Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑлтавне (тĕпĕ: сӑлтав) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Давыдов хӑй кирлӗ мар ҫӗртен мӗншӗн кулнин сӑлтавне ӑнлантарса пама тӑчӗ:

Давыдов сделал неловкую попытку объяснить причину своей неуместной веселости:

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кӗсрене йӗри-тавра пӑхса ҫаврӑнсан тин вӑл ҫак выльӑх мӗншӗн кун пекех тӗлӗнмелле хӑвӑрт ырханланса кайнин сӑлтавне тупать: кӗсрен, шуйттан пӗлет-и мӗнле, пӗр аяккинелле намӑссӑррӑн пӑрса хунӑ мунчала хӳри айӗнчен, шӑхӑрса та чашкӑрса, ирсӗр шӑршлӑ сывлӑшпа шӗвӗ тислӗк пӗрчисем сирпӗнсе тухаҫҫӗ.

Только обойдя вокруг кобылки, он обнаружил причину столь невероятного по быстроте исхудания: из-под мочалистого кобыльего хвоста, откинутого черт знает как бессовестно — на сторону и вверх, — со свистом, с шипением вырывались спертый воздух и жидкие брызги помета.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Давыдов ҫынсем мӗншӗн кулнин сӑлтавне ыйтса пӗлме шутларӗ кӑначчӗ, ҫав вӑхӑтра сасӑсен шӑв-шавне Любишкин кӑшкӑрса ҫӗнтерчӗ:

Давыдов только хотел спросить у него о причине смеха, как Любишкин перекричал гул голосов:

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Ярса паракан пулсан сӑлтавне никам та ыйтса тӑмасть.

— На халяву даже трезвенники пьют.

Ванчӑк чӳрече // Денис Гордеев. «Халӑх шкулӗ – Народная школа» №5/2019 стр. 56-60

Инкек сӑлтавне прокуратура та тӗрӗслеме тытӑннӑ.

Причину происшествия начала проверять и прокуратура.

Троллейбус водительне административлӑ майпа явап тыттарӗҫ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/23382.html

Чӑн та, Штольц ун умӗнче хӑйӗн пӗр-пӗр шухӑшне каласа е чунне уҫса панӑ чух унӑн куҫӗсем йӑлкӑшаҫҫӗ; вӑл ӑна ытарайми пӑхать, анчах мӗншӗн ҫапла пӑхни яланах паллӑ; хӑш чухне сӑлтавне те хӑех пӗлтерет вӑл.

Правда, глаза ее горят, когда он развивает какую-нибудь идею или обнажает душу перед ней; она обливает его лучами взгляда, но всегда видно, за что; иногда сама же она говорит и причину.

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вӑл Ольга кӗтмен ҫӗртен тарӑхнине ҫеҫ курчӗ, сӑлтавне асӑрхамарӗ.

Он видел только внезапную досаду и не видал причины.

VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ҫумӑр ҫунӑ чухне вӑл зонтикне сарать, урӑхла каласан, хуйхӑ-суйхӑ иртиччен тертленет, ӑна та пулин пуҫне усмасӑр, хыттӑн тарӑхса, мӑнаҫлӑн тата «кирек мӗнле тертӗн сӑлтавӗ те хамран килет» тенӗ пек, тӳсӗмлӗн чӑтса ирттерет, инкек сӑлтавне, сӑхмана ют пӑтана ҫакнӑ пек, ыттисем ҫине йӑвантармасть.

Он распускал зонтик, пока шел дождь, то есть страдал, пока длилась скорбь, да и страдал без робкой покорности, а больше с досадой, с гордостью, и переносил терпеливо только потому, что причину всякого страдания приписывал самому себе, а не вешал, как кафтан, на чужой гвоздь.

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ҫапла вӑл сӑлтавне тупса ҫитереймерӗ; чӗлхи те, тути те, ҫур сӑмахрах чарӑнчӗҫ, ҫаплипех хускалми пулчӗҫ.

Так он и не додумался до причины; язык и губы мгновенно замерли на полуслове и остались, как были, полуоткрыты.

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Пирвайхи икӗ сӑлтавӗ пирки тавлашма та пулать-ха, анчах, питех кирлӗ пулсан, вӑл виҫҫӗмӗш сӑлтавне калать те, вара унпа кирек мӗнле хирӗҫни те усӑсӑр, вӑл пурпӗрех айӑпсӑр пулса юлать.

В первых двух случаях еще можно было спорить с ним, но когда он, в крайности, вооружался последним аргументом, то уже всякое противоречие было бесполезно, и он оставался правым без апелляции.

VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Тепӗр чухне Обломов хӑйне никам ҫӗнтерейми темле ҫарпуҫӗ вырӑнне шутлама юратать; ҫав ҫарпуҫӗ умӗнче Наполеон ҫеҫ мар, Еруслан Лазаревич та ниме тӑмасть; вӑл вӑрҫӑ тата ун сӑлтавне шухӑшласа кӑларать: унӑн, тӗслӗхрен, Африкӑри халӑх Европӑна капланса килет, е вӑл ҫӗнӗрен хӗрес похочӗсем тӑвать те вӑрҫӑ вӑрҫма тытӑнать, халӑхсен шӑпине татса парать, хуласене аркатать, ҫынсене каҫарать, асаплантарса вӗлерет, ырӑ кӑмӑллӑ паттӑрла ӗҫсем тӑвать.

Он любит вообразить себя иногда каким-нибудь непобедимым полководцем, перед которым не только Наполеон, но и Еруслан Лазаревич ничего не значит; выдумает войну и причину ее: у него хлынут, например, народы из Африки в Европу, или устроит он новые крестовые походы и воюет, решает участь народов, разоряет города, щадит, казнит, оказывает подвиги добра и великодушия.

VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Паллах, Илья Ильичӑн яла кайса тупӑшсем хуллен-хулленех чакса пынин сӑлтавне вырӑнта шыраса тупмалла пулнӑ.

Ясно, что Илье Ильичу надо было самому съездить туда и на месте разыскать причину постепенного уменьшения доходов.

VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Халь ӑнланатӑп ӗнтӗ сӑлтавне.

Теперь-то я понимаю.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Ҫакӑн сӑлтавне эпир малтанах ӑнланса илеймен, пӗчӗк утрав ҫине пӗчченех тӑрса юлнипе, хамӑра хамӑр тӗнчерен татӑккӑн туйнипе ҫак каҫ пире ҫакнашкал илемсӗр курӑнчӗ пуль, терӗмӗр.

Сперва мы еще не понимали, почему, может быть, лишь потому, что мы были отрезаны на маленьком островке и чувствовали себя заброшенными всеми?

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Даша инке мана курсанах ахлатса ячӗ, судья вара: «Кун пек сӑн-питшӗн судпа айӑпламалла», терӗ, Вӑл: «Ответ тытакан мӗншӗн начарланнин сӑлтавне тупасшӑн пӗтӗм вӑя хурӑп» тесе хушса хучӗ.

Тетя Даша разохалась, увидев меня, а судья объявил, что за такой вид нужно отвечать в судебном порядке и что он «примет все меры, чтобы выяснить причины, по коим ответчик потерял равновесие духа».

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ ҫав карттӑ тӑрӑх ӗнтӗ «Св. Мария» шхуна мӗншӗн пӗтнин сӑлтавне тӗпӗ-йӗрӗпех вуласа илтӗм.

по которой я успел уже прочитать все подробности гибели шхуны «Св. Мария», — подробности,

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пугачевпа лешӗ пӗр ҫынах пулнине ӗненсе, эпӗ вӑл мана хӑтарнин сӑлтавне ӑнлантӑм.

Я удостоверился, что Пугачев и он были одно и то же лицо, и понял тогда причину пощады, мне оказанной.

Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Казак ыйхинчен вӑранчӗ; эпӗ тумтир тӑхӑнса ларнине асӑрхасан питех те тӗлӗнчӗ вӑл, ҫапах та ӑна сӑлтавне каласа памарӑм.

Казак мой был очень удивлен, когда, проснувшись, увидел меня совсем одетого; я ему, однако ж, не сказал причины.

Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Вӑл мӗн пирки ҫапла пулнин сӑлтавне пӗлесшӗн пулнӑ.

Он хотел узнать тому причину.

Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Леночка унӑн пичӗ ҫинчи куҫҫуль тумламӗсене хӑйӗн пӗчӗк тутрипе шӑлса типӗтрӗ те, ҫак куҫҫулӗн сӑлтавне хӑйне майлӑ ӑнланчӗ пулас, носилкӑна йӑтса пыракансене вӑл хулленрех утма хушрӗ.

Маленьким платочком Леночка утерла с его лица слезы и, по-своему истолковав их, приказала носильщикам идти потише.

18 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех