Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫӗр сăмах пирĕн базăра пур.
Ҫӗр (тĕпĕ: ҫӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Газ шӑршине туйсан е ҫӗр айӗнчен сас илтӗнсен ҫийӗнчех районти газ службине пӗлтермелле.

Куҫарса пулӑш

Шыв-шур, пушар ан кӑтарттӑр шар // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

- Хуҫалӑх ӗҫне куллен ҫӗр ҫын хутшӑнать.

- В деятельность хозяйства ежедневно участвует сто человек.

Хӗрӳ тапхӑра хатӗр // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Ҫӗр ӗҫне ялан вӑхӑтра, тӗплӗ тума тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Хӗрӳ тапхӑра хатӗр // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

2. «Ҫӗр хут илтнинчен пӗр хут курни аванрах», — тенине асра тытӑр.

Куҫарса пулӑш

Асӑрханӑр, шкулта вируссем! // Евгения АНИСИМОВА, Анастасия ПЫНЗАРЬ, «Пиллӗкмӗш чӗрӗк» хаҫат журналисчӗсем. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

«Оля ҫурта суд урлӑ пайлама шухӑшланӑ. Икӗ хутлӑ пӳрте ҫурмалла пайлама йышӑнчӗҫ, эпӗ ӑна хамӑн ҫӗр ҫинче, уйӑхӗ-уйӑхӗпе Ҫурҫӗрте тар тӑкса пухнӑ укҫапа ҫӗклесе лартнине шута хумарӗҫ. Малтанах Оля 300 пин тенкӗ, пӳрт хакӗн ҫуррине, шыраса илесшӗнччӗ. Хапсӑннипе тем чухлӗ те ыйтма пулать-ха, анчах пирӗн пек аякри ялсенче ҫуртсем йӳнӗ. Экспертиза 140 пин тенкӗрен ытла илейменнине палӑртсан та Оля ҫырлахмарӗ, Шупашкартан урӑх специалистсене чӗнсе килчӗ. Вӗсем 92 пин тенкӗ ҫеҫ шутласа пачӗҫ. Ку укҫана тыттарӑттӑм та — илесшӗн мар. «Эпӗ хамӑн пая ывӑла ҫырса паратӑп», — тесе ҫӳрет-ха, анчах пуҫӗнче унӑн урӑх шухӑш.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

— Апи мана ҫуратнӑ, Турри мӗн чухлӗ ҫырнӑ — ҫӗр ҫинче ҫавӑн чухлӗ утӑп.

Куҫарса пулӑш

«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Анне пурӑннӑ чухне яла ҫур ҫӗр иртни икӗ сехетре те тухса кайни пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Ачасем выҫӑ хырӑмла сивӗ пӳртре миҫе ҫӗр каҫнине калама та хӗн.

Куҫарса пулӑш

«Анне, пире кунтан часрах илсе кай…» // Ирина АЛЕКСЕЕВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Чӑваш ҫӗр ҫинче ӗҫлеме хӑнӑхнӑ, ҫапах тепӗр чухне выльӑх пӑхни, пахча ҫимӗҫ акса ӳстерни ывӑнтарать-тӗр.

Куҫарса пулӑш

Ачаранпах выльӑх пӑхса ӳснӗ // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Ҫӗр ҫинче ӗҫлекен ҫынна техника кирлех.

Куҫарса пулӑш

Ачаранпах выльӑх пӑхса ӳснӗ // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Кӑҫал Розовсем 30 гектара яхӑн ҫӗр тара илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ачаранпах выльӑх пӑхса ӳснӗ // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Мартӑн 16-мӗшӗнче республикӑра Пӗрлехи информаци кунӗ пулнӑ май, района Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсен комитечӗн председателӗ Петр Краснов, пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен патшалӑх комитечӗн председателӗн ҫумӗ Ольга Казарина, Финанс министерствин казначейство управленийӗн начальникӗ Игорь Смирнов, «Хыпар» хаҫатӑн тӗп редакторӗн ҫумӗ Геннадий Максимов килсе ҫитрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ыйтусене ял ҫыннисемпе сӳтсе явнӑ // А.ЕФРЕМОВА,Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

2 апат кашӑкӗ куҫ курӑкне тин вӗренӗ 1 стакан шыва ямалла, ҫӗр каҫа лартмалла.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ тапхӑрта вӗрӗлеҫҫӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

Савӑта ӑшӑ чӗркесе ҫӗр каҫа лартмалла.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ тапхӑрта вӗрӗлеҫҫӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

Ҫӗр илнӗ, ӑна ҫулсерен аслӑлатсах пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуракинче - ҫур ӗмӗре яхӑн // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Ҫӗр айӗнчен каҫса ҫӳремелли вырӑн ыйтӑвне паллах район кӑна мар, республика та татса параймӗ, М-7 – федераци трасси.

Куҫарса пулӑш

Кӳкеҫсен ыйту нумай // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

1-мӗш шкул М-7 трассӑпа юнашар вырнаҫни, ҫӗр айӗнчен каҫса ҫӳремелли вырӑн тивӗҫлӗ шайра пулманни ашшӗ-амӑшӗн чӗрисене шарт сиктерет.

Куҫарса пулӑш

Кӳкеҫсен ыйту нумай // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Пирӗн халӑх авалтан выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетсе тата ҫӗр ҫинче чакаланса пурӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Чун витӗр кӑлармалла // Алексей МОСКОВСКИЙ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Ҫӗр ҫывӑрман каҫсем те сахал мар пулнӑ унӑн.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫре телей тупнисем // Лидия САРИНЕ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Тепӗр пайра - ҫӗр ӗҫченӗ армантан тырӑ турттарать, тепӗр лавҫи вӑрмантан вутӑ тиесе килет.

Куҫарса пулӑш

Ҫын ӗҫпе илемлӗ // Глафира ГРИГОРЬЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех