Шырав
Шырав ĕçĕ:
4. Кам ӑҫта пурӑннине пӑхмасӑр, вырӑнти ҫынсем вӗсене ылтӑнпа кӗмӗл тата ытти пурлӑх, выльӑх-чӗрлӗх паччӑр, Иерусалимри Турӑ Ҫурчӗ валли ырӑ кӑмӑлтан пурлӑх парса пулӑшчӑр, тет.
1 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Фараона ылтӑнпа кӗмӗл парса тӑнӑ: фараон хушнипе ҫӗршыв кӗмӗл пама тытӑнсан, Нехао фараона хырҫӑ тӳлемешкӗн пуҫлӑхсем ҫӗр халӑхӗнчен ылтӑнпа кӗмӗл ыйтса тӑнӑ].
2 Ҫулс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Израиль патши Иоас вара Амасияна — Иудея патшине, Иоахаз ывӑлӗн Иоасӑн ывӑлне — Вефсамисра ярса тытнӑ та Иерусалима илсе пынӑ; унта вӑл Иерусалим хӳмине Ефрем хапхинчен пуҫласа кӗтесри хапха патне ҫити тӑватҫӗр чике тӑршшӗ аркатса тухнӑ; 24. вара Турӑ Ҫуртӗнче, Овед-Эдом управҫӑ аллинче пулнӑ мӗнпур ылтӑнпа кӗмӗле, мӗнпур савӑт-сапана тата патша керменӗнчи хаклӑ пурлӑха илсе, салука илнӗ ҫынсене хӑваласа Самарие таврӑннӑ.
2 Ҫулс 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Аса Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗпе патша керменӗн мул управӑшӗсенчен ылтӑнпа кӗмӗл илсе тухнӑ та ҫакна Дамаскра пурӑнакан Сири патши Венадад патне ӑсатнӑ, ӑна ҫапла калама хушнӑ: 3. ман аттемпе сан аҫу килӗштерсе пурӑннӑ пек, санпа ман хушшӑмӑрта та килӗшӳ пултӑр; акӑ эпӗ сана ылтӑнпа кӗмӗл ярса паратӑп: кай та Израиль патшипе Ваасапа тунӑ килӗшӗвне пӑрахӑҫла, ҫапла вӑл манран хӑптӑр, тенӗ.
2 Ҫулс 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ҫавӑн чухне патша Иерусалимра [ылтӑнпа] кӗмӗле [ахаль] чулпа пӗр хака ӳкернӗ, кедр йывӑҫне вара, питех те нумаййине кура, айлӑмсенче ӳсекен сикомора йывӑҫӗпе пӗр хака хӑварнӑ.
2 Ҫулс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Соломон патшанӑн ӗҫмелли савӑчӗсем пурте ылтӑн пулнӑ, ҫавӑн пекех Ливан йывӑҫӗнчен лартнӑ ҫуртри мӗнпур савӑт-сапа та таса ылтӑнран пулнӑ; Соломон вӑхӑтӗнче кӗмӗл ниме те тӑман: 21. патша карапӗсем Хирам тарҫисемпе пӗрле Фарсиса ҫӳренӗ, вӗсем унтан виҫӗ ҫулта пӗрре таврӑнса ылтӑнпа кӗмӗл, сӑлан шӑмми тата упӑтесемпе турткӑшсем иле-иле килнӗ.
2 Ҫулс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Тата вӑл сӑлан шӑмминчен пысӑк кӑна аслӑ пукан тутарнӑ, ӑна таса ылтӑнпа виттернӗ; 18. аслӑ пукан патне улӑхма ултӑ картлашка пулнӑ, аслӑ пукан умӗнче ылтӑн ура сакки, ларкӑчӑн икӗ енӗнче чавса тӗревӗсем пулнӑ, вӗсемпе юнашар икӗ арӑслан кӗлетки тӑнӑ; 19. тата унта ултӑ картлашка ҫинче, икӗ енче те, вуникӗ арӑслан кӗлетки тӑнӑ.
2 Ҫулс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Кунсӑр пуҫне Соломона элчӗсемпе купсасем те, Арави ҫӗршывӗн пур патшипе ҫӗр пуҫлӑхӗсем те ылтӑнпа кӗмӗл парса тӑнӑ.
2 Ҫулс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Савея ҫӗрӗн майра патши, Соломон мухтавӗ ҫинчен илтсе, ӑна тупмалли юмахсемпе сӑнаса пӑхмашкӑн Иерусалима килнӗ; вӑл питӗ пысӑк пуянлӑхпа ҫитнӗ: тӗвесем ҫине ырӑ шӑршӑлӑх, темӗн чухлӗ ылтӑнпа хаклӑ йышши чул тиенӗ пулнӑ.
2 Ҫулс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вара вӑл хӑйӗн ашшӗ Давид мӗн халалласа хӑварнине илсе пынӑ, ылтӑнпа кӗмӗле, ытти мӗнпур япалана та Турӑ Ҫурчӗн мул управӑшне хывнӑ.
2 Ҫулс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗме икӗ херувим туса лартнӑ, вӗсене касса кӑларнӑ, ылтӑнпа сӑрнӑ.10. И сделал он во Святом Святых двух херувимов резной работы и покрыл их золотом.
2 Ҫулс 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫӳлти пӳлӗмсене те ылтӑнпа витнӗ.
2 Ҫулс 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗм тунӑ: унӑн тӑршшӗ, Ҫурт сарлакӑшне кура, ҫирӗм чике пулнӑ, сарлакӑшӗ те ҫирӗм чике пулнӑ; ӑна чи лайӑх ултҫӗр талант ылтӑнпа сӑрнӑ.
2 Ҫулс 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫурта, пӗренесене, алӑк пусахисемпе Ҫурт енӗсене, [чӳречесене,] алӑксене ылтӑнпа сӑрланӑ, Ҫурт енӗсем ҫине херувимсем каса-каса кӑларнӑ.
2 Ҫулс 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Тӗп Ҫурта, кипарис йывӑҫӗпе сӑрса, чи лайӑх ылтӑнпа виттернӗ, ҫиелтен пальмӑпа вӑчӑра ӗлкисем ӳкерсе тухнӑ.
2 Ҫулс 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ӑна шалтан таса ылтӑнпа виттернӗ.
2 Ҫулс 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Апла эпӗ сана Хирам-Авие, ӑслӑ та пӗлӳллӗ ҫынна, ярса паратӑп, 14. вӑл Дан йӑхӗнчен тухнӑ хӗрарӑм ывӑлӗ, ашшӗ вара — Тир ҫынни; вӑл ылтӑнпа кӗмӗлтен, пӑхӑртан, тимӗртен, чулпа йывӑҫран, хӗрхӗлтӗм тӗслӗ, кӑвак тӗслӗ ҫипрен, виссонран, йӑм хӗрлӗ пиртен япаласем ӑсталама пӗлет, тем тӗрлӗ чӗнтӗрлесе касса кӑларма та ӑста, хӑвӑн ӳнерҫӳсемпе тата Давид хуҫамӑн, санӑн аҫун, ӳнерҫисемпе пӗрле мӗн тума хушнине пурне те тума пултарать.
2 Ҫулс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Тата патша Иерусалимра ылтӑнпа кӗмӗле [ахаль] чулпа пӗр хака ӳкернӗ, кедр йывӑҫне вара, питӗ нумаййине кура, айлӑмсенчи сикомор йывӑҫӗпе пӗр хака хӑварнӑ.
2 Ҫулс 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Фараона Иоаким ылтӑн-кӗмӗл парса тӑнӑ: фараона кӗмӗлпе тивӗҫтерсе тӑрас тесе, хура халӑха хырҫӑ тӳлеттернӗ, ҫавна фараона парса тӑнӑ; кашни ҫыннӑн хӑйӗн пайне, ылтӑнпа кӗмӗл, тӳлемелле пулнӑ, патша вара ҫакна Нехао фараона парса тӑнӑ.
4 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Аса патша Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн мул управӑшӗнче тата патша керменӗн мул управӑшӗнче юлнӑ пӗтӗм ылтӑн-кӗмӗле илнӗ те ҫакна хӑйӗн тарҫисен аллине панӑ, вара вӗсене Дамаскра пурӑнакан Сири патши Венадад патне — Хезион ывӑлӗн Тавримонӑн ывӑлӗ патне — янӑ, ӑна ҫапла калама хушнӑ: 19. ман аттемпе сан аҫу килӗштерсе пурӑннӑ пек, санпа ман хушшӑмӑрта та килӗшӳ пултӑр; акӑ эпӗ сана парне, ылтӑнпа кӗмӗл, ярса паратӑп; Израиль патшипе Ваасапа тунӑ килӗшӗве пӑрахӑҫла, ҫапла вӑл манран хӑптӑр, тенӗ.
3 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.