Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ури (тĕпĕ: ура) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ хӑйӑр ҫинче ҫын ури йӗрӗсене курнӑранпа икӗ ҫул иртрӗ ӗнтӗ, ҫапах та ман ӑш вӑркама пӑрахмарӗ.

Прошло два года с того дня, когда я увидал на песке след человеческой ноги, но прежний душевный покой так и не вернулся ко мне.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ҫын ури йӗрех ку: эпӗ ура тупанӗ, ура пӳрни, ура лаппи йӗрӗсене лайӑхах уйӑрса илтӗм.

Это был несомненно след ноги человека: я отчетливо различал пятку, пальцы, подошву.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Вӑл пурнӑҫран хӑтӑлма нимӗнле май та ҫуккине эпӗ лайӑх ӑнланса ҫитрӗм, манччен малтан ҫак вырӑна никам ури те килсе пусманнине ӗненсех тӑтӑм.

Мне было ясно, что никаких возможностей спастись у меня нет, я был твердо уверен, что никогда до меня здесь не ступала нога человеческая.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Киле ҫитсен, аманнӑ урине тытса пӑхрӑм; ури шӑмми хуҫӑлнӑ, ӑна вара бинтпа ҫыхса лартрӑм.

Дома осмотрел его ногу: она была перебита; я забинтовал ее.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ури арӑсланӑн тӗлӗнмелле пысӑк.

Лапа была необыкновенных размеров.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Арӑслан ҫухӑрса сиксе тӑчӗ, анчах ури ыратнипе йӑтӑнса анчӗ.

Лез зарычал и вскочил, но, почувствовав боль, свалился.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Хӑйне вӑл пач чирлӗ мар пек туйрӗ: ури вӑйӗсем ҫукрах та мӑйӗ таврашӗнче кӑштах халсӑрлӑх сисӗнет, ҫавсемсӗр пуҫне ӗнерхи чиртен урӑх нимӗн те юлман пек.

Самочувствие у него было прекрасное; от вчерашней болезни осталась одна только небольшая слабость в ногах и в шее.

VIII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Пантелейпе карчӑк Егорушка ури ҫумӗнче лараҫҫӗ, анасласа та ассӑн сывла-сывла, темле чӑшӑлтатса-пӑшӑлтатса калаҫаҫҫӗ.

Пантелей и старуха сидели рядом у ног Егорушки и говорили шипящим шёпотом, прерывая свою речь вздохами и зевками.

VII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Ҫумӑр чӑптана шӑкӑртаттарма тытӑнсан, вӑл, самантрах йӗпенсе ларнӑ чӗркуҫҫийӗсене витес тесе, кӗлеткипе малалла туртӑнчӗ; чӗркуҫҫийӗсене витме май тупӑнчӗ, анчах минут та иртмерӗ, унӑн хыҫӗ ҫурӑмран аяларах тата ури хырӑмӗсем хӑвӑрт йӗпенчӗҫ.

Когда дождь застучал по рогоже, он подался туловищем вперед, чтобы заслонить собою колени, которые вдруг стали мокры; колени удалось прикрыть, но зато меньше чем через минуту резкая, неприятная сырость почувствовалась сзади, ниже спины и на икрах.

VII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Варламов куҫне хутор ҫинчен илмесӗр тем калаҫать; лаши канӑҫсӑррӑн пӗр ури ҫинчен теприн ҫине пускалать.

Варламов не отрывал глаз от хутора и о чем-то говорил; жеребчик нетерпеливо переминался с ноги на ногу.

VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Килекен ҫын ури айӗнче курӑк кӑшӑртатни тата хытхура ҫатӑртатни илтӗнчӗ, анчах та вут ҫути хыҫӗнче никама та курма май пулмарӗ-ха.

Стало слышно, как под ногами шедшего шуршала трава и потрескивал бурьян, но за светом костра никого не было видно.

VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Сасартӑк алӑк чӗриклетсе уҫӑлчӗ те, такам ури айӗнче урай чӗтренсе кайрӗ.

Вдруг завизжала дверь на блоке и задрожал пол от чьих-то шагов.

III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Вӑл кӗпе арки вӗҫӗпе шӑлӑнса типӗнчӗ, питӗ ӗҫлӗ ҫын евӗр пулса тӑчӗ, вара хӑрах ури ҫинче сикме тытӑнчӗ.

Он вытерся подолом рубахи и, сделав очень серьезное лицо, запрыгал на одной ноге.

II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Ашшӗпе ывӑлӗн ури сасси илтӗнмест-ши тесе чӑтаймасӑр тенӗ пек кӗтсе тӑчӗ Огнянов.

Огнянов нетерпеливо ждал, не послышатся ли шаги отца и сына.

XXXII. Аврам // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Университетран килсенех ун ури ҫине ӗне пусрӗ, халӗ вӑл хӑйне пӗлӗтрен ҫӗре ӳкнӗ ҫын пек туйрӗ.

В житейское море он окунулся прямо с университетской скамьи и теперь чувствовал себя как человек, упавший с неба на землю.

XVIII. Кандов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Туппи вара акӑш-макӑш пысӑк та вӑрӑм тискер кайӑк пек тӑрать, унӑн пуҫӗ ҫук, ури ҫук, аяккинче кӑна хӑрах куҫӗ пур та, ҫӑварӗ тата хӑрушӑ та тарӑн, ҫавӑнтан вут вӗркесе тухмалла ӗнтӗ.

Она стояла перед ними, подобная какому-то громадному длинному зверю, без ног, без головы, с единственным глазом на хребте и со страшной глубокой пастью, которой предстояло извергать огонь…

XIV. Кӗпҫе патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Эпӗ хам пӳлӗмреччӗ, иртсе пыран тӗрексен ури сасси илтӗнсе кайрӗ, ҫитрӗҫ иккен мана вӗлерме терӗм, куҫӑм-пуҫӑм хуралса килчӗ.

— Я услышал у себя в комнате шаги приближающихся турок и сразу смекнул, что пришли по мою душу; в глазах у меня потемнело.

XIII. Хаваслӑ курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Акӑ тинех Огнянов килсе алӑка шаккарӗ те, Радӑна ури тытса тӑрас ҫук пек туйӑнса кайрӗ, вӑл ҫапах та хӑйне тыткалама вӑй ҫитерчӗ, алӑка пырса уҫрӗ.

Когда Огнянов наконец постучался, ноги у нее подкосились, но она овладела собой и бросилась открывать дверь.

XIII. Хаваслӑ курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ӗнтӗ тияккӑн ахаль те ытла шӑппӑн пусса утать-ха, вӑл иртнӗ чух чи сисӗмлӗ кайӑк та — хур та ури сассине илтсе юлас ҫук…

Впрочем, дьякон ступал так тихо, что даже гуси, эти чуткие птицы, не пошевельнулись, когда он проходил мимо…

XI. Викентий // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Шӑнкӑртатса юхакан шыв ун ури сассине илтми турӗ.

Монотонное журчание источника заглушало его шаги.

XI. Викентий // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех