Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Малта сăмах пирĕн базăра пур.
Малта (тĕпĕ: малта) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чи малта шпикӗ сиктерсе пырать, ун хыҫҫӑн — Гуан Инь-си чиновникпе тӑватӑ полицейски тата икӗ пӑхса ҫӳрекен.

Шпик вырвался вперед, за ним скакал начальник заставы Гуаньинь Си, а дальше — четверо полицейских и два таможенных досмотрщика.

Застава хыҫне // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 75–89 стр.

Ури ыратни кӑштах лӑпланма тытӑнчӗ, ҫил таҫти инҫетри тухӑҫран хӑваласа килнӗ пӗлӗт хӗвеле вӑрахлӑха хупласа илчӗ те, тӳремлӗхре тӗмескесем, улӑп тӑприсемпе ҫырмасем ҫийӗпе кӑвак-симӗс ӗмӗлке чупса иртрӗ, сывлама ҫӑмӑлланчӗ, тата малта ӑна, мӗнле пулсан та, лайӑх апат кӗтет…

Боль в ноге стала понемногу утихать, туча, принесенная ветром откуда-то с далекого востока, надолго закрыла солнце, и по равнине, по буграм, по курганам и балкам поплыла густая сиреневая тень, дышать стало легче, а впереди как-никак ожидал его обильный ужин…

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Малта манӑн татах ҫур ҫул пур-ха, чӑхсене вара кӗркунне шутлаҫҫӗ.

— У меня еще полгода впереди, а кур по осени считают.

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Килсе тухакан майсене ҫеҫ вӗҫертмелле мар, малта пыракан ӗҫченсенчен пӗрне е тепӗрне хӑвӑр енне ҫавӑрмалла, ӑнланмалла чӗлхепе парти политики ҫинчен каласа памалла.

Надо попросту не упускать ни единой возможности пригорнуть к себе того или иного трудягу из передовых, разъяснить ему доступным языком политику партии.

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ку калавпа Лу Синь малта пыракан ытти писательсене ӑҫталла каймалли ҫула кӑтартса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Китай халӑхӗн аслӑ писателӗ // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 3–7 стр.

Культура фронтӗнчи чи хастарлӑ, чи ҫирӗп, тӗрӗс ӗҫшӗн ӳксе вилме те хатӗррисен йышӗнче чи малта тӑраканни, ҫав фронтра тӑшман позицине аркатмаллах пырса ҫапаканни Лу Синь пулнӑ та ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Китай халӑхӗн аслӑ писателӗ // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 3–7 стр.

Эпӗ командир пулнӑ эскадронра службӑра тӑнӑ эсӗ, ун чухне епле паттӑр утлӑ армеецчӗ, халӗ те ҫавӑн пекех колхозра пуринчен малта пыратӑн.

Служил ты под моей командой в эскадроне, и как тогда был геройским конармейцем, так и зараз колхозник на первом счету.

37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Малта пыраканни ӳрӗк-сӳрӗккӗн сухалать пулсан, ыттисен те ирӗксӗрех унпала танлашса пымалла.

Ежели передний пашет с прохладцем, и остальные по нем нехотя равняются.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Малта, Лапшиновӑн сӑрӑ лаши ҫинче, Любишкин Павло сиккипе ыткӑнса пырать, унтан сылтӑм енче шатра питлӗ Агафон Дубцов чукмар тытса, тем тума та хатӗррӗн хӑрушла курӑнса пырать, хыҫалта тата, тӗрлӗ тӗслӗ лашисем ҫинче, йӗркине-мӗнне пӑхмасӑр, иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш бригадӑри колхозниксем ҫӗмӗрттерсе пыраҫҫӗ…

Впереди на лапшиновском иноходце скакал Любишкин Павло, по правую руку от него вооруженный дубиной, рябой и страшный в своей решимости Агафон Дубцов, а позади в беспорядке, на разномастных лошадях, — колхозники второй и третьей бригад…

35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Малта тӑракан ҫынсем чӑтса тӑраймарӗҫ: пӗрне пӗри йӑвантара-йӑвантара, вырӑнсенчен тапса сикрӗҫ, ҫӑмӑл урапасемпе вӑрӑм урапасен туртисем шӑтӑр-шатӑр туса хуҫӑлма тытӑнчӗҫ, казаксем тӗртсе ӳкернӗ пӗр хӗрарӑм тискер сасӑпа ҫухӑрса ячӗ.

Толпа не выдержала: опрокидывая друг друга, передние бросились бежать, захрястели дышла бричек и арб, дурным голосом взвыла поваленная казаками бабенка.

35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Халь каланисӗр пуҫне эпӗ тата акӑ мӗн хушса калатӑп: эпир Царицына шуррисенчен хӳтӗленӗ чухне эпӗ хамах Сталин юлташа чи малта, вут-кӑвар айӗнче тӑнине куртӑм, вӑл сӑмах каланине итлерӗм.

Кроме уже сказанного, вот что хочу добавить: когда мы освобождали Царицино от белых, я сам видел товарища Сталина впереди, стоящего под огнем, слышал его речь.

13-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑйлӑраххи — малта пырать, вӑйсӑрри — чарӑнса тӑрать, ун пирки вара вӑйлин те ирӗксӗрех чарӑнса тӑма тивет.

Какой посильней — будет заламывать, слабый станет, а через него и сильному бесперечь надо становиться.

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Шурса кайнӑ Нагульновӑн ванса пӗтнӗ тути хӗррисем ҫине юн хытса ларнӑ, вӑл коридор тӑрӑх чи малта утса пырать.

Нагульнов, бледный, с запекшейся на разбитых губах кровью, шел по коридору первым.

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Пуянсене хӗсӗрлемесен, эпӗ, тен, хам тӑрӑшнине кура, хуторта чи малта тӑракан ҫын пулаттӑмччӗ.

— Не будь гонения на богатых, я бы, может, теперь, по моему старанию, первым человеком в хуторе был.

3-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫамрӑк ҫын эсӗ, сан малта пуласлӑху пур, хӑвна ху питӗ-питӗ сыхӑ тытса усрамалла, эсӗ пур — хӑвӑн ӗҫӳсене ай-ай япӑх, ай-ай япӑх туса пыратӑн.

Вы — человек молодой, у вас впереди будущее, надо вести себя очень, очень осторожно, вы же так манкируете, ох, как манкируете!

Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.

Пӗри, тӗттӗмре халӑхран татӑлмасӑр чи малта пыраканни, ҫапла каланӑ: — Паян пиртен юн кӑларсах обязательство илчӗҫ — паянтан малашне пирӗн граждансем пулмалла, — тенӗ.

Некто, идущий впереди и неотделимый от толпы во тьме, говорит: — Сегодня с нас взяли кровью обязательство — отныне мы должны быть гражданами.

Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.

Хура тӑхӑннӑ темиҫе ҫын часрах ҫӗр ҫине тӑсӑла-тӑсӑла выртнӑ; хӑшӗсем пичӗсене аллисемпе хупласа татнӑ, мӑн сухаллӑ пӗр ҫынӗ тата ҫавӑнтах пальтоне йӳле янӑ та, салтаксем ҫинелле кӑвак куҫӗсемпе пӑхса, пуринчен малта тӑнӑ.

Несколько тёмных фигур бросились на землю и прижались к ней, иные закрывали руками лица, а седобородый человек, распахнув на груди пальто, выдвинулся вперёд всех, глядя на солдат голубыми глазами и говоря им что-то.

Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.

Анчах, ҫапах та нумай ҫын сӑн-питӗнче темскере тавҫӑрса илейменни палӑрнӑ, малта пыракансем вӑраххӑн утма тытӑннӑ.

Но всё-таки на многих лицах явилась тень недоумения, и люди впереди толпы немного замедлили свой шаг.

Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.

Малта, юханшыв леш енче, ҫынсем пӗр тӗттӗм ҫурт курнӑ — унта вӗсене «вӑл», хуҫи, кӗтнӗ.

Впереди, за рекой, люди видели тёмный дом — там ждал их «он», царь, хозяин этого дома.

Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.

Вӗсем, тӑва чакалакансем, пӗчӗк сӑрӑ ӑмансем пек — тинӗсӗн малта пыракан, ҫырана ҫитсе, тумламсем пулса, тӗпренсе каякан хумӗсем пек туйӑнаҫҫӗ.

Эти серые маленькие черви, так источившие гору, — то же самое, что и его капли, которые первыми идут на неприступные и холодные скалы берегов в вечном стремлении моря расширить свои пределы и первыми гибнут, разбиваясь о них.

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех