Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫапах та сӑнаса ларма питӗ киленӗҫлӗ, ҫав йӑрӑ та хӑюллӑ пӗчӗк чӗрчунсем пӗрер-икшер кӑпшанкӑ хыпа-хыпа янӑ та тумла пӑрӗ ирӗлнипе пулнӑ, халӗ хӑмӑртарах ҫӳхе пӑрпа витӗнме пуҫланӑ пӗчӗк ҫеҫ кӳлленчӗкрен шыв сыпа-сыпа илнӗ.
Вӑрман сыхлавҫи // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Ун хыҫӗнче, пӗчӗк пихтӑпа маччаран ҫакнӑ пӗчӗк хут абажура силлентерсе, ачасем ташлаҫҫӗ.За ее спиной, колыхая маленькую пихту и большой бумажный абажур под потолком, танцевали дети.
XIV // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Король пӗр тӗрлӗ калать, пӗчӗк старик — тепӗр тӗрлӗ; халӗ ӗнтӗ пӗчӗк старик тӗрӗсне каланине, король суйнине ухмах ҫын та ӑнланмалла пек.
Ҫирӗм тӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Ҫакӑн пек пӗчӗк кӑна ӗҫ тӑвасси ҫынна ним чухлӗ те йывӑр мар, анчах шӑпах ҫавнашкал пӗчӗк ӗҫсемшӗн ҫын хисеппе юратӑва тивӗҫлӗ пулать иккен.
Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Пире акӑ мӗн лекрӗ: кивӗ шӑвӑҫ хунар, авӑрсӑр пысӑк ҫӗҫӗ, Барлоу фирми кӑларнӑ кӗсьене чиксе ҫӳремелли ҫӗҫӗ (кун пек селӗм ҫӗҫҫе нихӑш лавккара та ҫур доллартан йӳнӗрех туянас ҫук), шӑн ҫуран тунӑ темӗн чухлӗ ҫурта, ҫурта лартмалли шӑвӑҫ тыткӑч, пӗчӗк фляга, шӑвӑҫ курка, ҫӗтӗк мамӑк ҫивитти, йӗпсемпе булавкӑсем, ҫип, ӑвӑс катӑкӗ, тӳмесем тата ытти ӑпӑр-тапӑр тултарнӑ хӗрарӑм сумки, пӗчӗк пуртӑпа пӑтасем, манӑн кача пӳрнерен хулӑнрах параматпа пысӑк вӑлта йӗпписем, ҫавӑрса чӗркенӗ пӑши тирӗ, йытӑ мӑй ҫыххи, такан, ярлӑксӑр эмел кӗленчисем.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
— Надя та сан пекех пӗчӗк пулнӑ, — тетӗп эпӗ пӗчӗк хӗрӗме.— Надя тоже была такая же маленькая, как ты, — говорю я маленькой моей девочке.
1961-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Ачанни пек сӑн-питлӗ пӗр хыткан хӗрарӑм пӗчӗк урапапа пӗчӗк тупӑк тӗртсе иртрӗ.Худая, с детским лицом женщина везла на тележке детский гробик.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Анчах эпӗ Мария-Терезия вӗҫӗ-хӗррисӗр сарӑлса выртакан океанри пӗчӗк ҫӗр татӑкӗ кӑна пулнишӗн, вӑл ҫимӗҫсемлӗ пысӑк утрав пулманнишӗн, юханшыв вырӑнне шырлан ҫеҫ, порт вырӑнне пӗчӗк бухта ҫеҫ пулнишӗн шеллетӗп.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Кунта виҫӗ пӗчӗк усламҫӑран иккӗшӗ тем тесен те пӗчӗк контрабандист шутланаҫҫӗ: ҫак промысла вӗсенче хӑрушӑлӑха систерекен темле инстинктла хастарлӑха ҫуратать.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Тарӑхнипе старик хӑйӗн пӗчӗк сухалне тӑрмалать, вӑхӑтран вӑхӑта, ҫинҫе сасӑпа янӑратса, юхтарса кӑларнӑ ҫӑмарта пек пушӑ та вӑрӑм сӑмах калакан, чарӑна пӗлмен кукша пуҫлӑ пӗчӗк ҫын ҫине чалӑшшӑн пӑха-пӑха илет.
Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Ноблере Англинче грога хатӗрлекен япаласенченех тӑваҫҫӗ, вӗсен уйрӑмлӑхӗ мӗн пурӗ те хатӗрлессинче кӑна: Британинче грога пӗр пысӑк стакан шыв ҫине пӗчӗк черкке спирт ярса тӑваҫҫӗ, кунта пӗр пысӑк стакан спирт ҫине пӗчӗк черкке шыв яраҫҫӗ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Паганеле шыв юпписем, пӗчӗк шарланкӑсем, пӗчӗк ҫырмасемпе пысӑк шывсем, пӗвесем, тулли графинсем те тӗлленчӗҫ, — пӗр сӑмахпа каласан, шыв мӗнле кӑна пулать, ҫавсем пурте ыйӑхӗпе аташса пӗтрӗҫ.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ранчо ӑшӗнче ҫӳревҫӗсем пӗр тенкел, вӑкӑр тирӗнчен хатӗрленӗ вырӑн, пӗчӗк кӑна чугун, вертел тата мате пӗҫермелли пӗчӗк котелок тупрӗҫ.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Кашни ҫемьех тумланса, пулас инкеке кӗтет, хӑшӗ-пӗри пӗр-пӗр пӗчӗк пӳлӗме хӗсӗнет, пӗр нимӗн ӑнланман пӗчӗк ачасем ҫеҫ амӑшӗсен аллисенче шӑппӑн та лапкӑн пӑшлатса ҫывӑраҫҫӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Унӑн ашшӗн пӗчӗк ҫеҫ пӳрт те, ҫавӑн пекех пӗчӗк хуҫалӑх.Его отец имел собственный маленький домик и такое же маленькое хозяйство.
Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Йӗри-тавралла пӑхнӑ май, вӑл хӑвӑрт ҫеҫ пиҫиххине туртса ҫыхрӗ, карттусне тӑхӑнчӗ те, тӗттӗм урам тӑрӑх ҫырма урлӑ, пӗчӗк кӗпер урлӑ каҫса, тӑвалла — кӗленче туса кӑларакан хӑйсен пӗчӗк завочӗ еннелле — чупса кайрӗ.
Ҫутаттӑр // Олимпиада Таллерова. Гайдар, Аркадий Петрович. Ҫутаттӑр: калав; вырӑсларан О.Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1971. — 44 с.
Унтан Славкӑна ҫамкинчен чуптуса илчӗ те (ку мана тӗлӗнтерчӗ, мӗншӗн тесен Славка пӗчӗк ача мар ӗнтӗ), вара, хӑйӑр ҫинче чакаланакан пӗчӗк ачасенчен тӑрӑшсах пӑрӑна-пӑрӑна, площадка урлӑ хӑвӑрт утса кайрӗ.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Эпӗ йышӑнса выртакан ансӑр вырӑн, ытти хам ҫук тата манӑн ӗҫ те ҫук пӗтӗм тавралӑхпа танлаштарсан, ҫав тери пӗчӗк; эпӗ пурӑнма тивӗҫлӗ вӑхӑт татӑкӗ те хам пулман, пулас та ҫук ӗмӗрлӗх ҫумӗнче ҫав тери пӗчӗк…
XXI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Ҫак виҫӗ кун хушшинче эпӗ мӗн курни, мӗн туйни-сисни, мӗн илтни пурте ҫав туйӑма пӗрлешрӗ; вӑрмансенчи ырӑ сухӑр шӑрши, улатаккасем ҫуйхашса таккани, хӑйӑрлӑ тӗпӗсенче чӑпар кӗркке пулӑ усракан пӗчӗк ҫутӑ ҫырмасем шӑнкӑртатса выртни, пит уҫӑмлах курӑнман сӑртсем, тӗксӗм ту хысакӗсем, чиркӳсене чыслӑн упраса пурӑнакан йывӑҫлӑ таса пӗчӗк ялсем, улӑхсенчи аистсем, вӑр-вар урапаллӑ хӑтлӑ армансем, ял ҫыннисен тарават сӑнӗсем, вӗсен кӑвак камсулӗсемпе сӑрӑ чӑлхисем, самӑр лашасем е хӑш-пӗр чух ӗнесем мӑраннӑн туртса пыракан чӑрик-чарик лавсем, икӗ енӗпе улмуҫҫисемпе груша йывӑҫҫисем ӳсекен таса ҫулсем, вӗсем тӑрӑх утакан вӑрӑм ҫӳҫлӗ ҫулҫӳренсем…
VII // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Пӗчӗк флигелӗн тӑвӑр та тирпейсӗр мал пӳлӗмне эпӗ ирӗксӗрех пӗтӗм шӑмшакӑмпа ҫӳҫенсе кӗтӗм, — мана кӑвак ҫӳҫлӗ ватӑ тарҫӑ кӗтсе илчӗ; унӑн пичӗ тӗксӗм, пӑхӑр тӗслӗ, сыснанни пек салхуллӑ та мӑран, пӗчӗк куҫӗсем, ҫамки те, тӑнлавӗсем те пӗркеленсе пӗтнӗ, — эпӗ унашкал тарӑн пӗркеленчӗксем нихҫан та курманччӗ.
IV // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.