Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫсене (тĕпĕ: ӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Китай - Раҫҫей ӳнер искусствине хисеплекен тӗнчери пӗртен пӗр ҫӗршыв. Вӗсен Раҫҫей живопиҫне Китай культурине кӗртмелли патшалӑх программи те пур. Китай студенчӗсем куравра манӑн ӗҫсене ӳкерсе илеҫҫӗ. Ҫакна пӑхма питӗ кӑмӑллӑ», - ӑшшӑн кулать художник.

Куҫарса пулӑш

Телейлӗ ҫӑлтӑр айӗнче ҫуралнӑ художник // Илемпи Туркай. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Ӗҫсене кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗн 20-мӗшӗччен ҫак адреспа йышӑнаҫҫӗ тата регистрацилеҫҫӗ: 428027, г. Чебоксары, пр. И.Яковлева, д. 8а, отдел краеведческой и национальной литературы; «Герб, ялав, гимн — пирӗн пуянлӑх» республика пултарулӑх конкурсне тесе палӑртмалла.

Куҫарса пулӑш

«Герб, ялав, гимн - пирӗн пуянлӑх» // Тантӑш. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

Ӗҫсене чӑвашла е вырӑсла ҫырма юрать.

Куҫарса пулӑш

«Герб, ялав, гимн - пирӗн пуянлӑх» // Тантӑш. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

Ҫак ӗҫсене пурнӑҫлама тӗрлӗ техника туяннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ферма витине юхӑнтарман // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

Пахчари ӗҫсене пурнӑҫлама ӑна ҫемйи, ашшӗ-амӑшӗ пулӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр тухтӑрӗ // Валентина ПЕТРОВА. «Хресчен сасси», 38(2625)№, 2016.09.29

Кинпе пӗрле килти ӗҫсене пурнӑҫлатпӑр, — калаҫӑва тӑсать виҫӗ ӑру ҫынни пурӑнакан килте чи асли.

Куҫарса пулӑш

«Пирӗнтен пуян ҫын ҫук» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Сергей, Люда, Оля, Ксения, Юрий ашшӗпе амӑшӗ ӗҫрен таврӑннӑ тӗле килти хуҫалӑхри ӗҫсене пурнӑҫласа та хунӑ.

Куҫарса пулӑш

«Пирӗнтен пуян ҫын ҫук» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Ҫак ӗҫсене хамах туса пурӑннӑ.

Такие работы я всегда выполняю сам.

«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Ҫак ӗҫсене паян пурнӑҫламасан кая юлма пултаратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Пӗрлӗхпе туслӑх: хурҫӑран та ҫирӗп, ылтӑнран та пахарах // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Ҫум курӑкпа кӗрешес ӗҫсене эпир те пуҫӑнтӑмӑр», — тет В. И. Семенов агроном.

Куҫарса пулӑш

Комисси хуҫалӑхсен уйӑхсене пахаларӗ // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.05.11

Трак енре уй-хирти ҫурхи ӗҫсене вӗҫленӗ хыҫҫӑн кӑтартусене пӗрле пухӑнса пӗтӗмлетесси ырӑ йӑлана кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Комисси хуҫалӑхсен уйӑхсене пахаларӗ // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.05.11

«Халӑх тарҫисем» хуҫалӑхӑн икӗ уйӑх хушшинче йӗркелештерсе ҫитернӗ кантурӗн ҫӗнӗ ҫуртне кӗрсе курчӗҫ, тӑррисене ҫӗнетнӗ юсав мастерскойне, тырӑ тасатса типӗтмелли ӗҫсене механизациленӗ йӗтем ҫине, Яманакри тӗпрен юсанӑ тата ҫӗнӗ йышши оборудовани вырнаҫтарнӑ сӗт-ҫу фермине (Е. Алексеева заведующи ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, кунта тимлекенсем (дояркӑсем 6-ӑн) ӗҫ условийӗсем лайӑхланнипе кӑмӑллӑ, кӑҫал фермипе кашни ӗнерен (пӗтӗмпе 200 пуҫ) вӑтамран 5300—5400 килограмран кая мар сӗт суса илме ӗмӗтленеҫҫӗ) ҫитрӗҫ, ҫавӑн пекех хуҫалӑх хӑйӗн вӑйӗпе Мӑн Шетмӗ юхан шывӗ урлӑ хывакан кӗпер патне ҫитсе курчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Депутатсем — район малашлӑхӗшӗн ӗҫлекенсем // Ял пурнӑҫӗ. «Ял пурнӑҫӗ», 2009.08.21

Ун тӑрӑх ҫитес пилӗк ҫулти ӗҫсене йӗркелесе пырӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

"Единая Россия" аталанӑвӑн тӗп ҫул-йӗрсене палӑртрӗ // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.07.29

Кӗрхи йӗпе-сапа пуҫланиччен ӗҫсене тирпейлес пулать, - терӗҫ маттур ӗҫченсем пирӗнпе сывпуллашнӑ май.

Куҫарса пулӑш

Урпа анинче ӗҫ вӗрет // Л.ШУРЯШКИНА. «Каҫал Ен», 2016.08.02

Аркади, Юрӑран самаях аслӑрахчӗ те, ялти-уйри ӗҫсене хутшӑнатчӗ.

Аркадий, будучи намного старше Юры, участвовал в полевых работах деревни.

Асран кайми Юрий Скворцов // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2006.01.18

Ку ӗҫсене пурнӑҫланӑ хыҫҫӑн калитке патнелле ҫул уҫма пикенчӗ.

После завершения этих дел приступила к расчистке дороги к калитке.

Ахӑрсамана // Валентина Тарават. http://chuvash.org/lib/haylav/3970.html

Ҫак ӗҫсене хастар хутшӑннӑ кивулхашсем — В.Н.Карсаков, В.З.Ледюков, Г.В.Майрабеев, Н.А.Микка, В.В.Рахманов, Н.В.Шарайкин, П.В.Шиваев, Б.П.Шиваев, В.Ф.Шуреков район администрацийӗн Тав ҫырӑвне тивӗҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑра вилнисене манмаҫҫӗ // Надежда ДАНИЛИНА, Петр РАХМАНОВ. «Канаш», 19(1368)№, 2016.05.13

Ҫак ӗҫсене хастар хутшӑннӑ кивулхашсем — В.Н.Карсаков, В.З.Ледюков, Г.В.Майрабеев, Н.А.Микка, В.В.Рахманов, Н.В.Шарайкин, П.В.Шиваев, Б.П.Шиваев, В.Ф.Шуреков район администрацийӗн Тав ҫырӑвне тивӗҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑра вилнисене манмаҫҫӗ // Надежда ДАНИЛИНА, Петр РАХМАНОВ. «Канаш», 19(1368)№, 2016.05.13

Кун пек ӗҫсене кашни звено, отряд пӗр-пӗринпе ӑмӑртса пурнӑҫлатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫур ӗмӗрхи сӑнӳкерчӗк // Валентина ТРОФИМОВА. «Канаш», 20(1369)№, 2016.05.20

Сергейпа Саша ҫуллахи каникулта та пӗрле: е пулӑ тытма ҫырма хӗррине кайса лараҫҫӗ, е шкул таврашӗнчи ӗҫсене пурнӑҫлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫутҫанталӑка юратакан туссем // Елена ФЁДОРОВА. «Канаш», 20(1369)№, 2016.05.20

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех