Шырав
Шырав ĕçĕ:
Лешсен учӗсем те капӑр иккен: йӗвенӗсене те, йӗнерӗсене те ылтӑнпа эрешлене.
IX // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Ӗнерхи ӗҫкӗ-ҫикӗ хыҫҫӑн Бурульбаш час вӑранаймарӗ, вӑрансан вара, кӗтесри сак ҫине ларчӗ те тин ҫеҫ улӑштарса илнӗ ҫӗнӗ хӗҫне, турккӑ хӗҫне хӑйрама тытӑнчӗ, пани Катерина пурҫӑн алшӑллине ылтӑнпа тӗрлеме пуҫларӗ.
III // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Тепӗр пӳлӗмре сасӑсем илтӗнчӗҫ, атласран ҫӗлетнӗ вӑрӑм хӳреллӗ кӗпе тӑхӑннӑ дамӑсемпе ылтӑнпа тӗрленӗ сӑхманлӑ придворнӑйсем кӗрсе тулсан вара, тимӗрҫӗн куҫ-пуҫӗ алчӑрасах кайрӗ.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Ылтӑнпа тӗрленӗ мундир тӑхӑннӑ генералсем пурте, унччен мӑнаҫлӑнрах уткаласа ҫӳрекенскерсем, хыпӑнса ӳкрӗҫ, лешне пуҫ тая-тая илеҫҫӗ, вӑл мӗн те пулин каласса, е кӑшт та пулин хускаласса кӗтсех тӑраҫҫӗ тейӗн, вӑл мӗн хушнине ҫавӑнтах чупса кайса тума хатӗр ӗнтӗ.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Залра ылтӑнпа тӗрленӗ мундир тӑхӑннӑ темиҫе генерал кӗпӗрленсе тӑраҫҫӗ.В зале толпилось несколько генералов в шитых золотом мундирах.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Ах, илемлӗ-ҫке! ылтӑнпа эрешленӗ!
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Янкӑр тӑрӑ кантӑксем витӗр пӳлӗмри ылтӑнпа эрешленӗ япаласем курӑнаҫҫӗ.
V. Шыв пики // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Ылтӑнпа тӗрлесе эрешленӗ тумтир тӑхӑннӑ теҫҫӗ ӑна, мӑйӑхлӑ-имӗш, хӗҫпе, шпорсемпе ҫӳрет иккен, кӗсйисем, пӗчӗкҫӗ хутаҫӗнчи тенкисем шӑнкӑртатнӑ пирки ӗнтӗ, шӑнкӑрав пек янӑраҫҫӗ.
Пӗр чиркӳри дьяк пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Кӑштах пӗшкӗннӗ пек те ҫав куҫхаршисем, унӑн таса куҫӗсенчен пӑхаҫҫӗ пек; пӗчӗкҫеҫ тутине ӗнтӗ, вӑл вӑхӑтри ҫамрӑксем ун ҫине пӑхса тутисене ҫулакаласа илнӗ, юриех, шӑпчӑк юрри шӑрантарма тесех тунӑ тейӗн; ҫӳҫӗ вара ҫӑхан ҫунатти пек хура, ҫамрӑк йӗтӗн пек ҫемҫе (ун чух хӗрсем ҫӳҫӗсене тӗрлӗ тӗслӗ ҫинҫе хӑюсем яра-яра пӗчӗкҫӗ ҫивӗтсем туман-ха), илемлӗн кӑтраланса анать те вӑл ылтӑнпа тӗрлесе эрешленӗ кунтушӗ ҫине выртать.
Пӗр чиркӳри дьяк пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Кунта, ҫӗнӗ вырӑнта, Хӗвеланӑҫӗнчи фронтӑн командующийӗ, арми генералӗ Жуков, ылтӑнпа ерешленӗ гварди ялавне хӑй аллипе Бородин дивизине пачӗ.
IX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Сӑрт айнех тенӗ пек чупса ансан, вӑл тӑрук чарӑнса тӑчӗ те, ун пуҫӗ тӗлӗнче хӗп-хӗрлӗ ҫуначӗсене ҫӳлелле хӑпартнӑ пек, полкӑн ылтӑнпа эрешленӗ ялавӗ вӗлкӗшсе хӑпарчӗ.
XI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Акӑ халӗ каютӑра куҫӑма пӗр пӗчӗк шкап курӑнса кайрӗ; шкапӑн икӗ ещӗк; пӗринче виҫӗ бритва, пӗр хачӑ тата вуннӑ ытла лайӑх ҫӗҫӗсемпе вилкӑсем тупрӑм; тепринче укҫа сиксе тухрӗ, вӗсенчен хӑшпӗрисем — Европӑра ҫӳрекен, теприсем — Бразилире ҫӳрекен ылтӑнпа кӗмӗл укҫасем, пӗтӗмпе вӑтӑр ултӑ кӗрепенкке стерлинг таран пухӑнчӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Ӑна Улӑп тӑпри пӳлсе тӑрать, анчах хӗвелӗ, ҫутине пӗтӗм тӗнче ҫине сапасшӑн тӑрӑшса, пайӑркисене ҫине тӑрсах тӗрлӗ еннелле сапалать, тӗнче хӗррине ылтӑнпа витет.
IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Ылтӑнпа пӗтӗм тӗнчене туянма пулать. Вӑл Болгарие хӑтармашкӑн та кирлӗ. Юн тӑкӑнать, пин те пин пурнӑҫ татӑлать, ҫакӑ та ҫитмест иккен-ха — укҫа кирлӗ…
XI. Викентий // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Анӑҫ енче кӑна пӗчӗк пӗлӗт татӑкӗсем таҫтан ҫӳлтен ылтӑнпа кӑшалланса хӗвеле савса кулатчӗҫ.Только на западе несколько облачков с золотой кромкой еще улыбались солнцу с поднебесной высоты.
XV. Кӗтмен тӗл пулу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Акӑ тинех ун юлашки ҫути те Стара-планина тӑвӗн ҫӳллӗ тӑррисене ылтӑнпа сӑрса тухрӗ те сӳнчӗ.Но вот угасли его последние лучи, позолотив высокие пики Стара-планины.
XV. Кӗтмен тӗл пулу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Хӗвел шӑп кӑна ҫӳле хӑпарса ҫитнӗ, ун ҫути, ешӗл ҫулҫӑ хушшипе сӑрхӑнса, ӗшнене ылтӑнпа ҫуса тухнӑ пек чӑпарлатать.
XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Стенасем ҫине вӑрӑм чӑпӑклӑ та янтар чӑпӑклӑ чӗлӗмсем ҫакса янӑ, пуҫӗсене вӗсенне ылтӑнпа сӑрланӑ; вӗсемпе халь тинех усӑ курмаҫҫӗ, илем вырӑнне кӑна тытаҫҫӗ.
IV. Каллех Марко патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Аллисемпе урисенче унӑн ылтӑнран тунӑ йывӑр сулӑсем, мӑйӗсенче — перлсемпе коралсенчен ылтӑнпа эрешлетсе тунӑ йывӑр мӑя.
1 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
«Сулахая ҫаврӑн, сылтӑма ҫаврӑн, пӗр утӑм малалла, пӗр утӑм каялла, ҫакӑнта ылтӑнпа кӗмӗл савӑчӗ выртать».
Йӑлтӑр ҫутӑ // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67–76 стр.