Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пай сăмах пирĕн базăра пур.
пай (тĕпĕ: пай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Июлӗн вунпиллӗкмӗшӗнче ҫырӑва пай управляющийӗсен советӗнче пӑхса тухаҫҫӗ.

Пятнадцатого июля письмо было рассмотрено советом управляющих отделами.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Ҫыннисем, пӗр пай выльӑхӗ канал тума юлаҫҫӗ, ытти лавсемпе йывӑҫ илсе килес тетпӗр.

— Люди и часть худобы останутся на канале, а на остальных подводах думаем забрать лес.

XV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Агрофирма ӗҫӗ-хӗлӗпе ҫак кунсенче район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — АПК организацийӗсемпе ҫыхӑнса ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗ Сергей Михайлов тата районӑн тӗп агрономӗ Валерий Долгов паллашнӑ, хуҫалӑх ӗҫне пысӑк хак панӑ.

С работой агрофирмы в эти дни ознакомились заместитель главы районной администрации — руководитель отдела по работе организациями АПК Сергей Михайлов и главный агроном района Валерий Долгов и высоко оценили деятельность хозяйство.

Ҫур аки ҫывхарать, хире тухма хатӗр-и? // Антонина Тямина. http://kanashen.ru/2020/02/07/c%d1%83%d1 ... 80-%d0%b8/

Хӑйӗн казак пай ҫӗрӗпе сутӑн илнӗ ҫӗр ҫинче табунсем тытнӑ, ҫын аллипе тырӑ акнӑ, хӗллепе кӗркунне акар-йытӑсемпе сунара ҫӳренӗ тата, хушӑран, шурӑ пӳлӗме питӗрӗнсе ларса, эрни-эрнипе ӗҫсе пурӑннӑ.

Держал на своей казачьей паевой и купленной земле табуны, сеял — чужими руками — хлеб, зимой и осенью охотился с борзыми, изредка, запираясь в белом зале, пил неделями.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Отряда ӑҫтан кам килнипе Пятышев сахал интересленнӗ иккен, — вӑл отряд чапӗпе хытӑ хӗпӗртенӗ тата ҫак чапра хӑйӗн те пай пурри ҫинчен шухӑшланипе киленсе пурӑннӑ.

Оказалось, что Пятышев мало интересовался тем, откуда и кто шел в отряд, — он сгорал от восторга за славу отряда и искренне наслаждался мыслью, что в этой славе есть и его доля.

XVI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Пай ҫӑкӑрла, э?

На пайку хлеба, а?

VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Вӗренӳ ҫинчен пӗр уйрӑм пай ҫырнӑ.

— Один раздел отведен учебе.

XXVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Хӑйӗн «Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем» романӑн пӗрремӗш пай пуҫламӑшӗнче С. Бабаевский, электростанцине туса пӗтернипе кӑмӑлӗ тулни Сергей Тутаринова малалла пӑхма чӑрмантарнине кӑтартса парать.

Куҫарса пулӑш

Семен Бабаевский // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 5–6 с.

Вӗсене ҫак ӗҫ вӑрттӑнлӑхне, кӑткӑслӑхне ку системӑра нумай ӗҫленӗ В.Петров пай начальникӗ, А.Васильева тӗп казначей, А.Павлова тӗп бухгалтер-тӗп казначей, Т.Димитриева аслӑ казначей, Л.Короткова секретарь-машинистка хӑнӑхтарса вӗрентсе хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Патшалӑх пуянлӑхӗ – патшалӑх хыснинчен килет // А.НИКОЛАЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/3595-patshal ... chen-kilet

Пай начальникӗ И.Никонорова палӑртнӑ тӑрӑх, коллектив хӑйсен умне лартнӑ тӗллеве пурнӑҫлассишӗн туслӑн тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Патшалӑх пуянлӑхӗ – патшалӑх хыснинчен килет // А.НИКОЛАЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/3595-patshal ... chen-kilet

Пӗчӗк коллектив пысӑк ӗҫ тӑвать тесен пӗрре те йӑнӑшмастӑп пулӗ: кунта пай начальникӗ И.Никонорова, ертсе пыракан специалист-эксперт И.Федорова, аслӑ казначей О.Димитриева, 1 разрядлӑ специалистсем Е.Александрова, А.Алиева, А.Волкова ӗҫлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Патшалӑх пуянлӑхӗ – патшалӑх хыснинчен килет // А.НИКОЛАЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/3595-patshal ... chen-kilet

Официаллӑ пай яваплӑ ҫынсем хӗрлӗ хӑйӑва касса ФАПсем уҫӑлнине пӗлтернипе вӗҫленчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрмар районӗнче икӗ ФАП уҫӑлчӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/3525-v-rmar- ... -fap-u-lch

Унта ЧР строительствӑпа архитектура тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн пӗрремӗш заместителӗ В.Максимов, ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин «Фармация» патшалӑх унитари предприятин генеральнӑй директорӗ О.Казарина, ЧР ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗн заместителӗ Н.Косулин, Вӑрмар район пуҫлӑхӗ М.Пуклаков, райадминистраци пуҫлӑхӗ А.Васильев, райадминистрацин пай начальникӗсем тата ытти яваплӑ ҫынсем хутшӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрмар районӗнче икӗ ФАП уҫӑлчӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/3525-v-rmar- ... -fap-u-lch

Манӑн савнӑскерӗм, эпир вӗт сирӗнпелен — шӑпах ҫав икӗ пай; пирӗн мӗнпурӗ пӗр: юратни те, юратманни те, шухӑшсем те, тӗлӗксем те, кӑмӑл-туртӑм та.

Дорогой мой, ведь мы с вами — эти две половинки; у нас все общее: и любимое, и нелюбимое, и мысли, и сны, и желания.

XIV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Ҫак икӗ пай пӗр-пӗринпе темле аташтармалла пеклӗрех тӑвӑр та кукӑркаланчӑк коридорпа ҫыхӑннӑ; кашни кукӑр тепринпе алӑкпала пӗрлешет, ҫапла майпа вара пӗчӗк-пӗчӗк пӳлӗмсен речӗ пулса каять, вӗсем буфет, бильярднӑй, карточнӑй, малти пӳлӗмпе хӗрарӑмсен тирпейленмелли пӳлӗмӗ шутланаҫҫӗ.

Эти две половины были связаны между собою чем-то вроде запутанного, узкого, коленчатого коридора; каждое колено соединялось с другими дверями, и таким образом получился ряд крошечных комнатушек, которые служили — буфетом, бильярдной, карточной, передней и дамской уборной.

VIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Вӑл-аршӑна хулӑ пек авкаласа хуҫса, темиҫе пай туса хучӗ.

Аршин он тоже разломал на части, как ломают деревянный прутик.

XXVII. Тӗпчесе пӗлни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Трагедилле пай пуҫланать иккен! — прокурор хулпуҫҫисене хутлаткаласа илчӗ.

— Трагическое действие начинается! — прокурор пожал плечами.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

И. А. Гончаров произведенийӗсене халиччен чӑвашла куҫарман, тесен те юрать («Обломов тӗлӗкӗ» сыпӑкран ҫеҫ пӗр пӗчӗк пай куҫарнӑччӗ), ҫавӑнпа «Обломова» пӗтӗмпех чӑвашла куҫарса кӑларни пысӑк ӗҫ шутланать.

Куҫарса пулӑш

И. А. Гончаровӑн паллӑ романӗ чӑвашла // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Адмиралтейство арки витӗр тухсан Крылов сылтӑмалла пӑрӑнчӗ те компассемпе ӗҫлекен пай вырнаҫнӑ ҫурта кӗчӗ.

Пройдя под аркой Адмиралтейства, Крылов повернул направо и вошел в здание, где помещалась компасная часть.

Вуннӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Ӗнтӗ дирижёр, тӳсеймесӗр кӑшт ҫеҫ хыҫалалла пӑхса, патакне сулса ячӗ, иккӗмӗш пай тапранчӗ.

А дирижер, нетерпеливо оглянувшись на зал, уже взмахнул палочкой, и началась вторая часть.

14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех