Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗрсех (тĕпĕ: хӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Карта леш енче сигнал памалли трубапа кӑшкӑртнӑ сасӑ илтӗннӗ чух вӑйӑ хӗрсех пыратчӗ.

Игра была в самом разгаре, когда за оградой раздался резкий звук сигнальной трубы.

Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.

— Самӑрланать терӗҫ ҫав, — тесе ҫирӗплетрӗ хӗрсех ҫитнӗ Жиган.

— Обжирается, — подтвердил Жиган, у которого язык заработал, как мельница.

3 // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 3–53 с.

Аркадий вилнӗ амӑшӗ ҫинчен хӗрсех калаҫма пуҫларӗ.

Аркадий с жаром заговорил о покойнице.

XVI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

— Ӗҫе хӗрсех тытӑннӑччӗ те, епле интереслӗ организаци тунӑ иккен те… кунта акӑ…

— Так горячо взялись за дело, такую интересную организацию создали… а тут…

V сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

— Пионерсен чӑн сӑмахне калатӑп, — терӗ ҫинҫерех сасӑ, анчах вӑл хӗрсех калаҫрӗ, — куртӑм вӗсене!

Другой, тонкий, ответил негромко, но горячо: — Честное пионерское, видел!

Шурӑ йӗкехӳре // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34–46 с.

Лейтенант ура ҫине тӑрса пуҫ тайрӗ, ҫывӑрса кайнӑ поручик ҫине хушӑран пӗрре ним тума пултарайман пек пӑхса илсе, Григорие туслӑн ҫурӑмӗнчен лӑпкарӗ, хӗрсех темскер калаҫрӗ.

Лейтенант встал, поклонился, оживленно заговорил, время от времени беспомощно поглядывая на уснувшего поручика, дружелюбно похлопывая Григория по спине.

XIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӑл хӗрсех тем ҫинчен сӑмахлакан ординарецсем еннелле ҫаврӑнса пӑхрӗ, хыттӑнрах калаҫма тытӑнчӗ:

Он оглянулся на ординарцев, что-то оживленно обсуждавших, заговорил громче:

X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Анчах никам та тухмарӗ, тап-таса шӑлнӑ картиш тӑрӑх шурӑ кӑвакалсем кӑна, хӑйсен чӗлхипе темскер ҫинчен хӗрсех калаҫса, тайкаланса ҫӳреҫҫӗ тата чӳрече янаххи ҫинче, йӑм-хӗрлӗ кӑпӑш чечексем хушшинче, сӑрӑ кушак ҫӑвӑнса ларать.

Но никто не появлялся, лишь по чисто подметенному двору ходили вперевалочку белые утки и о чем-то оживленно разговаривали на своем утином языке да на подоконнике среди ярко-красных махровых цветов сидел и умывался серый кот.

9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Лайӑх мар капла, хамӑр хӗрсех калаҫатпӑр, пӗр-пӗрне пӗлместпӗр!

А то неудобно как-то, идет принципиальный разговор, а мы друг друга еще не знаем!

7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫерҫисем ҫеҫ, ҫумӑра сиссе, сарай ҫунаттисемпе тип ҫапӑ куписем ҫинче хӗрсех чӗликлетеҫҫӗ.

Одни воробьи, словно перед дождем, оживленно чирикали под застрехами сараев и на залежах хвороста-сушника.

LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Сӑрланӑ тавричански урапа патӗнче кӗрнек пӳ-силлӗ, кӑвак куҫ харшиллӗ старик, — сӑнӗпе те, хӑйне ҫиллессӗн тытнинчен те пӑхӑр авӑрлӑ атаман туйине пӗр ҫул мар туяласа ҫӳренӗ хутор атаманӗ пек туйӑнаканскер — хӗрсех калаҫать:

Около раскрашенной тавричанской брички ораторствует статный седобровый старик, по виду и властным замашкам — хуторской атаман, не один год носивший атаманскую насеку с медным надвершием:

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорий лашине уттарса кайрӗ, казаксем ҫул ҫине тапраннӑ хушӑра хӗрсех тавлашма пуҫланине илтрӗ.

Григорий поехал и, отъезжая, слышал, как между казаками возгорался спор.

LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Анчах Гришака асатте хӗрсех малалла калаҫрӗ:

Но дед Гришака с горячностью продолжал:

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Чӑнах та, Чир казакӗсенчен пӗри повстанецсен командующийӗн приказне хӗрсех хӳтӗлеме тӑчӗ:

Впрочем, один из чирцев горячо поддерживал приказ командующего повстанческими силами.

XXXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Иван Алексеевич тепӗр вунӑ минут пулӗ калаҫрӗ, хӑйӗн ыйтӑвӗ ҫине хуравлас вырӑнне Штокман хӗрсех харлаттарнине илтрӗ те тинех тавҫӑрса илчӗ, пыра килсе капланнӑ ӳслӗке чарма хӑтланнипе куҫҫулӗ тухиччен хӗрелсе кайнӑскер, чӗрне вӗҫҫӗн утса пӳртрен тухрӗ.

А Иван Алексеевич еще минут десять продолжал говорить, опомнился, когда на вопрос Штокман ответил храпком, и вышел, ступая на цыпочках, багровея до слез в попытках удержать рвущийся из горла кашель.

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Бинокль витӗр Григорий хӗрлӗармеецсем кӗреҫесемпе хӗрсех окопсем чавнине курчӗ.

В бинокль Григорий видел, как красноармейцы заработали лопатками, окапываясь.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫав вӑхӑтра вара тылра, станицӑсемпе хуторсенче, хӗрсех тырӑ вырчӗҫ.

А в это время в тылу, по станицам и хуторам, шла уборка хлебов.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тепӗр икӗ ҫамрӑк хӗрарӑмӗ — Эрхип кинӗсем; вӗсем чикмек картлашки тӑрӑх хӑмӑшпа капӑрлатса витнӗ пӳрт вителӗкӗн ҫунатти айнех улӑхса тӑнӑ, — хӗрсех шуратаҫҫӗ.

Остальные, две молоденькие бабенки — снохи Архипа, забравшись по лестницам под самую камышовую крышу, крытую нарядно, под корешок, — белили.

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӗсем Кутеповпа иккӗшӗ хӗрсех тем пирки тавлашаҫҫӗ.

Он о чем-то спорил с Кутеповым.

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Сергей Тимофеевич, — хӗрсех калаҫма пуҫларӗ Кривцов, — эсӗ пирӗн патӑрта пулнӑранпа шухӑшсем ҫисех яраҫҫӗ мана…

— Сергей Тимофеевич, с той поры, как ты побывал у нас, загрызли меня думки…

XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех