Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тытӑнса (тĕпĕ: тытӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халӗ нимӗҫ ҫарӗсем Ленинград патӗнче нумайччен тытӑнса тӑни ӑна иккӗлентерме тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Район территорийӗнче вара апрелӗн 24-мӗшӗнчен тытӑнса кун пек ятарлӑ пушара хирӗҫле режим туса хунӑ, ӑна район администрацийӗн пуҫлӑхӗн А.Башкировӑн кӑҫалхи апрелӗн 22-мӗшӗнчи 205 номерлӗ хушӑвӗпе ҫирӗплетнӗ.

Куҫарса пулӑш

Типӗ курӑка чӗртни кил-ҫуртсӑр та хӑварать // Пирӗн пурнӑҫ. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.04.26

Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн председатель тивӗҫӗсене пурнӑҫласа пыракан С.Енилинан апрелӗн 19-мӗшӗнчи 117 номерлӗ йышӑнӑвӗпе республика территорийӗнче майӑн 1-мӗшӗнчен тытӑнса ятарлӑ пушара хирӗҫле режим ҫирӗплетнӗ.

Куҫарса пулӑш

Типӗ курӑка чӗртни кил-ҫуртсӑр та хӑварать // Пирӗн пурнӑҫ. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.04.26

— Апла пулӗ те, государство ӑна-кӑна пӑхакан марччӗ-ҫке, илекенччӗ,— тет амӑшӗ иккӗленме тытӑнса.

— Если и так, государство не обращало на это внимание, брало,— сказала мать, начиная сомневаться.

Ҫӑлӑнса юлчӗ // Иван Мучи. Иван Мучи. Кулӑшла калавсем: Калавсем, фельетонсем. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1982. — 173–174 с..

Вӑрнар районӗпе илсен, кӑтартусем ҫапларах: сӑрӑ-вӑрман тӑпринче гумус саппасӗ – 3,5 процентран тытӑнса 7 процента ҫити.

Если брать по Вурнарскому району, показатели такие: в почве серого леса запас гумуса - от 3,5 процента до 7 процентов.

Пулӑхлӑ тӑпра – чӑн тупра // Вячеслав АЛЕКСЕЕВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/2822-pul ... ch-n-tupra

Аэропортӑн Инстаграмри аккаунтӗнче рейссем тытӑнса тӑрассине кӑнтӑрлачченех пӗлтернӗ-ха.

О задержках рейсов в Инстаграме аэропорта сообщалось еще до полудня.

Шупашкартан самолетсем вӗҫеймеҫҫӗ // Вика Сорокина. https://chuvash.org/news/21684.html

Алексей Леонтьев студентсене те куҫару ӗҫне тытӑнса пӑхма сӗнчӗ.

Алексей Леонтьев и студентам предложил попробовать работу с переводом.

«Чӗлхемӗре нӗрсӗрлӗхрен сыхласа хӑварасчӗ» // Анна ВЛАДИМИРОВА. «Хыпар», 2013.12.21

– Туслӑх сӑмавар, эрех ҫинче тытӑнса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Мӗтри мучи пек ватӑласчӗ // Юрий Яковлев. Хыпар, 1998.08.28

Сӑмах май, вӑл пулӑшнипе ирттерекен тӗпчевсене ҫитӗннисене кӑна мар, 3 ҫул тултарнӑ ачасенчен тытӑнса пурне те йышӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Чӗмсӗр» чир ан сӗмсӗрлентӗр // Валентина Смирнова. Хыпар, 2013,09,06

УИР политпайӗнче, ҫар строителӗсен отрячӗсенче професси тӗлӗшӗнчен вирлӗ хатӗрлесе ҫитернӗ йӗркеллӗ офицерсем кӑна тытӑнса юлма пултарнӑ, йӑлана кӗнӗ кун йӗркине хӑнӑхайманнисем урӑх ҫӗре куҫма васканӑ.

Куҫарса пулӑш

Сулахай флангра. Самана сатурӗсем // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 9.04.2011

Пурнӑҫ пӗр ҫын ҫинче тытӑнса тӑмасть.

Куҫарса пулӑш

Хисеплӗ ята тивӗҫнӗ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 09.06.17

Туалет, ванна приборӗсем ҫирӗп, хулӑн стена ҫумӗнче тытӑнса тӑмалла, икӗ пӳлӗме уйӑракан ҫӳхе стена ҫумне ҫирӗплетме юрамасть.

Куҫарса пулӑш

Ванна пӳлӗмӗ йӗркелер-и? // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2017.02.02, 4(904)№

Ҫемье пуҫӗ — ҫичӗ ача ашшӗ — 14 ҫултан тытӑнса 65-чченех тимӗрҫӗре тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Кӗрӳ манпа пӗр шухӑшлӑ пулни савӑнтарчӗ» // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Ҫамрӑк ама ҫӑмарта хурасси малтанлӑха кӑштах тытӑнса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Тимлӗ хатӗрлесен тӗрӗс-тӗкел хӗл каҫӗ // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.09.29, 38№

Ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсен, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен депутачӗсен тата ял старостисен кунпа пӗрлех ҫывӑх вӑхӑтрах граждансен пухӑвӗсенче ҫуркуннехи-ҫуллахи тапӑхрта пушар тухасран асӑрхаттарас, кӑнтӑрла та, каҫпа та ял ҫыннисенчен хурал тӑрассине йӗркелес, пӗвесем патне пыракан ҫулсене тирпейлӗ пӑхса тӑрас ыйтусене пӑхса тухмалла, пушара хирӗҫ кӗрешекен служба ӗҫченӗсемпе пӗрле ӗҫ коллективӗсенче, граждансем хушшинче типӗ курӑкпа ҫӳп-ҫапа ҫунтарма, кӑвайтсем чӗртме юраманни пирки калаҫусем ирттермелле, пушар хӑрушсӑрлӑхӗн йӗркине пӑхӑнманнисенчен ҫирӗп ыйтмалла, халӑха ялсене санитарипе экологи тӗлӗшӗнчен тасатса тирпей-илем кӗртмелли мероприятисене активлӑ явӑҫтармалла, апрелӗн 26-мӗшӗнчен тытӑнса майӑн 6-мӗшӗччен урамсемпе картишсене, парксене, масарсене, ҫул хӗррисене ҫӳп-ҫапран тасатас, чечексемпе йывӑҫ-тӗм лартас, Тӑван ҫӗр-шывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунисене асӑнса лартнӑ палӑксене, обелисксемпе стеллӑсене йӗркене кӗртес тӗллевпе вунӑ кунлӑх йӗркелемелле, ял тӑрӑхӗсен гербӗсемпе ялавӗсене хатӗрлесе йышӑнассине вӗҫлемелле.

Куҫарса пулӑш

Ялти пурнӑҫ старостӑран нумай килет // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.30

Пӗр путсӗрӗн аллинче темиҫе вӗҫлӗ мӑйӗ тытӑнса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

…Шупашкарти Карл Маркс урамӗнчи 20-мӗш ҫуртра пурӑнакан Яковлевсен хваттерӗнче ир тытӑнса ҫутӑличченех хӑна-вӗрле.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Каччӑ ӳкесрен аран кӑна тытӑнса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Кӑҫал та апрелӗн 25-мӗшӗнчен тытӑнса июнӗн 5-мӗшӗччен «Нерест» операци пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Укҫа чул кастарать // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Ӑнсӑртран лекнӗ ҫын сывлӑх сыхлавӗнче тытӑнса тӑраймасть теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Несӗлсенчен чунпа, юнпа куҫнӑ туртӑм // Хыпар. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех