Шырав
Шырав ĕçĕ:
Анчах эсир чӑн-чӑн кил-йыш, ҫемье — пӗчӗк ялсенче, тесе шутлатӑр; ҫапах та, тӗрӗссипе, актрисӑсем никам пырса кӗмеллле мар пӗчӗк ялсенчен тухмаҫҫӗ вӗт-ха.
Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.
Кунта: ҫаврашка питлӗ, каҫӑр сӑмсаллӑ, ҫутӑ куҫлӑ пӗчӗк «Пӗрремӗш Ваня», унран хӑйӗн ҫирӗп кӗлеткипе тата пӗчӗк пӗвӗпе анчах уйрӑлса тӑракан тӑватӑ ҫулхи «Иккӗмӗш Ваня», — эпир ӑна пӗр евӗр кӑмӑлӗшӗн Ермак Тимофеевич тесе чӗнеттӗмӗр, — тем сӑлтавпа Силён Портянкин тесе чӗнекен унӑн виҫӗ ҫулхи шурӑ ҫӳҫлӗ йӑмӑкӗ тата ытти ача-пӑчасем те пурӑнатчӗҫ.
Ёлка // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 319–328 с.
Пӗррехинче, ун еннелле пӗчӗк аллисене тӑсса, пӗчӗкскер, кӗтмен ҫӗртен «анне» тесе каласа хуни ӑна хаваслантарса янӑ.
Клава анне // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 188–197 с.
Эпӗ уроксене хатӗрленнӗ чух Лика, шӑшисем хӑйсене валли йӑва туччӑр тесе, пӗчӗк ҫурта мамӑк хунӑ, кӗрпе сапса панӑ, ҫӑкӑр тураса тата пӗчӗк савӑтпа сӗт лартса панӑ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.
— Кунне пӗрре апат умӗн пӗчӗк черккепе коньяк ӗҫетӗп, — вӑл икӗ пӳрнипе мӗнле пӗчӗк черкке пулнине пит шеплӗн кӑтартрӗ, — юн тымарӗсене сарма пулӑшать, ҫавӑ ҫеҫ, урӑх пултараймастӑп.
Ваҫкӑпа унӑн пиччӗшӗ // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Батальонӑн кирек мӗнле пӗчӗк ҫапӑҫӑвӗ те Брянский умне е нумай ҫухатусемпе, хӑй каларӗш, «тирпейсӗр» ирттернӗ пек, е пӗчӗк ҫухатусемпе тӗрӗс, хӑюллӑ ирттернӗ пек тухса тӑнӑ.
X // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Вӑл магнитофон лартнӑ кӗтесри пӗчӗк сӗтел патне пырса чылайччен унпа тӑрмашрӗ, юлашкинчен вара сасӑсем паракан пайӗ тетрадь ӑшӗнче тупнӑ питӗ пӗчӗк целлофан листине ҫирӗплетсе лартрӗ.
Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Аппарат ҫинчи кашни пӗчӗк винта пӗлет пулсан, вӑл пӗчӗкрен те пӗчӗк магнитофон евӗрлӗ приборсем тума пултарать пулсан, Синицкий мӗнле-ха Саида аппаратне ан пӗлтӗр, унӑн «чунне» ӑнланмасӑр тӑма пултартӑр!
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Унӑн арӑмӗ вылямалли япаласем пек пӗчӗк пӳллӗ пулнӑ, анчах унӑн пӗтӗм кӗлетки уйрӑмах темле палӑрса тӑнӑ, ҫавӑнпа та вӑл Якова чӑн-чӑн хӗрарӑм пек мар, Алексей тетӗшӗн юратнӑ сехечӗ ҫумне ҫыпӑҫтарнӑ, фарфортан тунӑ кӗлетке майлӑ туйӑнчӗ; вӑл кӗлеткен пӗчӗк пуҫӗ катӑлнӑччӗ те, ӑна кӑшт чалӑшрах ҫыпӑҫтарса хунӑччӗ; сехечӗ тӗкӗр лартмалли вырӑн ҫинче тӑнӑ та, статуэтка, ҫынсенчен пӑрӑнса, тӗкӗр ҫинелле пӑхнӑ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Хаваслӑ платник Серафим, пӗчӗк ачанни пек кӗрен питлӗ старик, тӑтӑшах пӗчӗк тупӑксем тӑвать, ҫав хушӑрах чӑрӑш хӑмисенчен хӑйсене тивӗҫлине ӗҫлесе ирттернӗ мӑн ҫынсем валли те «ҫуртсем» туса парать.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Малтанхи вырӑнтах медицина кӗнекисемпе шкаф тӑнӑ, тумбочка ҫинче пластинкӑсемпе пӗрле патефон пулнӑ, пӗчӗк сӗтел — больницӑри столяр парни, илемсӗр тӗкӗр, ун умӗнче вара, лутра сӗтел ҫине сарнӑ чӗнтӗр ҫинче, хобочӗсене ҫӳлелле ҫӗкленӗ пӗчӗк слонсем, одеколонпа духи кӗленчисем, ҫӳҫ турамалли пысӑк тура.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Петрушов прапорщикпе Антонов поручикрен т. ыт. те чӗререн ыйтса пӑхӑр-ха вӑт, вӗсенчен кашниех, хӑйне кура, пӗчӗк Наполеон, кашниех пӗчӗк тискер, пӗрер ҫӑлтӑр та пулин ытларах илес тесе, е хӑй шалувӗн виҫҫӗмӗш пайне те пулин хушса пачӗрччӗ тесе, вӗсенчен кашниех халь тесен халь ҫапӑҫу пуҫарса яма, ҫӗршер ҫынна вӗлерме хатӗр.
15 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Ӑнран каймалла, мӗнле унӑн, арҫын ачан, хытӑ аллисем ҫавнашкал пӗчӗк япаласем тума пултараҫҫӗ: пӗчӗкҫеҫҫӗ ҫурҫӗр карти, мӑйракаллӑ, шӑрпӑк коробки пысӑкӑш пӑлансем, юрпа витӗннӗ йывӑҫсем, консерва банкисенчен тунӑ пӗчӗк кӗмӗл самолетсем…
Вӑйӑран ӗҫ пуҫланчӗ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Пӗчӗк юханшывӑн хӑйӑрлӑ ҫыранӗ хӗрринче пӗчӗк урасем тӗпӗртетни илтӗнсе кайрӗ.
L сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Чӗлпӗр тытса пыракан пӗчӗк аллине ҫеҫ пӑхмалла, тата пускӑчӗ ҫине пуснӑ пӗчӗк урине, йывӑр серапэ айӗнчен те палӑрса тӑракан хӗрарӑмӑн чипер ҫан-ҫурӑмне, юлашкинчен тата, сомбреро хӗрри айне пуҫтарса хунӑ пит хӳхӗм ҫӳҫне ҫеҫ пӑхмалла, — сирӗн умра хӗрарӑм пулни ҫинчен ним иккӗленмелли те пулмасть вара.
ХLVIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Ҫӑлкуҫӗнчен, юхса выртакан ҫӑлсенчен, шурсенчен шыв пысӑкрах ҫӑл ҫырмисене юхса тухать, ҫӑл шывӗсем пӗчӗк ҫырмасене юхса тухаҫҫӗ, пӗчӗк ҫырма шывӗсем аслӑ шывсемпе хутшӑнаҫҫӗ, аслӑ шывсем тинӗсе юхса кӗреҫҫӗ.
Тинӗсри шыв ӑҫта каять? // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
— Ара, эпӗ ытларах юрататӑп, — тесе кӗскен ответлерӗ сунарҫӑ, алӑк сули урлӑ каҫрӗ те хӳшӗпе пӗчӗк юханшыв хушшинчи пӗчӗк симӗс лаптӑкалла утрӗ.
VII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
— Пӑхӑр-ха, Динго йӗрет пек! — кӑшкӑрса ячӗ пӗчӗк Джек, йытта пӗчӗк аллисемпе мӑйӗнчен ыталаса.— Смотрите, Динго как будто плачет! — воскликнул маленький Джек, обвивая ручонками шею пса.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Шпалерная урамӗнчи тӗрмен тӗксӗм мӗлки тимӗрленӗ хапха умӗнче тӑракан хӗрарӑмсен ушкӑнне те, тротуар ҫинче «пӳрт лартмалла» вылякан хӗрачасене те, пӗчӗк канавра шӑрпӑк коробкинчен тунӑ пӗчӗк карапсене иштерекен арҫын ачасене те хупласа тӑрать.
«Питех те кирлӗ» // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Хӗрлӗ Калпак — Маняша — вара пурне те палларӗ: хресчен хӗрӗ пек тумланнӑскер — Оля тантӑшӗ, улпут хӗрӗ Саша Шербо; Дон Кихот — Митя юлташӗ Алеша Яковлев; пӗчӗк гном — пӗчӗк асамҫӑ — ҫиччӗри Саша Ишерский иккенне те тӳрех тавҫӑрса илчӗ.
Таса Станислав орденӗ // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.