Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хайхи сăмах пирĕн базăра пур.
хайхи (тĕпĕ: хайхи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хайхи чӗтрекен вӑйсӑр аллисемпе кӗпе ҫухине уҫрӗ.

И дрожащими неверными руками расстегивала кофту на груди.

Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.

Тӗмсене сиретӗп те курах каятӑп — шӗшкӗ тӗмӗ ҫумне сӗвенсе, хайхи хӗрарӑм, сарӑ тутӑрли, лара парать, пуҫне хулпуҫҫи ҫине пӑрса хунӑ, ҫӑварне йӗркесӗр карса пӑрахнӑ, куҫӗсем чарӑлса кайнӑ, ухмаха ернӗ ҫынӑнни пек; вӑл аллисемпе пысӑк хырӑмне ярса тытнӑ та майсӑр хӑрушӑ, йывӑррӑн сывлать; хырӑмӗ шӑнӑр туртнӑ евӗр сиккелет; хӗрарӑм, ӑна аллисемпе тытса, кашкӑрӑнни пек сарӑ шӑлӗсене йӗрсе, хуллен йынӑшать.

Раздвинув кусты, вижу — опираясь спиною о ствол ореха, сидит эта баба, в желтом платке, голова опущена на плечо, рот безобразно растянут, глаза выкатились и безумны; она держит руки на огромном животе и так неестественно страшно дышит, что весь живот судорожно прыгает, а баба, придерживая его руками, глухо мычит, обнажив желтые, волчьи зубы.

Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.

Эпӗ ирхи апатӑма вӗҫлерӗм, котелокри пыла ҫулҫӑсемпе витрӗм, кутамккана ҫыхрӑм та хайхи ҫынсем хыҫҫӑн васкамасӑр утрӑм, кизил йывӑҫӗнчен тунӑ туяпа сукмак ҫинчи хытӑ ҫӗре шаккакаласа пыратӑп.

Я кончил свой завтрак, закрыл листьями мед в котелке, завязал котомку и не спеша двинулся вослед ушедшим, постукивая кизиловой палкой о твердый грунт тропы.

Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.

Ӗҫсе ярсан, тирӗк ҫинчен хайхи тӑм муклашкине илчӗ — вӑл пӗҫернӗ аш пулнӑ иккен — пӑхкаларӗ те ӑна, хулпуҫҫийӗ урлӑ хыҫалалла, хупах стенине печӗ.

Выпив, он взял с тарелки кусок того, что казалось глиной, а было вареным мясом, посмотрел на него и бросил через плечо в стену кабака.

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Ҫапла хайхи, эпӗ ӑна: «Вера Михайловна! Кӑларса яр мана, тек кунта пурӑнма пултараймастӑп!» тетӗп.

Так вот, я и говорю ей: «Вера Михайловна! отпусти меня, больше я не могу!» —

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Вара хайхи

Ну и того…

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Шари кӑшкӑрать хайхи.

Он кричал.

II сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.

Радда, Лойкӑран инҫе те мар, ҫӳлелле, пӗлӗт ҫинелле пӑхса выртатчӗ; хайхи Лойко ун еннелле кӑшт пӑхса илчӗ те сӗртерчӗ Сӗркӗчӗпе.

Тот повел оком на Радду, что неподалеку от него лежала кверху лицом, глядя в небо, и ударил по струнам.

Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.

Пурӑнатпӑр та пурӑнатпӑр эпир ҫав хайхи вырӑнта, вӑл вӑхӑтра ӗҫсем ӑнса пыратчӗҫ.

Живем мы да живем на том месте, дела у нас о ту пору хорошие были.

Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.

Пӗр кун каятпӑр, тепӗр кун, пӑхатпӑр — хайхи хӑваласа ҫитрӗ пире!

День идем и два, смотрим — догнал!

Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.

Лешӗ, мӗкӗрсе ярса, хӗҫҫине туртса кӑларма тӑнӑччӗ ҫеҫ, пиртен тахӑшӗ ут хӑлхи ӑшне чӗртнӗ ӑвӑ чиксе лартать тет, учӗ хайхи маттур ҫил пек вӗҫтерсе каять.

Взревел было тот, да и за саблю, но кто-то из нас сунул зажженный трут в ухо коню, он и унес молодца.

Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.

Вӑл сана хӑй ҫумне темскерле курӑнман япалапа ҫыхса лартать, тата пӑрахма пулмасть ӑна, хӗре хайхи пӗтӗм чунна паратӑн.

Привяжет она тебя к себе чем-то, чего не видно, а порвать — нельзя, и отдашь ты ей всю душу.

Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.

Павел Иваныч сана пӗр тумлам парӗ е юн яма хушӗ, е тен, кӑмӑлӗ пулсан, мӗнле те пулин спиртпа шӑлса ярас, тейӗ, вара вӑл, леш хайхи… аякӗ хӑех ыратма чарӑнать.

Даст тебе Павел Иваныч капелек, или кровь пустить прикажет, или, может, милости его угодно будет спиртиком каким тебя растереть, оно и тово… оттянет от бока.

Хуйхӑ // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 46–55 стр.

Турӑ пулӑшсан, больницӑна ҫитӗпӗр те, сан вӑл, леш хайхи пӗр самантрах…

В больницу, бог даст, приедем и мигом у тебя, это самое…

Хуйхӑ // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 46–55 стр.

Пӗлмен вӑл, ак ҫакӑнта, тӗпсакайӗнче, ҫӳлти патшалӑх пултӑр та-ха вӗсене, вилӗсем выртнине, ну-и шухӑш тытнӑ хайхи пӗр каҫхине, урай хӑмине уҫса, пӗр четверть эрех пытарма.

Не знал он, что тут под полом, царствие им небесное, покойники лежат, ну и вздумал, значит, раз ночью под половицу четверть водки спрятать.

Кулак йӑви // Василий Алагер. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 27–33 стр.

Пӗр-пӗринчен 500 метрта пурӑнаканскерсем хайхи хирӗҫсе кайнӑ та калаҫма пӑрахнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӗнчери чӗлхесен кӑсӑк енӗсем // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/23415.html

— Ак хайхи!

— Эге!

35-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Автан хайхи, пурне те хӑнӑхса ҫитнӗскер, мӑйракипе ҫав тери вӑйлӑн пырса тӗкрӗ, ача айккинелле вӑркӑнса, лапах ҫӗр ҫине персе ӳкрӗ.

Но Петушок, изловчившись, наконец с такой силой наподдал рогом, что мальчик отлетел в сторону и распластался на земле.

28-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Акӑ тӗл пултӑмӑр та хайхи.

— Ну вот мы и встретились!

23-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Кайрӑмӑр! — терӗ Захар, лешин пекех, пуҫӗпе хайхи урам еннелле сулчӗ.

— Пойдем! — повторил Захар и тоже махнул головой в ту улицу.

VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех