Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ямасть (тĕпĕ: яр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗр сӑмахпа каласан, вӑл ҫулпа чылая ҫитрӗ; ку ҫула ҫитсен ҫын пачах хавхаланма пӑрахать, пурнӑҫ кӗвви чуна кайса тивмест, чӗре патӗнче янрамасть, илемлӗхе курни мӗнпур вӑя вут пек чӗртсе ямасть, ҫав вӑхӑтрах шӑранса пӗтекен туйӑмсемшӗн ылтӑн янранӑ сас кӑмӑллӑрах пулса пырать, ҫын, унӑн илӗртекен кӗввине итлесе, пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗнех хӑйне тӗлӗртсе яма ирӗк парать.

Одним словом, жизнь его уже коснулась тех лет, когда всё, дышащее порывом, сжимается в человеке, когда могущественный смычок слабее доходит до души и не обвивается пронзительными звуками около сердца, когда прикосновенье красоты уже не превращает девственных сил в огонь и пламя, но все отгоревшие чувства становятся доступнее к звуку золота, вслушиваются внимательней в его заманчивую музыку и мало-по-малу нечувствительно позволяют ей совершенно усыпить себя.

Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.

— Хаваслансах рая каймалла та, нимӗҫ господин, ҫылӑх ямасть, ку енӗпе манӑн авторитетӑм ҫук ҫав.

— И рад бы в рай, господин немец, да грехи не пущают, не авторитетный я по этой части.

Улттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Макс кӑларса ямасть…»

Не выпустит Макс…»

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Вилӗ йӑмӑкӗ патне никама та ямасть, ӑна ачана ҫывӑратнӑ чухнехи пек лӑпкать, юрлать.

Никого не подпускает к мертвой сестре, баюкает ее на руках, как ребенка, и поет.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

— Тухса калаҫакансенченех илтрӗм-ха: ҫӗнӗ пурнӑҫ хӑй патнелле илӗртет, теҫҫӗ, кивви вара аркӑран тытать те ямасть, теҫҫӗ.

 — Вот слышал в прениях: новая жизнь, говорят, к себе манит, а старая за подол держит — не пускает.

Иккӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Пулӑшас терӗм — яхӑнне те ямасть.

Хотел помочь, но Толик ни в какую.

Слива вӑрри // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 79–83 с.

Ҫав тери ватӑ пулсан та хӑй кӗлеткине тӳп-тӳрӗ тытса утать, анчах туйине алран ямасть.

Он старенький, но шагает очень прямо, только палку из рук не выпускает.

Партизан йысна // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 57–62 с.

Тӑрас тетӗп — ак хайхи! — ҫӗр ямасть.

Хочу подняться и не могу — земля не отпускает.

Мӑнкун // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 19–22 с.

Дон ямасть.

Дон не пустит.

XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ӑна брезентран тунӑ вӗт, шыв ямасть.

Он брезентовый и не протекает.

Шурӑ йӗкехӳре // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34–46 с.

«Ачисене салам та пулин ҫырса ямасть, усал!

«И поклона детишкам не пришлет, окаянный!

XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Куратӑп-ха, ыт-ахальтен чӗлхине йӳле ямасть вӑл…

Я так гляжу, что неспроста она крылья распущает…

XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Егор та пӗрре курсах ҫӑтса ямасть.

Да и Егор с одного разу не проглотит.

18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Хуйханса кайнӑ хӑй, патне ямасть ҫынна, эсрел пек хартлатать!

Такой полохливый зараз стал, что и человека не подпущает, храпит, как черт!

LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ун пеккинчен ал-хапӑлах ыйтса илеймӗн, ҫупӑрласа пӑхма та патне ямасть.

У такой не сразу выпросишь, она и погладить не дается.

XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

«Йӗнерле, мана патне ямасть», — тет хайхи-майхи.

«Седлай, говорит, а то он мне не дается».

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Турӑ вӑл ахаль ирттерсе ямасть.

Бог — он не спустит.

XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Петро… — Иван Алексеевич кӑмӑлсӑррӑн кулса илчӗ, — Петро вӑл, пирӗн йышшисемпе калаҫса, ҫӑвар тутине те ямасть.

— Петро… — Иван Алексеевич неловко улыбнулся, — Петро с нашим братом не якшается.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Рагулина эпӗ ӗненетӗп, вӑл сӑмахне сая ямасть.

Рагулину я верю, не подведет!

XXXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Парти туйӑмӗ ямасть

— Партийная совесть не позволяет…

XII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех