано: «Шхуна «Св. Мария».

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кунта «Св. Мария шхуни» тесе ҫырнӑ

Здесь написано: «шхуна Св. Мария»

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ак кунта вӑл!

Она здесь!..

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кунта, пусма ҫинче калаҫма юрамӗ-ши вара?

— А можно здесь, на лестнице?

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Пӗлетӗр-и, мӗскерӗ пур кунта, Сивцево-Вражека куҫма пултараймастӑп-ҫке эпӗ, унта ытарма ҫук пуласса пӗлсех тӑратӑп та-ха.

— Понимаешь, в чём дело… я не могу переехать на Сивцев-Вражек, хотя, конечно, я не отрицаю, что это было бы просто прекрасно.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Валя, чи малтанах эс пӗлнӗ пул, эпӗ кунта хам тӗллӗн ӑс тытнипе килтӗм, — терӗм эпӗ ҫилӗллӗ сасӑпа.

— Валя, во-первых, имей в виду, что я пришла по собственной инициативе, — начала я сердито.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мӗн тесен те кунта пурте пур — савӑт-сапа та сӗтел ҫитти те, кӗпе-йӗм те, пурте пур.

Вообще здесь всё есть — и посуда, и скатерти, бельё, всё.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫапла, инҫе ҫула тухса кайнӑ та шхуна, Архангельскри маяк ӑна ӑсату сигналне парать: «Ырӑ ҫул пултӑр, ӗмӗтӗр ҫиттӗр», тет, кунта вара, ҫыран хӗрринче тӑрса юлнисен хушшинче мӗн кӑна пуҫланмасть-ха, ах турӑ-ҫӑм!

И вот ушла в далёкое плавание шхуна, архангельский маяк послал ей вслед прощальный сигнал: «Счастливого плавания и достижений», и что же началось на берегу, боже мой!

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫакӑн пирки Иван Павловичпа калаҫаттӑмӑр та, эпӗ тӗрлӗрен хутсем пур тенӗ пек ӑнланнӑччӗ, кунта нимӗнле «хутсем» те ҫук, Петербургран Ҫӗпӗр ҫыранӗ хӗррипе Владивостока кайнӑ экспедици ҫинчен ҫырнӑ статьясемпе заметкӑсем кӑна иккен кунта.

Никаких «бумаг», как в разговоре с Иваном Павлычем я поняла это слово, тут не было, а были только статьи и заметки об экспедиции из Петербурга во Владивосток вдоль берегов Сибири.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Чӗркуҫҫийӗсем чӗтреҫҫӗ хӑйӗн, куҫне темиҫе хутчен хӑрушшӑн мӑчлаттаркаласа илчӗ, кунта эпӗ Ромашов ҫывӑрнӑ чух куҫне хупмасӑрах ҫывӑрать тесе Саня каласа кӑтартнине аса илтӗм.

У него дрожали колени, он несколько раз как-то странно прикрывал глаза, и я вспомнила, как Саня рассказывал, что он спит с открытыми глазами.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Сӑлтавсем нумайччӗ кунта.

Тут было много причин.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Миша, — терӗм эпӗ, вӑл тирпее кӗрсе, якалса, духисемпе сапӑнса килнӗ хыҫҫӑн, ҫӗнӗ кӑвак костюмпаччӗ хӑй, ӑна эпӗ курманччӗ-ха, — эпӗ кунта сирӗн пӗтӗм ҫырӑвӑрсене ответ пама килтӗм.

— Миша, — сказала я, когда он вернулся, причёсанный, надушённый и в новом синем костюме, который я ещё не видала, — я пришла, чтобы ответить на все ваши письма.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӗҫ кунта пачах та хӑй тӗрӗсси пирки пыманнине туйрӗ вӑл.

Он почувствовал, что дело совсем не в том, что он лично оказался прав.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Сире кунта эп ун ҫинчен каласа парасшӑн чӗнмен-ха.

Я пригласил вас не для этого разговора.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кунта вилнӗ ҫын та калаҫма тытӑннӑ пулӗччӗ-и тен, — терӗ вӑл нишлӗн сывласа, унтан шӗлепкине илме туртӑнчӗ.

– Здесь бы и мертвый, кажется, заговорил, – сказал он и, болезненно, часто дыша потянулся за шляпой.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Мана мӗншӗн чӗнтӗр кунта? — тесе ыйтрӗ вӑл.

– Зачем вы пригласили меня сюда? — спросил он.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кунта вара — шӗлепкине ӳкерчех вӑл.

Вот тут он уронил шляпу.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ҫак Ромашов кунта килнӗренпе, — терӗм эпӗ, — сехет ҫурӑ пулать, вӑл мана акӑ мӗн тума сӗнчӗ: пӗрремӗшӗ, эсир Татаринов капитанӑн экспедицине вӑрланӑ, иккӗмӗшӗ, хӑвӑр пурнӑҫӑрта тахҫан тата темӗн-темӗн туса хӑтланнӑ, вӗсем ҫинчен эсир анкетӑрсем ҫинче кӑтартмасӑр хӑваратӑр, Ромашов мана ҫавсем ҫинчен тӗрес кӑтартса паракан материалсене пӑхса тухма сӗнчӗ.

– Этот Ромашов, – продолжал я, – явился ко мне часа полтора тому назад и предложил следующее: он предложил мне воспользоваться доказательствами, из которых следует: во-первых, что вы обокрали экспедицию капитана Татаринова, а во-вторых, еще разные штуки, касающиеся вашего прошлого, о которых вы не упоминаете в анкетах.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех