Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тирӗ (тĕпĕ: тир) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Уйӑн ури тупанӗсем шурӑ, тӑм илнӗ пулас; ҫан-ҫурӑмӗ ҫине хӗрлӗ-хура пӑнчӑсем персе тухнӑ, вырӑнӗ-вырӑнӗпе тирӗ сӗвӗннӗ.

Ступни его ног, прихваченные морозом, были белые, а спина и бока в черно-багровых пятнах, местами кожа сползла.

Пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Йӗнер чӗнне хытӑ туртса ҫыхнипе вырӑн-вырӑнпа лашан тирӗ ҫаралса юлнӑ, юнланса пӗтнӗ.

Круп коня был туго стянут ремнями седла, шерсть местами слезла, обнажив кровавые ссадины.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Эсир хӑвӑрах кайран: лашана хӗрарӑма шанса патӑмӑр, акӑ курӑр, унран тирӗ кӑна тӑрса юлнӑ, тейӗр…

Вы же сами потом скажете: доверили бабе коня — один навоз от него остался…

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Вилӗ тискер кайӑкӑн тирӗ вӑрӑм та хытӑ шӑртлӑ.

Мертвый зверь был весь покрыт длинной жесткой шерстью.

Хӑрушлӑха ҫӗнтерни // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 73–85 с.

Тилӗ самӑр пулсан унӑн тирӗ те лайӑх.

Потому, если шуба на лисице хороша, — значит, лисица сыта ходит.

Йӗр тӑрӑх // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 73–85 с.

Сӑмахран, тилӗ ҫинчен: пӑхатӑн ун йӗрне тинкеререх, вӑл ама е аҫа иккенне пӗлме пулать, вӑл ҫамрӑк е ватӑ пулнине, унӑн тирӗ лайӑххипе начаррине пӗлме пулать.

Про ту же лисицу: поглядишь зорко на след и уж знаешь, самец или самка, молодая или старая, хороша на ней шуба или плоха.

Йӗр тӑрӑх // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 73–85 с.

Упа тирӗ ӑшӗнче ӑшӑ, ҫапла вӑл ҫывӑрса кайрӗ.

Тепло в медвежьей шкуре, охотник заснул.

Икӗ сунарҫӑ ҫинчен // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 28–31 с.

Унӑн тирӗ те ытти тирсенчен хаклӑ тӑрать.

И шкура их сто́ит дороже всех других мехов.

Хура тилӗ // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 19–20 с.

Пӗлетӗр-и, харпӑр хӑй тирӗ пирки ыйту тӑрсан, кирек мӗн тума та питех вӑтанмастӑн.

Знаете ли, когда стоит вопрос о собственной шкуре — в выборе средств не особенно стесняешься.

XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хӗрарӑм пӑхать те, хыҫалта, ҫурӑмӗ ҫинче тирӗ ҫук тет, ӳпки-пӗверӗсем ҫаплах курӑнса тӑраҫҫӗ тет.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫатни, вӗре ҫӗлен тата ытти те // Евгений Андреев. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 20 стр.

Енчен-енне пама пуҫласан, ҫут тӗнче те сурӑх тирӗ пекех курӑнӗ.

Пинков надает, свет в овчинку покажется.

10 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Чӑн-чӑн этем тирӗ ӑшне кӗрсе ларнӑ кашкӑр!

Истый бирюк в человечьей коже!

LXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унӑн шурса кайнӑ ҫаврака ҫамки ҫине, тарпа йӑлтӑртатакан ҫӳхе кимӗрчеклӗ сӑмси ҫине тусан вӗҫе-вӗҫе ларать, анчах хӑй пӗрехмай урине пӗр-пӗр ӑшӑ япалапа кӗптеме тилмӗрет, ҫамки ҫинчи тарне шӑммипе тирӗ кӑна юлнӑ шӑнӑрлӑ аллипе сӑтӑрса ятлаҫать:

На выпуклый бледный лоб его, на тонкий хрящеватый нос, поблескивающий испариной, садилась пыль, но он все время просил укутать ему ноги чем-нибудь теплым и, вытирая пот со лба костистой, жилистой рукой, ругался:

LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унӑн шурӑ мӑйӑхлӑ пичӗ ҫинчи ӳчӗ ҫилпе кушӑрхаса сӗвӗннӗ, ҫурхи хӗвел ӗнтсе янӑ мӑйӑхӗпе куҫ харшийӗсем тилӗ тирӗ пек хӗрлӗрех саррӑн курӑнаҫҫӗ.

На белоусом лице его кожа была вышелушена ветрами, усы и брови, припаленные вешним солнцем, отсвечивали лисьей рыжиной.

LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тавракурӑмпа пӗрлешсе кайса, таҫта лере, инҫетре, шурӑ така тирӗ пек пӗлӗтсем ҫӗр ҫийӗн хумлӑн-хумлӑн ҫилхеленсе сарӑлнӑ.

Смыкаясь с горизонтом, там, вдалеке, огромным волнистым покровом распростерлись над землей белые барашковые облака.

XXXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кӗсрен ҫӳхе тирӗ айӗнчи кашни шӑнӑрӗпе юн тымарӗ сиккелесе выляҫҫӗ.

Под тонкой кожей кобылицы играли и двигались каждая связка и жилка.

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Телейлӗреххисем иккӗшӗ пулеметчик чӗрҫине хӑпарса ларнӑ; лешӗ граммофон йӗкине ҫавӑрман хушӑра кӗҫӗнреххин тирӗ виселеннӗ, сивӗпе тата виҫесӗр телейпе йӗпеннӗ сӑмсине алсишӗпе тӑрӑшса та сивлеккӗн шӑла-шӑла пычӗ.

Двое счастливейших сидели на коленях у пулеметчика, и тот в перерывах, когда не крутил ручки, заботливо и сурово вытирал варежкой младшему парнишке облупленный, мокрый от мороза и великого счастья нос.

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Мишка, ӑна аякра сӑнанӑ май, ӑйӑрӑн ҫӳхе тирӗ айӗнче шӑнӑрсен тӗвви сӳрӗккӗн сиккипеле выляканӗ курчӗ, Бахарь вара ӑна ҫав кӗсрене, хӑй ваттине кура, шанчӑк хывмасӑр хытӑ хуйхӑрса юратнӑ пек туйӑнчӗ.

Мишка смотрел на него со стороны, видел, как под тонкой кожей жеребца вяло играют связки мускулов, и ему казалось, что Бахарь любит эту кобылицу по-старчески безнадежно крепко и грустно.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫеҫенхир тӑрӑх кӑлкан куҫа йӑмӑхтармалла йӑлтӑртатать, тӗве тирӗ тӗслӗ вӗри курӑк йӑсӑрланать; хӑлат, ҫунаттисене чалӑштарса, сенкер тӳпере ярӑнать, — аялта, курӑк тӑрӑх, унӑн пысӑк мӗлки сасӑсӑр шуса иртет.

По степи слепяще, неотразимо сияет ковыль, дымится бурая, верблюжьей окраски, горячая трава; коршун, кренясь, плывет в голубом внизу, по траве, неслышно скользит его огромная тень.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Садри улмуҫҫисем айӗнче — тигр тирӗ пек сарӑ йӑрӑмлӑ мӗлкесем; утар шӑршипе шӑрӑхра типсе кайнӑ ҫӗр шӑрши кӗрет.

В саду под яблонями — тигровые пятнистые тени, пахнет пчельником, выгоревшей землей.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех