Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӗтӗм кӑмӑлтан ҫирӗп сывлӑх, ҫемье ырлӑхне, ҫӗнӗ ҫутӑ тӗллевсем, мӗн пур пуҫарура ӑнӑҫусем сунатӑп!
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Культура ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&t ... id=3236998
Патшалӑхӑн тата патшалӑхӑн мар массӑллӑ информаци хатӗрӗсем пӗлтерӗшлӗ те ҫивӗч темӑсемпе – сывӑ пурнӑҫ йӗркине, толерантлӑ ӑс-тӑна, ҫемье, амӑшлӑхпа ачалӑх пахалӑхӗсене йӗркелессипе, Чӑваш Республикинче пурӑнакан халӑхсен пултарулӑхне тата нацисен хутшӑнӑвне аталантарассипе, патриотлӑх, чунлӑх тата кӑмӑл-сипет пропагандипе – ҫыхӑннӑ мероприятисене пурнӑҫа кӗртнӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей тата Чӑваш пичечӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2014) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&t ... id=2687457
Хӑвӑр хатӗрлекен статьясемпе сюжетсенче эсир куллен Чӑваш Ен ҫыннисен ӗҫри ҫитӗнӗвӗсем ҫинчен каласа кӑтартатӑр, ҫемье хаклӑхӗсене пропагандӑлатӑр тата ӗҫе юратса хисеплеме вӗрентетӗр.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей тата Чӑваш пичечӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2016) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=66 ... cc00d977d9
Ытларахӑшӗ хваттер илме пултарччӑр тесе ҫемье тупӑшне перекетлекенсен ыйтӑвне татса пама тӑрӑшнине, вӗсем валли пурӑнмалли вырӑн пӗтӗм калӑпӑшӑн 48% чухлӗ тунине палӑртрӗ.
Эпир - малтисен шутӗнче // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Тӑлӑхсене воспитани памалли ҫемье мелӗсене малалла аталантараҫҫӗ, 2010 ҫулта вӗсем тӑлӑхсен — 80,6, 2015 ҫулхи раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне 94,5 процентне йышӑннӑ.
Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Туслӑх юратӑва куҫсан 1984 ҫулта ҫемье ҫавӑртӑмӑр, ҫулталӑкран пирӗн хӗр Светлана ҫуралчӗ.
Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Ҫав вӑхӑтрах ҫемье те хӗрарӑмшӑн пӗлтерӗшлине манмалла мар тет.
«Сывлӑха аптекӑра туянма ҫук» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Ҫак майпа районти 310 ҫемье, пурӗ 6 миллион ытла тенкӗлӗх, усӑ курнӑ.
Ача амӑшӗсене - пулӑшу // З.ЯКОВЛЕВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.17
Демографи кӑтартӑвӗсем лайӑхланса пынине шута илсе ача амӑшӗн /ҫемье/ капиталӗн федераци программине тата 2 ҫула тӑсма саккун йышӑннӑ - 2018 ҫулхи декабрӗн 31-мӗшӗччен 2 е ытларах ача ҫуратнӑ ҫемьесем пулӑшӑва илӗҫ.
Ача амӑшӗсене - пулӑшу // З.ЯКОВЛЕВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.17
Чылайӑшӗ асӑннӑ укҫа-тенкӗпе усӑ курнӑ: 673 ҫемье пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатнӑ, 19-шӗ ачисем аслӑ вӗренӳ заведенийӗсенче пӗлӳ пухнӑшӑн е ачасене садикре воспитани панӑшӑн тӳленӗ.
Ача амӑшӗсене - пулӑшу // З.ЯКОВЛЕВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.17
1960 ҫулта Зоя Никифоровна Килтӗш ял каччипе Петр Емельяновпа ҫемье ҫавӑрнӑ.
«Хресчен сассипе» - чӗрӗк ӗмӗр // Александр МАКАРОВ. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№
Хӗрарӑм нумай шухӑшламан — еркӗнӗпе Турцие тухса кайнӑ, унта ҫемье чӑмӑртанӑ.
Кашни тӗслӗхре - ача шӑпи // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
2014 ҫулта Шупашкарта ҫемье арканнӑ.
Кашни тӗслӗхре - ача шӑпи // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
Вӗсенчен чылайӑшӗ кунашкал лару-тӑрӑва ҫемье чӑмӑртама васканипе ҫыхӑнтарать.
Кашни тӗслӗхре - ача шӑпи // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
Пӗлтӗрхи пӗрремӗш кварталта 670 ҫемье чӑмӑртаннӑ, 600-ӗшӗ арканнӑ.
Кашни тӗслӗхре - ача шӑпи // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
Ҫичӗ ҫул каялла 3534 ҫемье чӑмӑртаннӑ, 1 пине яхӑн мӑшӑр уйрӑлнӑ.
Кашни тӗслӗхре - ача шӑпи // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
Пирӗн — чӑн-чӑн ҫемье.
Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
«Володьӑн малтанхи арӑмӗнчен канӑҫ ҫук: мӗн кӑна кӑтартмарӗ-ши? Лӑпкӑ пурнӑҫшӑн, хӗвел айӗнчи вырӑншӑн кӗрешме тивет. Ҫавӑнпа сирӗнтен пулӑшу ыйтрӑмӑр. Тӗрӗслӗх — пирӗн енче, эпир никама та усал туманнине халӑха ӗнентерес килет. Пӗрмай шухӑшланипе начарланса кайрӑм ӗнтӗ. Пирӗн килте пурнӑҫ вӗрет, ҫемье вучахне ҫӗнӗрен чӗртрӗмӗр, выльӑх-чӗрлӗх, кайӑк-кӗшӗк туянтӑмӑр. Тӗп сакай тулли ҫимӗҫ хатӗрлетпӗр, пахча-ҫимӗҫ ӳстеретпӗр... Кунта пурӑнма тытӑнсанах кукӑль пӗҫертӗм, кил-йыш епле савӑнчӗ: «Килте кукӑль шӑрши юлашки хут хӑҫан тухнине те астумастпӑр», — терӗҫ.
Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
Темшӗн ытларах ҫемье арканнӑ хыҫҫӑн упӑшкипе арӑмӗ пулнӑ ҫынсем тӑшмана ҫаврӑнаҫҫӗ.Почему-то люди, бывшие до этого мужем и женой, после распада семьи превращаются во врагов.
Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
Ҫемье тепӗр хут ҫавӑрмашкӑн чунра вӑй-хӑват ҫук.
«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №