Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫак халиччен туйман савӑнӑҫа та шиклӗхе вӑл, Сергей аллинчен тытса, авӑнса тӑракан пусма тӑрӑх самолет ӑшне утса кӗрсен тата ытларах туйса илчӗ; унта вӑл тӗксӗмрех ҫутӑра юнашар ларакан шурӑ креслӑсене курчӗ, ҫакӑнтах, креслӑсем патӗнчех, — пӗчӗк чатӑрпа карнӑ пӗчӗк чӳречесем.
XVII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫыран хӗрринче, юханшыв урлӑшӗпех кукӑртарах пӗчӗк шыв сикки шавласа выртакан вырӑнта, вӑрӑм та йышлӑ туратлӑ шур хӑва ӳсет, унӑн туни ҫутӑ-сӑрӑ, шатрашка, хуппин ҫурӑкӗсем хушшинче пысӑк пуҫлӑ, сарӑрах тӗслӗ кӑткӑсем ту хушшинчи пек ҫӳреҫҫӗ, Никифор Васильевич шӑпах ӗнтӗ ҫак шур хӑва умӗнче шухӑша кайса ларма юратать; ачашшӑн шавласа юхакан шыв хӗрринче ларнӑ чухне кашнинчех вӑл хӑй пӗр ҫуркунне утрав ҫине килнине, вара станицӑран касса килнӗ шур хӑван пӗчӗк тураттине ҫыран хӗрне чиксе лартнине аса илет.
XV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫав пӗчӗк сарайра мӗн пуррине старик пӗлмен, ыйтма та вӑтаннӑ, анчах унӑн ҫивӗч куҫӗ пӗчӗк сарайран йӗтем патнелле виҫӗ резина вӗрен тӑсӑлса выртнине курнӑ.
XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Озеров хайхи пӗчӗк вӑрмана, хӑй унта тыткӑна лекнӗ нимӗҫе мӗнле тӗпченине, тӗксӗм хупӑллӑ пӗчӗк ҫӑка айӗнче ҫисе пӗтереймен лапша котелокӗ ларнине тата Андрей хӑйӗн аллисене епле чӗтретсе тӑнине аса илчӗ те ура ҫине тӑрса, пит витӗмлӗн каларӗ:
V // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Вӑл сӗтел патӗнче ларать, нумайччен йывӑр чирлесе выртнӑ пек, хӑйӗн темле лапчӑнса ларнӑн туйӑнакан пӗчӗк сарӑ пуҫне хӑюсӑррӑн ҫавӑркалать, — пулаҫҫӗ вӗт-ха ҫавӑн пек кавӑнсем, пӗр-пӗр карта хушшинче хӗсӗнсе ӳснӗ пирки вӗсем лапчӑкрах та пӗчӗкрех пулаҫҫӗ.
XX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Мӗскӗн тӑрнана сасартӑках ҫав тери хӗрхенчӗ вӑл, Костя хӑйсен Кама хӗрринче ларакан пӗчӗк ялне, ашшӗ-амӑшне, пӗчӗк йӑмӑкӗсене тата лӑстӑркка хыр айӗнче ларакан тӑван килне аса илчӗ.
XVIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Пӗчӗк сӑртсемпе ҫӳлӗрех вырӑнсене, уйрӑммӑнах вӑрман ӳссе ларнӑ вырӑнсене, куҫпа пӑхса уйӑрма пулать, анчах ланкашкасемпе пӗчӗк чӑнкӑ ҫырсем вара пӗртте палӑрмаҫҫӗ.
V // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Пӗчӗк чӑрӑш тункатисемпе хурӑн тункатисем хушшине кукленсе ларнӑ-мӗн те вӑл, тин ҫеҫ тӑкӑннӑ ҫулҫӑпа хупланнӑ пӗчӗк ҫеҫ шыв лупашки хӗрринче хӑйӗн хуралнӑ котелокне вӑрманти хӑях тӗркипе тасатса ларать-мӗн.
XII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Шыв илнӗ ҫӗрте пӗчӗк утрава упраса хӑварнӑ пек, хӑй килӗнчи юратнӑ пӗчӗк тӗнчене пур майпа та упраса хӑварма тӑрӑшнӑ вӑл.Он всячески отстаивал, как островок в половодье, любимый мирок своего двора.
III // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Пурте шӑп пулчӗҫ, амӑшӗн чӗрҫи ҫинче ёлка ҫинчи пӗчӗк лампӑсене куҫ илмесӗр ларакан пӗчӗк Оля Лазарева ҫеҫ урисене сулласа, кӗлисемпе пукана шаккани илтӗнет.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ун ҫине пӗчӗк хӗрлӗ ялавсем, украинкӑсен Нина панӑ мӑйҫыххисене ҫаксан, турачӗсене Володя Дубининӑн трофейлӑ пӗчӗк ламписене ҫакнӑ проводасемпе явса тухсан, чи ҫӳле чӑн-чӑн красноармеец ҫӑлтӑрне ҫирӗплетсе лартсан, кунтан лайӑхрах ёлка тӗнчере урӑх нихҫан та пулман, терӗҫ пурте.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Унӑн куҫӗ умне ҫӳхе кустӑрмасем, ҫӳҫ пӗрчи пек ҫинҫе хурҫӑ пралуксем, пӗчӗкҫеҫӗ шӑллӑ урапасем, ӑслӑ шухӑшласа кӑларнӑ механизмӑн ҫыпҫӑнса тӑракан питӗ пӗчӗк сыпписем ҫап-ҫутӑ та хӑрпӑк, тӗлӗнмелле чӗрӗ, тиклетекен пӗчӗк тӗнче тухса тӑчӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ача, пӗчӗк аллисемпе хӗрӗн ҫӳлӗ кӑкӑрӗнчен тӗрӗнсе, шӑлсӑр пӗчӗк ҫӑварне карса кӑшкӑрчӗ.Ребенок упирался ручонками в высокую грудь девки и кричал, открывая беззубый ротик.
XXXVI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Кимӗ валли пӗчӗк мачта турӑм, хамӑр карап ҫинчен илнӗ парӑс татӑкӗсенчен (кусем манӑн нумайччӗ) пӗчӗк парӑс ҫӗлерӗм.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Пӗчӗкрех савӑт-сапасем ҫыпӑҫуллӑрах тухрӗҫ, ҫапла вара эпе пӗчӗк чӳлмексем, кӑкшӑмсем, кружкӑсем, тирӗксем тата ытти савӑт-сапа туса тултартӑм.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Пӗчӗк улпут пӗр вӑхӑтрах пӗчӗк улпут та, лавҫа та пулма пултараясси ҫинчен каланӑ сӑмах ӑна питӗ ӑслӑ та ҫивчӗ, кӑсӑклӑ пулнӑ пек туйӑнчӗ, ҫавӑнпа вӑл хыттӑн ихӗлтетрӗ те хӑйӗн ҫак шухӑшне малалла аталантарма тытӑнчӗ.
IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Ҫӳлӗкӗ ҫинче тӗрлӗрен эмел пур, пӗчӗк сӗтелӗ ҫинче пӗчӗк килӗ, медицина кӗнекисем выртаҫҫӗ; вӗсен хушшинче револьвер.
V. Каҫ тӑсӑлать-ха // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Михаил Иваныч Верочка сӑмахне пӗчӗк ача пекех итлет; Верочка ӑна вулама хушать те, — вӑл вара экзамена хатӗрленнӗ пекех тӑрӑшса вулать; вуласа вӑл нумаях усӑ курайман, ҫапах та мӗн чухлӗ те пулин усӑ курнах; Верочка ӑна калаҫусемпе пулӑшма тӑрӑшнӑ, — калаҫусем ӑна кӗнеке вуланинчен ӑнланмалларах пулнӑ, вӑл кӑшт кӑна ҫитӗнӳсем тунӑ, ерипен питӗ пӗчӗк ҫитӗнӳсем тунӑ, ҫапах та тунӑ-тунах.
IX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах Давыдов, ҫырмалли пӗчӗк кӗнекерен хут листи ҫурса илсе, пӗчӗк хачӑпа хӑвӑрт кӑна лаша пуҫне касса тусан, — Федотка тӑнран тухас пекех савӑнса кайрӗ!
XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Вӑл куҫпа виҫейми ҫак пурнӑҫ машинине ялан хаяррӑн та пӗр евӗрлӗн тӗртсех тӑрать, унта карапсемпе доксем — пӗчӗк пайсем анчах, этем вара — армак-чармак вараланчӑк тимӗрпе йывӑҫ хушшинче, карапсемпе кимӗсем тата вагонсем тиенӗ темле лаптӑк кимӗсем хушшинче — кирлӗ-кирлӗ мар пӗчӗк винт пек, куҫа курӑнми пӑнчӑ пек кӑна.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.