Шырав
Шырав ĕçĕ:
13. Мелхола вара кил йӗрӗхне илнӗ те ӑна Давид вырӑнӗ ҫине хунӑ, пуҫ вӗҫне качака тирӗ хунӑ, ҫиелтен тумтирпе витнӗ.
1 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Священник камӑн та пулин пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнине кӳрет пулсассӑн, ҫав пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парненӗн тирӗ священника хӑйне пулать; 9. кӑмакара пӗҫернӗ кирек хӑш тырӑ-пулӑ парни те, чӳлмекре е ҫатма ҫинче хатӗрленӗ кирек хӑш ҫимӗҫ те ҫав парнене кӳрекен священника пулать; 10. йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ е типӗлле кӳрекен кирек хӑш тырӑ-пулӑ парни те Ааронӑн мӗнпур ывӑлне пулать: вӑл пӗрне те, тепӗрне те тивӗҫлӗ.
Лев 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.