Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫсене (тĕпĕ: ӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗрисем пахчари ӗҫсене пурнӑҫлама васкаҫҫӗ, теприсем ҫав хушӑрах уяв кӗрекине ларма та, ӑшӑ енне кайса канма та вӑхӑт тупаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Май уявӗсене - парӑмсемсӗр // Э.ОРИНОВ. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.04.26

«Нивара» вӑй хуракансен ҫак ӗҫсене 937 гектар ҫинче туса ирттермелле.

Куҫарса пулӑш

Сар хӗвелӗ ӑшӑтрӗ, хире тухма васкатрӗ // А.ВАСЮКОВА. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.04.26

Районти ялхуҫалӑх предприятийӗ сем ҫурхи ӗҫсене пуҫӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Сар хӗвелӗ ӑшӑтрӗ, хире тухма васкатрӗ // А.ВАСЮКОВА. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.04.26

Ҫак куна ҫурхи ӗҫсене вӗҫленӗ хуҫалӑхсем те пур.

Есть хозяйства, которые завершили весенние работы в этот день.

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать // А.ВАСЮКОВА. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.05.08

«Свобода» колхоз ӗҫченӗсем те ҫурхи ырӑ ҫанталӑкӑн хакне аван туяҫҫӗ, ӗҫсене кӗске вӑхӑтра вӗҫлеме палӑртнӑ.

Работники колхоза «Свобода» тоже хорошо чувствуют весеннюю добрую погоду, работы планируется завершить в кратчайшие сроки.

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать // А.ВАСЮКОВА. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.05.08

Кунта ӗҫсене ӑнӑҫлӑ ирттерме ҫӗнӗ техника - 2,5 миллион тенкӗлӗх МТЗ-1221 трактор - туяннӑ.

Здесь для проведения работ была закуплена новая техника — трактор МТЗ-1221 за 2,5 миллиона рублей.

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать // А.ВАСЮКОВА. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.05.08

Жюри пайташӗсем Чӑваш Республикин паллӑ писателӗсемпе журналисчӗсем, тава тивӗҫлӗ учителӗсем пулассине, конкурса тӑратнӑ ӗҫсене вӗсем пӗрремӗш тапхӑрта пӑхса тухса хак парассине, чи лайӑх та паха хайлавсен авторӗсене иккӗмӗш тапхӑра Шупашкара килме чӗнессине пӗлтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Атӑлтан пуҫласа Хура тинӗс таранах // Сувар. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... s-taranakh

Вӗсем конкурса тӑратнӑ ӗҫсене тӑватӑ кун пӑхнӑ.

Они четыре дня смотрели работы выставленные на конкурс.

Ыран чи лайӑх спектакле палӑртӗҫ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/21695.html

Революци хыҫҫӑн пулса иртекен ӗҫсене эпизодсемпе кӑтартнӑ.

Куҫарса пулӑш

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Ял ҫыннисен пурнӑҫ условийӗсене лайӑхлатасси, унӑн тасалӑхӗпе хӑтлӑлӑхӗшӗн тӑрӑшасси, халӑхпа пӗрле пурнӑҫламалли ӗҫсене тӑвасси — кулленхи тӗп тӗллевсем — терӗ докладне вӗҫленӗ май ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Анатолий Воробьев.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле юрласа савӑнни аван // Н.ЕРШОВА. Каҫал Ен, 2019.02.26

2012 ҫулта программӑна кӗнӗ тата программӑна кӗмен ӗҫсене укҫа-тенкӗпе тивӗҫтерме федераци бюджетӗнчен 14 миллиард та 161,8 миллион тенкӗ уйӑрнӑ, ку вӑл 2011 ҫулхинчен 21,1 % пысӑкрах.

В 2012 году на финансирование программных и непрограммных мероприятий из федерального бюджета выделено 14 млрд. 161,8 млн. рублей, что на 21,1% больше, чем в 2011 году.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Ҫак ӗҫсене, паллах, ҫанталӑк ӑшӑтиччен пурнӑҫласан аванрах.

Эти работы, конечно, лучше провести до того, как погода потеплеет.

Калча валли тӑпра хатӗрлер // Эльвира Иванова. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.01.28

Ӗҫсене Чӑваш Республикинче ял хуҫалӑхне аталантармалли системӑпа килӗшӳллӗн йӗркелесе пыраттӑмӑр.

Работы велись в соответствии с системой развития сельского хозяйства в Чувашской Республике.

Ҫӗр ҫинче ӗҫлеме мантӑмӑр // П. Воробьев. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2010,10,27

Ку ӗҫсене 2014 ҫулхи декабрь уйӑхне вӗҫлеме палӑртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Мускава – 3 сехетре, Хусана – 40 минутра // В. ШАПОШНИКОВ. Ҫӗнтерӳ ялавӗ, 2013, 07.27

Ҫавӑнпа та паян пирӗн хамӑр вӑя ҫураласлӑх чакнине саплаштармалли пайӑр ӗҫсене, искусствӑлла майпа ача ҫуратассипе тата аборт тӑвассине асӑрхаттарассипе ҫыхӑннӑ ӗҫсене, пурнӑҫлама ямалла.

Поэтому ставку нужно сегодня делать на реализацию конкретных мероприятий, которые позволят скомпенсировать падение рождаемости, таких как, например, экстракорпоральное оплодотворение и профилактика абортов.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Ҫывӑх вӑхӑтрах пирӗн ҫак ӗҫсене туса ирттермелле: социаллӑ сферӑра, пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх, транспорт, энергетика сферисенче патшалӑхпа уйрӑм ҫынсен ӗҫтешлӗхӗпе усӑ курмалли практикӑна анлӑлатмалла; бизнеса аталантарма чӑрмантаракан административлӑ чӑрмавсене чакарас, калаҫса килӗшмелли йӗркесене ансатлатмалли тата вӗсен вӑхӑтне чакармалли малта пыракан чи лайӑх тӗслӗхсене пурнӑҫа кӗртес енӗпе тӑвакан ӗҫсене малалла тӑсмалла.

В ближайшее время нам предстоит: расширить практику применения государственно-частного партнерства в социальной сфере, сфере жилищно-коммунального хозяйства, транспорта, энергетики; продолжить работу по дальнейшему снижению административных барьеров, препятствующих развитию бизнеса, по внедрению самых передовых практик упрощения процедур и сокращения сроков их прохождения.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Поклоннӑй сӑртӗнче Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ историйӗн музейне тунӑ ҫӗрте, Мускав ҫывӑхӗнчи ытти объектсенчи ӗҫсене манӑн йӗркелесе пымалла пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Сулахай флангра. Самана сатурӗсем // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 9.04.2011

Енчен те А. Волков калавра пулса иртекен ӗҫсене каласа панипех ҫырлахса тӗп героя тулашран ҫеҫ характеристика панӑ пулсан, хаклӑх-пахалӑх критерийӗ витӗмсӗртерех пулатчӗ-тӗр.

Куҫарса пулӑш

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Кунта ӗнтӗ институт тулашӗнче, халӑх хушшинче ректорӑн суя авторитетне «ҫӗклесси», ун пултарулӑхне пичетре каҫса кайса мухтасси, туман ӗҫсене тунӑ пек кӑтартасси тата ытти те тӗпре пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Хамӑн ӗҫсене илсе кайнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Словаре те кӑсӑклӑ роман пекех вулама пулать // Роза Власова. «Хыпар», 2017.04.26, 60№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех