Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

савӑнса (тĕпĕ: савӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Паян Борсовсем ачисемпе мӑнукӗсен ӳсӗмӗсемпе савӑнса пурӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Председатель хӗрӗ // Нина Еграшкина. «Канаш», 20(1369)№, 2016.05.20

Эсӗ таврӑннипе савӑнса йӗретӗп.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

– Ӑҫтан кокаин пултӑр? – савӑнса каять Вӗҫелис.

- Откуда кокаин может быть? - радуется Василиса.

Шурӑ, шурӑ, кӑпӑшка // Евгений Турхан. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Хӗпӗртенине пытармасӑр савӑнса кулса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ каҫ асра юлӗ // Валентина ИЛЬИНА. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Сирӗн сипетпе чӗрӗлӗх упранса тӑрать, сирӗн рехетпе савӑнса пурӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сӑвап (1) // халӑх пултарулӑхӗ. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 12 с.

– «Хусан чӑвашӗсем» ушкӑнӑн юрӑ дискне пӗрле итлӗпӗр,– терӗ вӑл савӑнса.

- Вместе будем слушать диск песен группы "Казанские чуваши", - обрадованная сообщила она.

Хусанкай ҫӗршывӗ чӑвашла манчӗ-ши? // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

«Сывӑ килет Николай! Сывӑ килет», – тесе савӑнса макӑрнӑ.

"Живым вернется Николай! Живым вернется", - приговаривая плакала от счастья.

Выҫӑллӑ-тутӑллӑ ачалӑхӑм // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11

Ӗҫчен ҫын ахаль лармасть, выльӑх-чӗрлӗх тытать, чечексене юратать, ачисемпе, мӑнукӗсемпе савӑнса пурӑнать.

Трудолюбивый человек не сидит без дела, держит скотину, любит цветы, живёт с любовью к детям и внукам.

Вӑтӑр пилӗк ҫул иртсен // Валентина ИЛЬИНА. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

Мӑшӑрӗ Марина Дмитриевна та ӗҫрен ӳркенмен упӑшкипе савӑнса пурӑнать.

И супруга Марина Дмитриевна радуется трудолюбивым мужем.

Ӗҫчен пулнипе хисеплӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.06.21

2 ҫул каялла вара вӑл пирӗнтен ӗмӗрлӗхех уйрӑлса кайрӗ, кукаҫи ятне илтсе, шел, савӑнса пурӑнаймарӗ.

2 года назад он ушёл из жизни, жаль, не удалось ему радоваться быть дедушкой.

«Йывӑрлӑх та кирлӗ - пурнӑҫ тутине туйма» // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.18, 23(945)№

Хӑшӗ-пӗрисем хурӑнташӗсем ҫул ҫитсе вилнишӗн савӑнса, хӑйсем валли те ҫавнашкал телей килессе ӗмӗтленсе чӗркуҫҫи ҫине тӑрса кӗл тӑваҫҫӗ: «Асатте-асанне… Атте, анне, ачасем… тӑвансемпе хурӑнташсем — пурте пил тӑвӑр… Эпир ҫинине эсир те ҫийӗр… Эпир ӗҫнине эсир те ӗҫӗр… Эпир тутӑ — эсир те тутӑ пулӑр… Йывӑр тӑпрӑрсем ҫӑмӑл пулччӑр… Чунӑрсем сӗтлӗ кӳлӗре ҫӳреччӗр…»

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫран уйрӑлнисене ӗлӗкренех сума сунӑ // Агафон ПЕТРОВ. «Урал сасси», 2016.06.01

Пӗрле килӗштерсе те савӑнса ҫеҫ пурӑнӑпӑр вара...

Будем тогда жить вместе в согласии и в радости...

Улттӑри паттӑр салтак // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Пирӗн чун-чӗрере мӑнаҫлӑхпа патриотизм туйӑмӗсене вӑратакан, кашни ҫул чаплӑран та чаплӑн уявлакан черетлӗ Ҫӗнтерӳ кунне районта пурӑнакансем савӑнса тата хумханса кӗтсе илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫав ҫулсен мухтавӗ сӳнмӗ // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.11

Ыттисен телейӗпе савӑнса, тӑвансемпе килӗштерсе тата ҫывӑх ҫынсене ырӑ сунса пурӑнас вырӑнне ватса ҫӗмӗрме хатӗр.

Куҫарса пулӑш

Вампилов пьесисем кивелмеҫҫӗ // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

22. Ҫавӑн пек эсир те халӗ хуйхӑллӑ; анчах Эпӗ сире каллех курӑп та, сирӗн чӗрӗрсем савӑнса кайӗҫ, сирӗн савӑнӑҫӑра сирӗнтен никам та туртса илеймӗ.

22. Так и вы теперь имеете печаль; но Я увижу вас опять, и возрадуется сердце ваше, и радости вашей никто не отнимет у вас.

Ин 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Чӑн-чӑнах калатӑп сире: сирӗн ӗсӗклесе йӗмелле, уласа макӑрмалла пулӗ, тӗнче вара савӑнӗ; эсир хуйха ӳкӗр, анчах сирӗн хуйхӑр савӑнӑҫа тухӗ; 21. ҫуратас вӑхӑчӗ ҫитсен хӗрарӑм тертленет; ачине ҫуратсан, тӗнчене ҫын ҫуралнӑшӑн савӑнса, хӑй тертленнине астумасть те.

20. Истинно, истинно говорю вам: вы восплачете и возрыдаете, а мир возрадуется; вы печальны будете, но печаль ваша в радость будет; 21. женщина, когда рождает, терпит скорбь, потому что пришел час ее; но когда родит младенца, уже не помнит скорби от радости, потому что родился человек в мир.

Ин 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Хӑвӑра вӗрентекенсене итлӗр, вӗсене пӑхӑнса тӑрӑр: вӗсем сирӗн чунӑршӑн пӗр чарӑнмасӑр тӑрӑшаҫҫӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсенӗн сирӗншӗн явап тытмалла; ҫав ӗҫе вӗсем хуйхӑрса мар, савӑнса туччӑр, хуйхӑрса ӗҫлени сире усӑллӑ мар.

17. Повинуйтесь наставникам вашим и будьте покорны, ибо они неусыпно пекутся о душах ваших, как обязанные дать отчет; чтобы они делали это с радостью, а не воздыхая, ибо это для вас неполезно.

Евр 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

22. Эсир халӗ Сион тӑвӗ патне, чӗрӗ Туррӑн хули патне, тӳпери Иерусалим патне пырса тӑтӑр, савӑнса тӑракан имсӗр-сумсӑр ангелсем патне, 23. тӳпере ҫырӑннӑ малтан ҫуралнисенӗн ушкӑнӗ патне, пурне те сут тӑвас Турӑ патне, пӗтӗмпех ырӑ пулса ҫитнӗ тӳрӗ ҫынсенӗн чунӗсем патне, 24. пире ҫӗнӗ халал урлӑ Турӑпа пӗрлештернӗ Иисус патне, Авель юнӗнчен кӑмӑллӑрах каласа тӑракан юхтарнӑ Юн патне пырса тӑтӑр.

22. Но вы приступили к горе Сиону и ко граду Бога живого, к небесному Иерусалиму и тьмам Ангелов, 23. к торжествующему собору и церкви первенцев, написанных на небесах, и к Судии всех Богу, и к духам праведников, достигших совершенства, 24. и к Ходатаю нового завета Иисусу, и к Крови кропления, говорящей лучше, нежели Авелева.

Евр 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Мӗн пама пулнине хӑйсем пурӑннӑ чухнех илмен пулсан та, вӗсем ӑна аякран та пулин курса савӑнса тӑнӑ, хӑйсем ҫинчен: ҫӗр ҫинче эпир — ҫул ҫӳрекенсем, ютран килнӗ ҫынсем, тенӗ.

а только издали видели оные, и радовались, и говорили о себе, что они странники и пришельцы на земле;

Евр 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

32. Хӑвӑрӑн унчченхи кунӑрсене аса илӗр-ха: ун чухне эсир, чӑнлӑх ҫутине курнӑскерсем, мӗн чухлӗ асап куртӑр: 33. е хӑвӑра мӑшкӑл тунипе, хӗн-хур кӑтартнипе эсир ҫын кулли пултӑр, е ҫав асапсенех куракан ытти ҫынсемпе пӗрле тӳсрӗр; 34. эпӗ тӗрмере ларнӑ чухне эсир маншӑн та хуйхӑртӑр; хӑвӑр валли тӳпере паха та нихӑҫан пӗтми пурлӑх пуррине пӗлсе тӑрса, эсир кунти пурлӑхӑра турта-турта илнине савӑнса тӳсрӗр.

32. Вспомните прежние дни ваши, когда вы, быв просвещены, выдержали великий подвиг страданий, 33. то сами среди поношений и скорбей служа зрелищем для других, то принимая участие в других, находившихся в таком же состоянии; 34. ибо вы и моим узам сострадали и расхищение имения вашего приняли с радостью, зная, что есть у вас на небесах имущество лучшее и непреходящее.

Евр 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех