Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑхсан (тĕпĕ: пӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл пӗр вунтӑваттӑра пулнӑ, сӑнран пӑхсан — унтан та кӗҫӗнтерех.

Ему было лет четырнадцать, а по виду и того меньше.

9 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Пур япаласене пӑхсан та, нимӗҫсем кунта питӗ тӗплӗн, хуҫалла вырнаҫни, кунта хӗл каҫма шутлани палӑрнӑ.

Как видно, немцы устраивались здесь прочно, по-хозяйски, рассчитывали зимовать.

6 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Пур ҫӗрте те пушӑ ешӗксем, улӑм, хӗррисене касса пӗтернӗ пушӑ консервӑ банкисем, хаҫат татӑкӗсем йӑваланса выртнӑ, пӗр сӑмахпа — пур ҫӗрелле пӑхсан та тылсем наступлени тӑвакан чаҫсем хыҫҫӑн хускалса тухни палӑрнӑ.

Всюду валялись пустые ящики, солома, консервные банки с рваными краями, куски газет, и вообще всё говорило, что тылы уже тронулись следом за наступающими частями.

5 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Анчах сӑнран пӑхсан ӑна ниепле те вунӑ ҫултан ытла памалла мар.

Хотя на вид больше десяти никак не дать.

3 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Тепӗр енлӗ пӑхсан ку теорине кӑшт тиркеме те пулать — ондоль е гипокауст тем тесен те куҫса ҫӳреме пӑрахнӑ халӑхсен кӑмаки.

Куҫарса пулӑш

Пӑлхар мунчипе корейсен ондольне мӗн ҫыхӑнтарать? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/4863.html

Ондоль кӑмакине пӑхсан вара ҫав хушӑксем кӑмакан ӑшши куҫмалли ҫулсем — пӑрӑхсем — пулнине часах тавҫӑрса илме пулать.

Куҫарса пулӑш

Пӑлхар мунчипе корейсен ондольне мӗн ҫыхӑнтарать? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/4863.html

Хӑш енне пӑхсан та сӑрт пек ӗҫ пулнӑ пирӗн умра.

Куҫарса пулӑш

Нимрен нимӗр турӑмӑр... // Элиза ВАЛАНС. Тантӑш, 2015.07.23, 30 (4444)№

Пӑхсан пӗрре те ӑмӑрткайӑк мар тата хӑй…

На вид совсем не орёл…

Тӑваттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Шутлама мар, ултав пирки калакан шухӑш тӗвӗленме те пултараймасть ҫав таса та ырӑ куҫсене пӑхсан

Не то чтобы подумать, увидев эти чистые и добрые глаза, такая мысль и возникнуть не может…

Виҫҫӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Санькка, тепӗр енчен пӑхсан, пирӗн шанӑҫсем те сахалрах пек: пӑх-ха, пӗри пӳрт тӑрри витсе парать, тепри хӑйӗн тимӗрӗсемпе беседкӑ ӑсталать…

Сань, с другой стороны и шансы наши уменьшаются: один тут крышу кроет, другой из своего металла беседку смастерил…

Виҫҫӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Тепӗр енчен пӑхсан, питӗ пултаруллӑ хӗрарӑм: ун пекки ним ҫукран тем туса хума пултарать.

С другой стороны, женщина молодец, такая из ничего может сделать всё.

Пӗрремӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Мӗнле купаланине пӑхсан, пулас упӑшкисем пек туйӑнать.

Если всмотреться, кажется, что работала бригада будущих мужей.

Пӗрремӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Кун пек пӑхсан тутӑ пек те туйӑнмасть, хырӑмӗ пуш-пушах пек.

Если так посмотреть, вроде и не сыт, брюхо тощее.

Пӗрремӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

— Ҫапла, шухӑшласарах пӑхсан, мӗн тума ӑна, старике, оркестр? — терӗ калавҫӑ мунча хуҫи.

— Да старику-то, если разобраться, на кой он, оркестр-то? — сказал рассказчик, хозяин бани.

Пахчапа мунча хуҫи // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 52–58 стр.

Пӑхсан Димка ҫывӑх тӑван пулать теме те хӗн.

Куҫарса пулӑш

Ҫурла уйӑхӗ, ҫӗрле // Николай Андреев. Килти архив

«Виҫсе-шутласа пӑхсан… ватлӑхра… ӑшӑра та пурӑнса пӑхас килет».

«Посмотрю, подумаю… в тепле пожить».

Намӑссӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 36–46 стр.

Виҫсе-шутласа пӑхсан ара, мӗн, чӑн та?

Оно бы – так-то чего?

Намӑссӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 36–46 стр.

Енчен те апла-капла шухӑшласа пӑхсан.

Так-то разобраться-то.

Намӑссӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 36–46 стр.

Урлӑ-пирлӗ шухӑшласа пӑхсан та, килте хӗрарӑм пуррине нимӗн те ҫитмест».

Как ты ни поворачивайся, а хозяйка есть хозяйка.

Намӑссӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 36–46 стр.

Эс каланинче, шухӑшласа пӑхсан, чӑнни те пур, ара, ӗҫ тесен, лаша та ӗҫлет-ҫке…

Вообще ты формально прав, но ведь конь тоже работает…

Пур енчен те тӗсесе // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 19–28 стр.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех