Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑрӑшрӗҫ (тĕпĕ: тӑрӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем лачакара аран утса пыракан лаша ури сассисемпе пӗрле этем ури сассине илтме тӑрӑшрӗҫ, анчах та этем ури сассисем илтӗнмерӗҫ.

Они стараясь за хлопаньем разбитых копыт, которые лошадь с трудом вытаскивала из трясины, уловить звуки человеческих шагов, но человеческих шагов слышно не было.

13 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Томпа Гек кирек ӑҫта пырсан та пурте вӗсене хӑналама тӑрӑшрӗҫ, вӗсене пӑхса савӑнчӗҫ, темӗнле тӗлӗнмелле япала курнӑ пекех, вӗсем ҫине куҫӗсене чарса пӑхрӗҫ.

Куда бы ни пошли Том с Геком, за ними везде ухаживали, восхищались ими, глазели на них.

35-мӗш сыпӑк. Хисепе тивӗҫлӗ Гек вӑрӑ-хурахсен шайккине кӗрет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӗсем пӗр-пӗринпе тӗл пулмасӑр ҫӳреме тӑрӑшрӗҫ.

Они старательно избегали друг друга.

23-мӗш сыпӑк. Мефф Поттера ҫӑлни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Унӑн тантӑшӗсем вӑл ҫухалса ҫӳренине пӗлмӗш пулма тӑрӑшрӗҫ, анчах хӑйсен ӑшӗнче шутсӑрах кӗвӗҫсе асапланчӗҫ.

Его ровесники делали вид, будто он вовсе никуда не убегал, и все-таки их терзала зависть.

18-мӗш сыпӑк. Том хӑй курнӑ тӗлӗкӗ ҫинчен каласа кӑтартать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӗсем, ӗлӗк те темиҫе хутчен путвалран тутлӑ кукӑль е улма вӑрлакалани ҫинчен аса иле-иле, хӑйсене хӑйсем лӑплантарма тӑрӑшрӗҫ.

Они попробовали отделаться от своей совести, напомнив ей, что сотни раз таскали конфеты и яблоки.

13-мӗш сыпӑк. Пиратсен шайкки парӑссем карать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Арҫын ачасем вара ҫав тӗлӗшпе тӑрӑшмаллипех тӑрӑшрӗҫ: сывлӑшра ҫапӑҫу ҫинчен пӗлтерекен сасӑсем илтӗнсех тӑчӗҫ.

а мальчики старались так усердно, что стали слышны звуки затрещин.

4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫапла вӗсем кашни пӗрлӗхӗн проблемисене, ӗҫ майне пӗлме тӑрӑшрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Юлия Райнвайн: «закон маншӑн усӑллӑ пулчӗ» // Ирина Трифонова. «Сувар», 2019.05.30

Шкул столовӑйӗнче ӗҫлекенсем те нумай тӑрӑшрӗҫ.

И работники школьной столовой много старались.

Аваллӑха упраса — малашлӑха ӗненсе // Ермакова Надежда. https://chuvash.org/blogs/comments/4784.html

Кӑҫал уйрӑмах ҫак тренерсем ӑнӑҫлӑ тӑрӑшрӗҫ: В. Н. Григорьев (ирӗклӗ майпа кӗрешесси), А. Н. Данилов, В. В. Моисеев (ҫӑмӑл атлетика), П. М. Сергеев (йӗлтӗрпе чупасси), Л. С. Артемьев (каратэ), «Вольник» спорт клубӑн тренерсен бригади — Д. В. Григорьевпа Д. В. Максимов, Л. В. Павлов.

В этом году на славу потрудились следующие тренеры: В. Н. Григорьев (вольная борьба), А. Н. Данилов, В. В. Моисеев (легкая атлетика), П. М. Сергеев (лыжный бег), Л. С. Артемьев (каратэ), бригада тренеров спортивного клуба "Вольник" — Д. В. Григорьев с Д.В. Максимовым и Л. В Павлов.

Мӗн пур ҫынсен уявӗ // Ял пурнӑҫӗ. «Ял пурнӑҫӗ», 2009.08.07

Ачисене те пысӑк пӗлӳ пама тӑрӑшрӗҫ.

И детям старались дать высшее образование.

Ахӑрсамана // Валентина Тарават. http://chuvash.org/lib/haylav/3970.html

Ҫакна тӗпе хурса тӑрӑшрӗҫ те ӗнтӗ вожатӑйсемпе воспитательсем.

Куҫарса пулӑш

«Эткер» «Хӗлхемӗ» ялкӑшӗ яланах // Любовь КУДРЯВЦЕВА. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Тупӑшусенче тӑрӑшулӑх кӑтартрӗҫ вӗсем, малтисен ретне лекме тӑрӑшрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫирӗп ҫемье – ҫирӗп ҫӗршыв // АННА ФИЛИППОВА. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Пӗчӗккисем тӗссене те ас туса юлма тӑрӑшрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӳпери тӗрлӗ тӗс // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Вӗсем нумай тӑрӑшрӗҫ пулин те 17-ри Сергей Широбоков /Удмурт Республики/ пуринчен те вӑйлӑрах пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсемпе мордвасен тупӑшӑвӗ // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Аттепе анне пире, Сергей пиччепе иксӗмӗре, тарӑнрах пӗлӳ илме тивӗҫлӗ условисем туса парас тесе тӑрӑшрӗҫ пулӗ.

Наверное, родители хотели нам с братом Сергеем создать достойные условия для получения глубоких знаний.

Мал ӗмӗтлӗ Карина // Юрий МИХАЙЛОВ. «Урал сасси», 2016.06.22

Ял тӑрӑхӗсенче вара культура учрежденийӗсемпе ял тӑрӑх администрацийӗнче вӑй хуракансем, ытти хастар тавралӑха хӑтлӑх кӳрессишӗн тӑрӑшрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Намӑсланма пӗлсессӗн шанӑҫ пур-ха // ДЕОМИД ВАСИЛЬЕВ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Николай Иванов, Оксана Иванова, Сергей Николаев аслисемпе танах тӑрӑшрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Куракӑшсен ӗҫӗ пархатарлӑ та сӑваплӑ // Владислав АНТОНОВ. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.06

Тӑванлӑх ҫеҫки хушнипе ҫемьесем ӑру-тӑванлӑх сӑмахӗсен пӗлтерӗшне ӑнлантарма тӑрӑшрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Сурӑм шкулӗ чӑвашлӑха аталантаракан ҫемьесене палӑртрӗ // Алина. http://chuvash.org/news/12258.html

3. Эй шанчӑклӑ ӗҫтешӗм, сана та тархаслатӑп, пулӑшчӗ вӗсене, Ырӑ Хыпар сарнӑ чухне вӗсем манпа пӗрле, Климентпа пӗрле, манпа ӗҫлекенсемпе ыттисемпе пӗрле те тӑрӑшрӗҫ, ӗнтӗ вӗсен ячӗсене чӗрӗлӗх кӗнекине ҫырса хунӑ.

3. Ей, прошу и тебя, искренний сотрудник, помогай им, подвизавшимся в благовествовании вместе со мною и с Климентом и с прочими сотрудниками моими, которых имена - в книге жизни.

Флп 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Эпӗ каларӑм: «Манран анчах хӑра, вӗрентнине тӑнла!» терӗм, ҫапла тусассӑн унӑн ҫурчӗ пӗтместчӗ, Эпӗ ун валли хунӑ айӑп ҫитместчӗ ӑна; анчах вӗсем хӑйсен пӗтӗм ӗҫне ҫине тӑрсах пӑсма тӑрӑшрӗҫ.

7. Я говорил: «бойся только Меня, принимай наставление!» и не будет истреблено жилище его, и не постигнет его зло, какое Я постановил о нем; а они прилежно старались портить все свои действия.

Соф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех