Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Ҫӑлӑнса юлчӗ

Автор: Иван Мучи

Ҫӑлкуҫ: Иван Мучи. Кулӑшла калавсем: Калавсем, фельетонсем. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1982. — 173–174 с..

Хушнӑ: 2019.05.20 15:26

Пуплевӗш: 18; Сӑмах: 160

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Амӑшӗ сурӑх ҫӑмне каснине курсан, пулӑран таврӑннӑ ывӑлӗ тарӑхса каять.

— Вӑл сурӑха атте пусасшӑнччӗ. Ма ҫӑмне илетӗн, анне?

— Аҫу пусас тенӗрен ҫӑмне илсе юлас терӗм те, — тет амӑшӗ ним иккӗленмесӗр.

— Мана пулӑ тирӗнчен тунӑ кӗрӗк кирлӗ мар, — тарӑхса каять ывӑлӗ.

— Ара, кам сана пулӑ тирӗнчен кӗрӗк ҫӗлетсе тӑхӑнтартасшӑн?

— Эсӗ! Ҫӑмне каснӑ сурӑх тирӗнчен тунӑ кӗрӗк ӑшӑ тытмасть. Ун пек ӑшӑ тытман кӗрӗк пулӑ тирӗнчен те ҫӗлетме пулать.

— Ку сурӑх тирне аҫу заготовительсене парасшӑнччӗ. Хамӑра кӑҫаллӑха кирлӗ мар вӗт.

— Кӗрӗк пире кӑна мар кирлӗ, Хӗрлӗ Ҫар ҫыннисене те, граждан ӗҫне тӑвакансене те, чугун ҫул ҫинче ӗҫлекенсене те, хуралҫӑсене те кирлӗ. Ҫӑмне илсе янӑ сурӑх тирӗнчен ҫӗлетнӗ кӗрӗкпе вӗсем те, пирӗн пекех, шӑнаҫҫӗ.

— Апла пулӗ те, государство ӑна-кӑна пӑхакан марччӗ-ҫке, илекенччӗ,— тет амӑшӗ иккӗленме тытӑнса.

— Малашне илмеҫҫӗ. Вӑрӑм ҫӑмлӑ тирсенчен государство кӗрексем ҫӗлесе парать.

Амӑшӗ вара ҫӑмне иртме ҫыхса пӑрахнӑ сурӑха ирӗке ярать. Халӗ вӑл сурӑха такам та кӗтӳре палласа илме пултарать, — унӑн ҫӑмне ал лаппи чухлӗ илсе янӑ, ытти ҫӑмне илеймен.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех